«Çăлтăрлă çулла» фестиваль-конкурс иртрĕ
Августăн 18-мĕшĕнче культурăпа кану паркĕнче районсем хушшинчи «Çăлтăрлă çулла» вокал фестиваль-конкурс иртрĕ. Çакна çамрăксен йышĕнче пултаруллисене палăртас, эстрада жанрне упракансене тупас, çитĕнекен ăру валли аталанма мелсем туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Вокал фестиваль-конкурс (эстрада, академи, халăх, джаз), соло тата ансамбль (дуэт, трио, квартет тата ытти те) номинацисемпе пулнă. Хутшăнакансене çак категорисемпе пăхса хакланă: 1-мĕшĕнче 14—19 çултисем, 2-мĕшĕнче 20—30 çултисем, 3-мĕшĕнче 31—45 çултисем, 4-мĕшĕнче 46 тата аслăрах çултисем, профессионал, мастер тата вĕренекен.
Конкурса хутшăнма пурĕ 24 çын заявка панă. Вĕсем Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата ытти районсенчен. Пултаруллă хастарсене «Эстрада артисчĕсен союзĕн» председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ