Суббота, 20 апреля

Илемлĕхе туйса çитĕнеççĕ

Илемлĕхе туйса çитĕнеççĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи кадет юхăмĕ пилĕк çул хушшинче аталанса, çирĕпленсе пычĕ, хăйсен ретне хăюллă, хастар, пуçаруллă ачасене явăçтарчĕ. Вĕсем вĕренӳре çеç мар, спорт, пултарулăх мероприятийĕсенче те хăйсене лайăх енчен анчах кăтартаççĕ. Кадет класĕнче вĕренекенсем пур енĕпе те малтисен ретĕнче пулма тăрăшаççĕ, пулаççĕ те.

Кадет класĕсене çӳрекенсем тăрăшса вĕреннипе пĕрлех ӳт-пĕве те çирĕплетеççĕ, илемлĕхе туйма та ăнтăлаççĕ, кăмăл-сипет енчен те аталантараççĕ. Вĕсем уроксем хыççăн хапăлласах бал ташшисен курсĕсене çӳреççĕ. Т.Е.Иванова хореограф пулăшнипе вĕсем ăсталăха туптасах пыраççĕ. Çакна вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Акă, апрель уйăхĕнче Татьяна Евтихеевна хатĕрленĕ 9 «к» класра вĕренекенсем (класс ертӳçи А.В.Мухина, наставникĕ А.А.Тихонов) «Георгиевский кадетский бал» республикăри конкурса хутшăнса 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.  Çав уйăхрах 5 «к» (ертӳçи И.Н.Анисимова, наставникĕ А.А.Тихонов) тата 6 «к» (ертӳçи Е.Н.Тихонова, наставникĕ А.А.Тихонов) классенчи кадетсем бал ташшисен республикăри «Вальс Победы» конкурсĕнче палăрчĕç. «Свободная композиция» номинацире 6 «к» класс ансамблĕ 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Кĕтне» физкультăрпа спорт комплексĕнче иртнĕ кадетсен пĕрремĕш балĕ ачасен асĕнче нумайлăха юлчĕ пулĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче, Елчĕк вăтам шкулĕнче 5—9 классенче пĕлӳ илекенсем çепĕç ташă кĕвĕ-çемĕпе илемлĕн çаврăнчĕç. Илемлĕхе туйса    ӳсни кадетсене тăван çĕршыва юратма, упрама хавхалантарса пырĕ.

И.Анисимова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *