Понедельник, 29 апреля

Аркадий Гайдарӑн юбилейне халалланӑ

Январӗн 22-мӗшӗнче Аркадий Гайдар ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. А.Гайдар — совет литературин классикӗ, паллӑ ача-пӑча ҫыравҫи, унӑн кӗнекисене ҫӗршывӗпех вуланӑ. Вӑл яланах ачасемшӗн мӗн те пулин лайӑххи ҫырма, вӗсене пирӗн ҫӗршывра пурӑнни мӗн тери телей пулни ҫинчен каласа пама ӑнтӑлнӑ. Ҫапах та унӑн пурнӑҫӗ синкерлӗ пулнӑ. Вӑл революци витӗр тухнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Шел пулин те, 1941 ҫулхи октябрьте ҫар корреспонденчӗ А.Гайдар фашистсен засадине лексе вилнӗ.

Тӗп библиотекӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче Аркадий Гайдар юбилейӗ тӗлне библиоурок иртрӗ. Мероприятие Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 4-мӗш класс вӗренекенӗсене чӗннӗ (ертӳҫи Л.П.Алексеева). Малтанах ачасене ҫыравҫӑ пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштартӑмӑр. Унтан Аркадий Гайдар ачасем валли мӗнле хайлавсем ҫырни пирки аса илтӗмӗр: «Кӑвак чашӑк», «Тимур тата унӑн команди», «Чукпа Гек» тата ыттисем. «Тимур тата унӑн команди» повеҫе вуланине ачасем хаваспах итлерӗҫ, хайлаври сыпӑксене  сӳт се яврӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн библиоурока хутшӑнакансен, тимуровецсем пек, «вутӑ пуленкисене купалама», «пичкене шыв тултарма» тиврӗ. Ачасем хаваспах ҫав роле пурнӑҫларӗҫ.

Библиотекӑра «Читаем Гайдара» кӗнеке выставки те ӗҫленине палӑртса хӑварас килет.

Елена ПРОКОПЬЕВА,

библиотекарь. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *