Сăвăçăн пултарулăх каçĕ иртрĕ

Сăвăçăн пултарулăх каçĕ иртрĕ

Нумаях пулмасть Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче Марионелла Николаевна Тимофееван (Мария Каçалсем) пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Талантлă сăвăç Йăвашкел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче, историпе филологи факультетчĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче ăс пухнă. Мария Каçалсем — Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, тăватă кĕнеке авторĕ. Вăл чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ премине илме тивĕç пулнă, М.Бархонов музыкант-композитор унăн сăввисемпе чылай юрă кĕвĕленĕ.
Пултарулăх каçне хăнасем нумай пуçтарăнчĕç. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин, районти тĕп вулавăш директорĕ Инна Ядрова Мария Каçалсем сăвăҫа уяв ячĕпе саламларĕҫ, Хисеп хучĕсем парса чысларĕҫ.
Ентешĕсем, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи культура ĕçченĕсем, А.Любимова, Г.Родионова, А.Родионова сăвăçа ăшă сăмахсем каласа çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хăват сунса илемлĕ юрăсем парнелерĕç.
Шупашкарти 60-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.В.Александрова (Тимофеева) Мария Каçалсем çырнă «Чăваш чĕлхи» сăввине илемлĕн те янравлăн каласа пачĕ, ывăлĕ Федор «Эпĕ пĕчĕк шăпăрлан» хайлава пурне те кăмăла каймалла вуларĕ. Кайнлăк ял тăрăхĕн «Мерчен» пултарулăх ушкăнĕ, Çĕнĕ Кипеçри А.Можаевăпа Е.Петрова, Хирти Явăш ялĕнчи Е.Куропаткина поэтессăна сăвă каласа, юрă юрласа савăнтарчĕç.
Нĕркеç вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.И.Плеткина хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Мария Каçалсене чун-чĕререн саламларĕç, сăввисене янраттарчĕç.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем те уява хутшăнчĕç, ачасене валли кăларнă «Чăваш йăмри» кĕнекери сăвăсене савăнса вуларĕç.
Çавăн пекех Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Н.Данилова, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен О.Н.Данилова та Мария Каçалсем сăввисене чуна тивмелле вуларĕç.
«Мария Каçалсем хайлавĕсем пире Тăван çĕршыва юратма, çутçанталăк илемне туйма аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ, пурнăçа хаклама хистеççĕ, юратма хавхалантараççĕ», — терĕ Валентина Данилова пултарулăх каçне вĕçленĕ май.

В. Данилова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *