Суббота, 20 апреля

Шкулти музей уçăлчĕ

Шкулти музей уçăлчĕ

Нумаях пулмасть Кĕçĕн Çĕрпӳел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене,  ял-йыша  юлашки шăнкăрав уявĕпе пĕрле тепĕр паллă пулăм çыхăнтарчĕ — «Наследие» («Эткер») шкул музейĕ уçăлчĕ.

Шкул директорĕ С.В.Антонова  хĕрлĕ хăю каснă хыççăн уява пухăннисене саламларĕ, музея йĕркелеме пулăшакансене пурне те чунтан тав турĕ. 

Мероприяти шкул ачисен пултарулăхĕпе пуçланчĕ.  Анна Терентьевăпа Снежана Ильина  ентешĕмĕр Мария Каçалсем çырнă «Тăван шкулăма» сăввине чуна витермелле каласа пачĕç. 

Музейра — халăхăмăрăн еткерлĕхĕ.  Вăл халăхăн кун-çулне,  йăли-йĕркине,  культурине,  историре палăрнă паллă çынсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварассинче,  вĕсене килес ăрусем патне çитерессинче тĕп вырăн йышăнать.  Вăл несĕлĕмĕрсемпе пулас ăрăва çыхăнтарать.  Çакна шута илсе ĕнтĕ вăтам шкулта  шкул историйĕн музейне йĕркелерĕç.  Музей ĕçне чĕртсе тăратакансем — пĕр тăван Федор Яковлевичпа Владимир Яковлевич Григорьевсем — педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.  Вĕсем пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă ватă çынсен аса илĕвĕсене музейри стендсенче курма пулать.

Кăçал Кĕçĕн Çĕрпӳел пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул 130 çул тултарать.  Тĕрлĕ самана кисренĕвĕсене тӳссе ирттернĕ тăван шкулăмăр кунран-кун аталанса пынă. 

Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Валентина Сергеевна  Ефимова шкулăн историйĕпе, кун-çулĕпе çыхăнтаракан стендсем пирки пухăннисене тĕплĕн каласа пачĕ,  музее йĕркеленĕ чухнехи самантсемпе паллаштарчĕ. Экспонатсемпе, чăвашсен авалхи пурнăçĕ çинчен те ăнлантарчĕ. Музейри экспонатсемпе малашне учительсем  шкул ачисене вĕрентнĕ чухне усă курасси пирки иккĕленмелли çук.   Шкулăн пуян историне кунта вăй хунă вĕрентекенсене,  паллă выпускниксене, тĕрлĕ вăрçă паттăрĕсемпе çар çыннисене халалланăӳ кĕтессемпе стендсем,  сăн   ӳкерчĕксем уçса параççĕ. 130 çул ĕçленĕ,  пурăннă шкул витĕр тухса мĕн чухлĕ çамрăк аслă çул çине тăнă. Вĕсем хушшинче наукăра,  культурăра,  спортра, çар ĕçĕнче,  ял хуçалăхĕнче палăрнисен йышĕ пысăк.  В.П.Разумов вице-адмирал,  «Уяв» ансамбль  ертӳçи З.А.Козлова,  Кашкăр Микули,  Мария Каçалсем,  Н.Тинюкова (Акчурина) çыравçăсем.  Ленин орденĕн тулли кавалерĕсем кăна тăваттăн: Н.А.Козлов,  Л.Н.Акчурин,  А.М.Ефимова,  В.А.Арсентьев.   Вĕсенчен Л.Н.Акчурин — Социализмла Ĕç Геройĕ.

Музейра çарпа патриотизм тематикипе çыхăннă уроксемпе класс сехечĕсем,  калаçусем,  паллă çынсемпе асран кайми тĕл пулусем шкул музейĕнче иртĕç.  Экспонатсем те нумайлансах пыраççĕ. 

Иртнине манмасан,  хаклама пĕлсен кăна малашлăх пур.  Виçĕ ăру çыхăнăвне — октябренок,  пионер, комсомолец  — çутатса паракан стенд пирки,  вĕсен символĕсем çинчен  каласа кăтартрĕ  Валентина Сергеевна.

2022 çул — Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕ.  Хальхи вăхăтра та музей экспонатсемпе пуянланать — хăнасем,  шкул ачисем тăтăшах хăйсен тăванĕсен килĕнче упранса юлнă япаласене парнелеççĕ.

— Вĕренкенсене тăван ене,  унăн çыннисене хисеплеме, юратма хавхалантарас, паллă çынсемпе паллаштарас тĕлĕшпе пурнăçланакан ĕçсем ĕнтĕ çаксем, — тет шкул директорĕ С.В. Антонова.

— Халăхăн йăли-йĕркисене,  алă ĕçĕсен тĕслĕхĕсене пулас ăрусем валли хăварасси — тĕп тĕллевĕмĕр. 

Халăхăмăршăн тăвакан ĕçĕр яланах усăллă пултăрччĕ,  килес ăрусем патне ун пархатарĕ çиттĕрччĕ.  

В.Ефимова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *