Суббота, 20 апреля

Асанкассинчи чиркĕве сăвапланă

Июнĕн 4-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче Çветтуй Николай ячĕллĕ храма савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çак паллă пулăмпа ял çыннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламланă. Вăл Асанкасси районти чи пысăк ялсенчен пĕри пулнине, унта пурăнакансем ĕçченлĕхпе тата туслăхпа уйрăлса тăнине палăртнă.

Çĕнĕ храма Канаш тата Тăвай районĕсен епископĕ Преосвященнейший Стефан сăвапланă. Çакăн хыççăн литурги тунă, храм тавра хĕрес çӳревĕ ирттернĕ. Литурги вĕçленсен Çветтуй Николай ячĕллĕ храмăн настоятелĕ Георгий протоиерей владыкăна тав тунă. Канаш тата Тăвай районĕсен епископĕ Преосвященнейший Стефан халăха храма тума пулăшнăшăн тав тунă, паллă пулăмпа — храма сăвапланă ятпа саламланă.

Аса илтеретпĕр: Асанкассинчи чиркӳ никĕсне 2017 çулхи ноябрь уйăхĕнче янă.  Пурте пĕрле кар тăрса ĕçленĕрен ăна хута яма вăй çитернĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *