Культура

Хĕрарăмсене чысланă

Хĕрарăмсене чысланă

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ  иккĕмĕш хутчен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс ирттернĕ.  Кăçал унта 500 яхăн пике-арăм хутшăнма кăмăл тунă.  Малтанхи пекех хальхинче те çĕнтерӳçĕне палăртма çынсен шухăшне шута илчĕç. Çавăнпах кашниех ентешĕшĕн е пĕлĕшĕшĕн сасăлама пултарнă.  Çĕнтерӳçĕсен ячĕсем паллă та ĕнтĕ. Вĕсене Чăваш патшалăх филармонийĕнче чысланă.  Республика шайĕнчи уява районти маттур хĕрарăмсем те хутшăннă. ЧР Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова ертсе пыракан делегаци:  Г.Н.Родионова, В.Н. Хораськина,  Р.В.Смирнова, Е.Г.Просвирнова, В.Н.Потапова,  А.Л.Родионова, Е.А.Пермякова, Г.М.Гаврилова, В.Н.Моторина, О.К.Митюкова, Н.Г. Чернова, В.В.Самаркина уява хутшăннă,    
Хуткупăсçăсем фестивале хутшăннă

Хуткупăсçăсем фестивале хутшăннă

Республика кунĕнче Шупашкар хулинче  Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăх коллективĕсен XXX  фестивалĕ иртрĕ. Унта  çĕршыври 10 регионтан  коллективсем  килсе çитнĕ. Вĕсем куракансене  илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.  Асăннă фестивале районти «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ те хутшăнчĕ. Владимир Павлов ертсе пыракан  арçынсен коллективĕ — хуткупăс калакансем — куракансене  савăк кăмăл парнелерĕç.    
Сăвăçăн пултарулăх каçĕ иртрĕ

Сăвăçăн пултарулăх каçĕ иртрĕ

Нумаях пулмасть Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче Марионелла Николаевна Тимофееван (Мария Каçалсем) пултарулăх каçĕ иртрĕ. Талантлă сăвăç Йăвашкел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче, историпе филологи факультетчĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче ăс пухнă. Мария Каçалсем — Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, тăватă кĕнеке авторĕ. Вăл чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ премине илме тивĕç пулнă, М.Бархонов музыкант-композитор унăн сăввисемпе чылай юрă кĕвĕленĕ. Пултарулăх каçне хăнасем нумай пуçтарăнчĕç. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин, районти тĕп вулавăш директорĕ Инна Ядрова Мария Каçалсем сăвăҫа уяв ячĕпе саламларĕҫ, Хисеп хучĕсем парса чысларĕҫ. Ентешĕсем, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи культура ĕçчен
Çĕнĕ клуб хăпартаççĕ

Çĕнĕ клуб хăпартаççĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Тукай ялĕнчи 100 вырăнлăх культура çуртне хăпартас ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Çак объекта «Культурăпа туризма аталантарасси» муниципаллă программăн «Клуб типĕллĕ муниципаллă культура учрежденийĕсене тăвасси (реконструкцилесси) тата модернизацилесси» подпрограммăпа килĕшӳллĕн тăваççĕ. Хальхи вăхăтра çуртăн никĕсне хывнă, коммуникацисене  йĕркелес ĕçсем пыраççĕ. Подрядчик — «Геолог» ООО объекта кăçалхи декабрь уйăхĕнче вĕçлеме шантарать. Александр Николаевич ялти клубăн çуртне пахалăхлă тумаллине палăртнă, çĕнĕ клуб ял çыннисене савăнтарасса шаннине пытарман.  (ХАМĂР ИНФ.).                

Асанкассинчи чиркĕве сăвапланă

Июнĕн 4-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче Çветтуй Николай ячĕллĕ храма савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çак паллă пулăмпа ял çыннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламланă. Вăл Асанкасси районти чи пысăк ялсенчен пĕри пулнине, унта пурăнакансем ĕçченлĕхпе тата туслăхпа уйрăлса тăнине палăртнă. Çĕнĕ храма Канаш тата Тăвай районĕсен епископĕ Преосвященнейший Стефан сăвапланă. Çакăн хыççăн литурги тунă, храм тавра хĕрес çӳревĕ ирттернĕ. Литурги вĕçленсен Çветтуй Николай ячĕллĕ храмăн настоятелĕ Георгий протоиерей владыкăна тав тунă. Канаш тата Тăвай районĕсен епископĕ Преосвященнейший Стефан халăха храма тума пулăшнăшăн тав тунă, паллă пулăмпа — храма сăвапланă ятпа саламланă. Аса илтеретпĕр: Асанкассинчи чиркӳ никĕсне 2017 çулхи ноябрь уйăхĕнче янă.  Пурте пĕрле кар тăрса ĕçленĕ
Она добрая и отзывчивая

Она добрая и отзывчивая

Первого  июня в районном Доме культуры прошел отчетный концерт в честь окончания учебного года,  где чествовали выпускников школы.   Первой выпускницей хорового отделения стала Афанасьева  Анастасия. Она пришла в школу искусств   8 лет назад.   За годы учебы была победителем районных,  республиканских и российских конкурсов. Настя училась на отлично.  «Музыка идет от сердца и вновь доходит до сердца» — именно это можно сказать о Насте,  выпускнице хорового отделения Комсомольской детской школы искусств. Настя — добрый, отзывчивый человек, всегда готовый помочь. Хочется сказать спасибо Анастасии за терпение,  выдержку, тактичность, чуткость.  Она умеет трудиться и добиваться поставленных целей. Верим, что знания приоб
Шкулти музей уçăлчĕ

Шкулти музей уçăлчĕ

Нумаях пулмасть Кĕçĕн Çĕрпӳел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене,  ял-йыша  юлашки шăнкăрав уявĕпе пĕрле тепĕр паллă пулăм çыхăнтарчĕ — «Наследие» («Эткер») шкул музейĕ уçăлчĕ. Шкул директорĕ С.В.Антонова  хĕрлĕ хăю каснă хыççăн уява пухăннисене саламларĕ, музея йĕркелеме пулăшакансене пурне те чунтан тав турĕ.  Мероприяти шкул ачисен пултарулăхĕпе пуçланчĕ.  Анна Терентьевăпа Снежана Ильина  ентешĕмĕр Мария Каçалсем çырнă «Тăван шкулăма» сăввине чуна витермелле каласа пачĕç.  Музейра — халăхăмăрăн еткерлĕхĕ.  Вăл халăхăн кун-çулне,  йăли-йĕркине,  культурине,  историре палăрнă паллă çынсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварассинче,  вĕсене килес ăрусем патне çитерессинче тĕп вырăн йышăнать.  Вăл несĕлĕмĕрсемпе пулас ăр
Çăлкуç таптăр ĕмĕрех

Çăлкуç таптăр ĕмĕрех

Майăн 16-мĕшĕнче, Комсомольскинче, вăрман хĕрринче  вырнаçнă «Тимоша» ятпа пĕлекен кану вырăнне çĕнетнĕ хыççăн  савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» регионти  уйрăмĕн ертӳçи Андрей Шакулов, вырăнти уйрăм ертӳçи Василий Кокарев,  шкул ачисем, хăнасем  хутшăнчĕç. «Тимоша» кану вырăнне «Молодая Гвардия» хастарĕсем тăрăшнипе  хăтлăлатнă.  Вĕсем  конкурса хутшăнса грант çĕнсе илнĕ, шăпах çак укçа-тенкĕпе çăлкуç тапса тăракан вырăна тирпей-илем кӳнĕ: çĕнĕ беседка тунă, йĕри-тавра карта тытнă, çăлкуçа тасатнă. Халĕ кунта канма меллĕ те лайăх. ,ненмесен çитсе курăр. Проект çĕнтерӳçисем пирки, ĕçе камсем пурнăçлани çинчен тĕплĕнрех çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.  &nb
Илемлĕхе туйса çитĕнеççĕ

Илемлĕхе туйса çитĕнеççĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи кадет юхăмĕ пилĕк çул хушшинче аталанса, çирĕпленсе пычĕ, хăйсен ретне хăюллă, хастар, пуçаруллă ачасене явăçтарчĕ. Вĕсем вĕренӳре çеç мар, спорт, пултарулăх мероприятийĕсенче те хăйсене лайăх енчен анчах кăтартаççĕ. Кадет класĕнче вĕренекенсем пур енĕпе те малтисен ретĕнче пулма тăрăшаççĕ, пулаççĕ те. Кадет класĕсене çӳрекенсем тăрăшса вĕреннипе пĕрлех ӳт-пĕве те çирĕплетеççĕ, илемлĕхе туйма та ăнтăлаççĕ, кăмăл-сипет енчен те аталантараççĕ. Вĕсем уроксем хыççăн хапăлласах бал ташшисен курсĕсене çӳреççĕ. Т.Е.Иванова хореограф пулăшнипе вĕсем ăсталăха туптасах пыраççĕ. Çакна вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Акă, апрель уйăхĕнче Татьяна Евтихеевна хатĕрленĕ 9 «к» класра вĕренекенсем (класс ертӳçи А.В.Мухина, наставникĕ А.А.Тихонов) «Георгиевс
Аслă Çĕнтерӳ — чи пысăк та çутă уяв

Аслă Çĕнтерӳ — чи пысăк та çутă уяв

Тăван çĕршывăн  Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа 77 çул  çитрĕ. Майăн 9-мĕшĕнче пире тăнăçлăх тата ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсене çуллен чыслатпăр, çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнатпăр.  Ветерансемшĕн, тыл ĕçченĕсемшĕн, вăрçă ачисемшĕн, халăхшăн Çĕнтерӳ кунĕ — чи пĕлтерĕшлĕ те çутă уяв. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерӳ тунăранпа 77 çул çитнине халалланă уяв  район центрĕнче хаваслăн та анлăн   иртрĕ. Çанталăкĕ те çак кун халăхпа пĕрле савăннă евĕр хĕвеллĕ те уяр тăчĕ. Чи малтанах Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем Канаш урамĕпе утса иртрĕç. Çынсен аллисенче  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тыл ĕçченĕсен, çар операцинче пулнă тăванĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем, чечексем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем. Пурте мăнаçлăн утрĕç. Пĕтĕмĕшле çак акци