Культура

Аркадий Гайдарӑн юбилейне халалланӑ

Январӗн 22-мӗшӗнче Аркадий Гайдар ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. А.Гайдар — совет литературин классикӗ, паллӑ ача-пӑча ҫыравҫи, унӑн кӗнекисене ҫӗршывӗпех вуланӑ. Вӑл яланах ачасемшӗн мӗн те пулин лайӑххи ҫырма, вӗсене пирӗн ҫӗршывра пурӑнни мӗн тери телей пулни ҫинчен каласа пама ӑнтӑлнӑ. Ҫапах та унӑн пурнӑҫӗ синкерлӗ пулнӑ. Вӑл революци витӗр тухнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Шел пулин те, 1941 ҫулхи октябрьте ҫар корреспонденчӗ А.Гайдар фашистсен засадине лексе вилнӗ. Тӗп библиотекӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче Аркадий Гайдар юбилейӗ тӗлне библиоурок иртрӗ. Мероприятие Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 4-мӗш класс вӗренекенӗсене чӗннӗ (ертӳҫи Л.П.Алексеева). Малтанах ачасене ҫыравҫӑ пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштартӑмӑр. Унтан Аркадий Гайдар ачасем валли мӗнле хайлавсем ҫырни пирки аса
Сивӗ ҫанталӑк та хӑратмӗ

Сивӗ ҫанталӑк та хӑратмӗ

Хӗллехи сивӗсемпе ҫил-тӑман кашнинех хӑратаҫҫӗ. Уйрӑмах ҫавӑн пек ҫанталӑкра вӗҫен кайӑксене йывӑр килет. Ҫакна шута илсе Комсомольскинчи этнобиблиотека ӗҫченӗсем хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗпе Инна Ядровӑпа  пӗрле ачасене «Кайӑксене апат ҫитер» акцие явӑҫтарчӗҫ. Вӗсем ертсе пынипе шкул ачисем сырӑшсем хатӗрлерӗҫ. Вӗсем ҫине апатсем хурса парса йывӑҫсем ҫине ҫакрӗҫ. Ҫунатлӑ туссем вӗсен парнине хапӑлласа йышӑннине пӑхса тӑма мӗн тери кӑмӑллӑ иккен! Тутӑ кайӑксене темӗнле сивӗ ҫанталӑк та хӑратаймӗ. Светлана Григорьева.

Пурин кӑмӑлне те кайрӗ

Округра Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс малалла пырать. Январӗн 15-мӗшӗнче Хырай Ӗнел культура ҫуртӗнче Александровка территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем хӑйсемпе  паллаштарчӗҫ. Ку тӑрӑхра тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать. Фойере вырнаҫтарнӑ выставкӑсем территори уйрӑмне кӗрекен ялсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне туллин сӑнласа параҫҫӗ. Культура ҫуртне килнисем иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа паянхи кун таран ялсен аталанӑвӗн ҫул-йӗрне уҫса паракан «Родной мой край, деревни вдоль Кубни» фотовыставкӑпа интересленсе паллашрӗҫ. Ал ӗҫӗсен куравӗ те пурин кӑмӑлне те кайрӗ.  Кивӗ япаласем, ӗҫ хатӗрӗсем  аваллӑх тӗнчине илсе кӗчӗҫ. Хырай Ӗнелӗнчи Т.И.Квасован, Киров поселокӗнчи  И.В.Григорьеван ал ӗҫӗс

Юрӑ-ташӑ чун апачӗ

Этем ӗҫленипе ҫеҫ пурӑнаймасть, ӑна чун апачӗ те кирлех. Ялсенчи культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсен тӗп тивӗҫӗ — ҫынсен канӑвне йӗркелесси, пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттересси. Тукай территори уйрӑмӗнчи ялсенче тӑватӑ культура ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенче уявсенче пӗрмаях концертсем, ытти мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Салтака каякан яшсене клубра пуҫтарӑнса ырӑ сунса ӑсатассине йӑлана кӗртнӗ. Округра иртекен культура мероприятийӗсенчен те пӗртте юлмаҫҫӗ маттурсем. Ҫӗнӗ Мӑратри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ансамбльне йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр те иртнӗ ӗнтӗ. Унта юрра-ташша юратакан, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплекен тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем кӑмӑлласах ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтараҫҫӗ. Тукайра пурӑнакансемшӗн 2022 ҫул ялта ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайнипе асра юлч
Тавралӑха илем кӳреҫҫӗ

Тавралӑха илем кӳреҫҫӗ

Кашни ҫулталӑк вӑхӑчӗ хӑйнеевӗр илемлӗ. Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Г.Е.Ефремов хӗл парнипе, юрпа, усӑ курса тавралӑха татах  та хитререх тӑвасшӑн. Кашни ҫулах вӑл юртан тӗрлӗ кӗлетке ӑсталать. Геннадий Егорович пурӑнакан Пушкин урамне пырса кӗрсен  ҫулталӑк символӗ Аҫтаха, юмахри пӑхаттирсем, Юр пике,  Пирӗшти тата ытти сӑнарсем кӗтсе илӗҫ. Тӑрӑшсан хамӑр вӑйпа та хамӑр пурӑнакан вырӑна илемлӗх кӗртме пулать-ҫке.
Выставка-форум уяв кунӗсенче те ӗҫленӗ

Выставка-форум уяв кунӗсенче те ӗҫленӗ

ВДНХра  иртекен «Россия» выставка-форум уявсемпе ҫыхӑннӑ  канмалли кунсенче те ӗҫлеме чарӑнман. Вӑл кунсенче Чӑваш Республикипе Вӗрентӳ министерстви паллаштарнӑ. Эрне тӑршшӗпех тӗрлӗ мастер-классем, интерактивлӑ вӑйӑсем, викторинӑсем тата министерство лотерейи пынӑ. «Чӑваш чӗлхи» тата «Чӑваш культури» курссенче вӗренмелли сертификатсен вылявӗ иртнӗ. Раҫҫейри «Знание» обществӑн «Лига лекторов» конкурс ҫӗнтерӳҫи Ольга Андерсон ҫӗнӗ хыпарсенче усӑ куракан тӗрлӗ  фейксем  пирки каласа панӑ. Сергей ятлӑ робот хӑнасене алӑ парса кӗтсе илнӗ. «Память» стенд вӑрҫӑра вилнӗ салтаксене шырас, вӗсем мӗнле ҫарта, званипе пулнине палӑртас тӗллевпе шыравҫӑсем усӑ куракан меслетсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки хӑнасен портречӗсене ӳкернӗ чух

Ҫӗнӗ ҫул умӗн  — парне

Элпуҫ ялӗнче 2021 ҫулта музей уҫрӗҫ. Вӑл «Дружба» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ С.А.Алиуллов ячӗпе хисепленсе тӑрать. Музей ку тӑрӑхри ялсен аталанӑвӗ, унта пурӑннӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа паракан экспонатсемпе кулленех пуянланса пырать. Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Дружба» колхозра ӗмӗрӗпе ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ Е.М.Леонтьева хӑйӗн хастарлӑхӗ пе пултарулӑхӗшӗн тивӗҫнӗ правительство наградисене музея парнелерӗ. Елена Митрофановна пӗчӗклех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ,  тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 74 ҫула ҫитичченех пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ӗҫне хутшӑннӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл нумай парнепе Хисеп грамотисене, медальсемпе паллӑсене тивӗҫнӗ. «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫре палӑрнӑшӑн», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем, «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑр
Культура тытӑмӗ тухӑҫлӑн аталанать

Культура тытӑмӗ тухӑҫлӑн аталанать

«Культура отраслӗ 2023 ҫулта хӑйӗн аталанӑвне малалла тӑсрӗ. Ялсенче культурӑна аталантарасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлешӗвӗсенче культура ҫурчӗсен, клубсен, музейсен, ачасен искусство шкулӗсен тата культурӑн ытти объекчӗсен строительстви, реконструкцийӗ, юсавӗ пурнӑҫланать. Кӑҫал эпир республика тата федераллӑ программӑсемпе килӗшӳллӗн клубсем тӑвассине малалла тӑсрӑмӑр. 44 культура объектӗнче, 20 муниципаллӑ округра тата республика пӗлтерӗшӗллӗ 5 хулара ӗҫсем пычӗҫ», — каласа панӑ ЧР культура министрӗ Светлана Каликова. «Культура» наци проекчӗ ялсенчи культурӑна аталантарма, культура хутлӑхне упрама, ҫӗнӗ обществӑлла вырӑнсем тума пулӑшать. Ку проектпа килӗшӳллӗн пирӗн муниципаллӑ округри тӗп   библиотекӑна та модернизациленӗ. «Комсомо

Кашниех асамҫӑ пулаять

Хӗл мучипе Юр пикене ку вӑхӑтра кашни ачах кӗтет. Ҫывхаракан уява кӗҫӗннисем уйрӑмах чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑраҫҫӗ, вӗсене ҫав кунсенче асамлӑ ӗҫ пуласси иккӗлентермест. Юмахри ырӑ та асамлӑ сӑнарсем чӑн пурнӑҫра та тӗл пулаҫҫӗ. Кашни ҫынах асамҫӑ пулма пултарать. Юнашар пурӑнакан, ӗҫлекен ҫынна ырӑ сӑмах каласа йӑпатма, йӑл култарма пултартӑн пулсан, эсӗ те Хӗл мучирен пӗртте кая мар. Шкул ачисен «Пӗрремӗшсем» юхӑмӗ ачасене асамҫӑ пулма хӑнӑхтарать. Ачасем хӑйсен аллипе тӗрлӗ тетте, парне ӑсталаҫҫӗ. Парнесене вара аслисене ҫитерсе параҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх уяв сӗтелӗ хушшине ларнӑ каҫ  Ҫӗнӗ ҫула ӗҫ вырӑнӗнче кӗтсе илекенсем те пуррине  пӗлеҫҫӗ вӗсем. Пурте килте каннӑ чух тухтӑрсем, полици ӗҫченӗсем, йывӑрлӑха лекнисене пулӑшакансем, ҫар ҫыннисем, хуралҫӑсем, ытти ӗҫченсем кирек мӗнл
Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван

Николай Андреев, Хырхӗрри культура ҫурчӗн заведующийӗ, Хурнай ялӗн старости: — Пирӗн тӑрӑхри халӑх ӗҫре те хастар, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ. Акӑ, Хырхӗрринчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ансамбльнех илер. Унта юрӑҫсем территори уйрӑмне кӗрекен кашни ялтан тенӗ пекех ҫӳреҫҫӗ. Ҫак маттур йышпа эпир хамӑр тӑрӑхра, округра иртекен культура мероприятийӗсенчен пӗринчен те юлмастпӑр. Уявсенче пӗрмаях концертсем йӗркелетпӗр. Вырма тапхӑрӗнче агитбригадӑпа  йӗтемсене, хирсене ҫитетпӗр, илемлӗ юрӑ-кӗвӗ тӑван тавралӑха саланать вара.  Кунсӑр пуҫне, ытти ҫӗре те тухса ҫӳретпӗр. Акӑ, кӑҫал Йӗпреҫ округӗнчи Ишек, Ҫӗнӗ Выҫли ялӗсене ҫитсе унти ҫынсене хамӑр пултарулӑхпа паллаштартӑмӑр. Вӗсем пирӗн ушкӑна хапӑлласах йышӑнчӗҫ, тата  пырса ҫӳреме ыйтрӗҫ. Аслӑ ӳсӗмрисем кӑна мар, а