Пятница, 26 апреля

Çĕнĕ клуб хăпартаççĕ

Çĕнĕ клуб хăпартаççĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Тукай ялĕнчи 100 вырăнлăх культура çуртне хăпартас ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.

Çак объекта «Культурăпа туризма аталантарасси» муниципаллă программăн «Клуб типĕллĕ муниципаллă культура учрежденийĕсене тăвасси (реконструкцилесси) тата модернизацилесси» подпрограммăпа килĕшӳллĕн тăваççĕ.

Хальхи вăхăтра çуртăн никĕсне хывнă, коммуникацисене  йĕркелес ĕçсем пыраççĕ. Подрядчик — «Геолог» ООО объекта кăçалхи декабрь уйăхĕнче вĕçлеме шантарать.

Александр Николаевич ялти клубăн çуртне пахалăхлă тумаллине палăртнă, çĕнĕ клуб ял çыннисене савăнтарасса шаннине пытарман. 

(ХАМĂР ИНФ.).

 

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *