Четверг, 25 апреля

Аслă Çĕнтерӳ — чи пысăк та çутă уяв

Аслă Çĕнтерӳ — чи пысăк та çутă уяв

Тăван çĕршывăн  Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа 77 çул  çитрĕ. Майăн 9-мĕшĕнче пире тăнăçлăх тата ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсене çуллен чыслатпăр, çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнатпăр.  Ветерансемшĕн, тыл ĕçченĕсемшĕн, вăрçă ачисемшĕн, халăхшăн Çĕнтерӳ кунĕ — чи пĕлтерĕшлĕ те çутă уяв. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерӳ тунăранпа 77 çул çитнине халалланă уяв  район центрĕнче хаваслăн та анлăн   иртрĕ. Çанталăкĕ те çак кун халăхпа пĕрле савăннă евĕр хĕвеллĕ те уяр тăчĕ.

Чи малтанах Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем Канаш урамĕпе утса иртрĕç. Çынсен аллисенче  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тыл ĕçченĕсен, çар операцинче пулнă тăванĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем, чечексем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем. Пурте мăнаçлăн утрĕç. Пĕтĕмĕшле çак акцие районта пурăнакан, кунта хăнана килнĕ 3500 çын хутшăнчĕ.

Унпа пĕрлех çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕллевпе уяв кунĕнче «Коляскăсен парадне» те йĕркелерĕç. Çемьесем ачана илсе çӳрекен кӳмесене мĕнле кăна илемлетмен пулĕ. Кам танк тунă, теприсем самолет, вертолет, автомашина хатĕрленĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем çар тумĕсене тăхăннă. Тĕлĕнмелле хитре!

Çĕнтерӳ парадĕнче ача садне çӳрекенсем, шкул ачисем, ĕç коллективĕсем, вĕренӳ учрежденийĕсем, хăнасем пурте пĕрле пухăнса, савăнса  утни кăмăла çĕклентерчĕ. Пĕтĕм халăх мирлĕ пурнăçшăн савăнса пĕрре кăна мар: «Урра!», «Урра!», «Урра!» — тесе кăшкăрчĕ, кашни  ветерана, тыл ĕçченне мирлĕ пурнăçшăн тав турĕ.

Савăнăçлă митинга район пуçлăхĕ Ремис Мансуров уçрĕ, хаяр вăрçăра çĕнтерӳшĕн пĕтĕм халăх кар тăрса кĕрешнине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов хăй сăмахĕнче пирĕн ентешсем те фронтра та тылра та пысăк паттăрлăх кăтартнине асăнчĕ. Салам сăмахĕсемпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш Республикин спорт министерствин представителĕ Антон Павлов тата ыттисем те халăх умĕнче тухса калаçрĕç, çĕнтерӳçĕсен ячĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмаллине çирĕплетрĕç.

Чаплă та çутă куна районта икĕ ветеран Ревокат Моисеев тата  Минатулла Зиатдинов, Нюрлюк Тухветуллина тăлăх арăм кĕтсе илме пултарчĕç. Аслă Çĕнтерӳ парадне  вара Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Ревокат Моисеев, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем те хутшăнчĕç. Вĕсен ячĕпе салам сăмахĕсем, юрă-ташăсем  чылай пулчĕç.

Пулас салтак-хӳтĕлевçĕсем, кадет класĕсенче вĕренекенсем, шкулсенчи çамрăк армеецсем парадра тикĕссĕн те харăссăн утса иртнине курма кăмăллă пулчĕ. Уявра Мухтав монуменчĕ, район центрĕнчи ытти палăксем патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Пурте «Салтак пăтти» акцие хутшăнса çак тутлă апата астивсе пăхма пултарчĕç. Районти библиотекарьсем хатĕрленĕ выставкăпа та паллашма май пулчĕ.

Район центрĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ.  Культура ĕçченĕсем, Комсомольски искусствăсен шкулĕн воспитанникĕсем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадечĕсем «Островок» ташă ушкăнĕ (ертӳçи Татьяна Иванова) куракансене илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.  Вĕсен ташшисем, представленийĕсем кашнин чĕрине витермелле  пулса тухрĕç. 

Çак кун спорта юратакансем «Кĕтне» ФСК стадионĕнче  футболла выляса тупăшрĕç. Районти пилĕк команда ăмăртăва хутшăнчĕ: Анат Тимĕрчкассисем, Асанкассисем, Урмаелсем, Нĕркеçсем, Тукай Мишерсем. Хĕрӳ тупăшура Анат Тимĕрчкассисем çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç, иккĕмĕш вырăнта «Урмаево» команда, «Асаново» ушкăн виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Çĕнтерӳçĕсене  Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысларĕç, чи ăста вылякансене А.Капитонов  парне парса хавхалантарчĕ.

Çĕнтерӳ кунне халалласа районти пур ял тăрăхĕсенче те митингсем иртнĕ. Унта шкул ачисем, ĕç ветеранĕсем, ялсенчи хисеплĕ çынсем хутшăннă. Çавăн пекех ялсенче «Сад памяти» акцие хутшăнса çынсем вун-вун йывăç-тĕм лартнă.

Каçхине  уяв концерчĕ  хаваслă кăмăл парнелерĕ, Çĕнтерӳ салючĕ тӳпене хитрелетрĕ.  Яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнасчĕ.

Пĕтĕмĕшле калас пулсассăн, Çĕнтерӳ кунĕ хаваслă та асра юлмалла иртрĕ. Коронавируса пула вăл юлашки икĕ çул онлайн мелĕпе пулнăччĕ, çавна май çынсем уявран çав тери тунсăхлани сисĕнчĕ. Майăн 9-мĕшĕнче акцие хутшăнакансем те, митинга пăхакансем те, концертпа киленекенсем те  чылайăн пулчĕç. Чăннипех те уяв пурне те пĕрлештерет, пĕр-пĕринпе курса калаçма, савăнма май парать. 

А.Мариян,

А.Сатиева.

 

                                                                   

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *