Культура

Ял старости те, юратнă анне, асанне-кукамай та

Тин çунă юр çийĕн çĕнĕ  йĕр хăварса йĕлтĕрпе малалла шуса кайрĕ хĕрарăм. Чун-чĕри хăпартланупа тулчĕ: çанталăк тӳлек, сывлăш уçă... Çĕнĕ Кипеç ялĕнче пурăнакан Галина Ивановна Новикова пушăрах вăхăт тупăнсанах йĕлтĕр çине тăма тăрăшать. Ĕмĕрĕпех спортпа туслă пулнăскерĕн чун-чĕри халĕ те хусканусем ыйтать. Пĕчĕккĕ чухнех ашшĕ ăна валли йĕлтĕр ăсталаса панăччĕ те, унпа мĕн чухлĕ тăвайккинчен ярăнман-ши? Пĕр      касра ытларах арçын ачасем пулнипе вăл вĕсем хушшинче ӳснĕ, час-часах вĕсемпе тупăшма тăрăшнă. Лавккаран çĕнĕ йĕлтĕр туянса парсан унпа шкулта, районта иртекен ăмăртусене те пĕрре мар хутшăннă. Спорта юратса ӳснĕскер пулас профессине те вăл енĕпе çыхăнтарнă. Галина Ивановна нумай çул Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче тăрăшнă. Ачасене спорта явăçтарнипе пĕрлех хăй
Анне кунĕ ячĕпе — уяв

Анне кунĕ ячĕпе — уяв

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Анне кунĕ ячĕпе çемьесен уявĕ иртрĕ. Ăна çулсерех  районти Хĕрарăмсен канашĕ тата библиотека ĕçченĕсем пуçарнипе йĕркелеççĕ. Анне кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уява районти  хисеплĕ те пултаруллă хĕрарăмсем, обществăлла ĕçре тăрăшуллă çемьесем килсе çитнĕ. Пухăннисене «Радуга» ача сачĕн воспитанникĕсем, районти искусствăсен шкулĕн вĕренекенĕсем (ертӳçисем О.Воронова, И.Спиридонова) савăнăçлă кăмăл парнелерĕç. Вĕсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, фортепианăпа кĕвĕсем вылярĕç. Уявра  пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе те паллашма кăмăллă пулчĕ. Сăмахран,  ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ конкурссене хутшăнма вăхăт тупаççĕ.  Акă, Комсомольскинче пурăнакан Митюковсем, Александровкăри Потаповсем, Çĕнĕ Мăратри Петровсем   «А.С.Пушк
Хĕрсем тĕрлеççĕ, эреш хыççăн эреш тăваççĕ

Хĕрсем тĕрлеççĕ, эреш хыççăн эреш тăваççĕ

«Чăваш тĕрри çыруллă», — тенĕ халăхра мĕн авалтан. Тĕрĕ пирĕн йăх-несĕлсемшĕн куç тулли илем çеç пулман, ун урлă халăхăн историйĕ çырăнса юлнă. Кашни эрешĕн — хăйĕн пĕлтерĕшĕ, тарăн шухăшĕ. Хĕрсем йĕппе çип тытма вĕренсенех эрешлеме пуçланă. ,лĕк тĕрĕ тĕрлеме пĕлмен хĕрупраçа качча илме те васкаман. Çавăнпах ĕнтĕ амăшĕсем, асламăшĕ-кукамăшĕсем хĕр пĕрчисене мĕн пĕчĕкрен ламран лама куçакан ăсталăхпа паллаштарнă, тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене сыхласа хăварма пулăшнă. Çак йăла паянхи кун та упранса юлни савăнтарать. Чылай ашшĕ-амăшĕ хĕрсене  алла çиппе-йĕп тытма хăнăхтарать. Унпа пĕрлех шкулсенче ятарлă кружоксем ĕçлени, уроксем пулни те хĕрупраçа алă ĕç тума  хăнăхма пулăшать. Акă, Шурут вăтам шкулĕнче пĕлӳ пухакан хĕр ачасем технологи урокĕсенче тĕрлеме, çыхма, çĕлеме вĕренеççĕ. Çа
Ентешлĕх уявне пухăннă

Ентешлĕх уявне пухăннă

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче  Комсомольски район çыннисен «Кĕтне» ентешлĕх уявĕ иртнĕ. Уява Каçал тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ  чылай ентеш  пуçтарăннă, чылайăшĕ çак кун инçе çула кĕскетсе килме те вăхăт тупнă.  Чăннипех те ентешлĕх уявĕ  пĕр-пĕрне курса савăнмалли, пĕрле пуçтарăнмалли кун. Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ  Александр Осипов, депутатсен Пухăвĕн  председателĕ Светлана Грачева саламланă.  Вĕсем пурне те  çирĕп сывлăх,  телей, ăнăçу, тăнăçлăх суннă. Маттур та хастар ентешсене Хисеп грамотисемпе чысланă. Пухăннисене культура ĕçченĕсем, артистсем юрă-ташăпа савăнтарнă. «Уяв», «Каçал», «Мишар»  халăх фольклор ансамблĕсем, «Островок» ташă ушкăнĕ, кадетсем, эстрада ç
Конкурса хастар хутшăннă

Конкурса хастар хутшăннă

Иртнĕ эрнере районти культура çуртĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ тĕлне  йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта районти шкул ачисем, ача сачĕсене çӳрекенсем хастар хутшăннă. Вĕсем конкурс валли тĕрлĕ япала хатĕрленĕ. Жюри членĕсем ачасен, ашшĕ-амăшĕн тавракурăмĕ чăннипех те анлă тата тĕрлĕ енлĕ пулнине  палăртнă. Чи лайăххисене, илемлисене суйласа илсе палăртма пĕрре те çăмăл пулман. Кашни япалах хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăнă.   Коллективсем хушшинче «Радуга» ача садне çитекенни      пулман. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисем — иккĕмĕш вырăнта, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — виççĕмĕшсем. «Необыкновенное чудо» номинацире «Колосок» ача садне çӳрекен Захар Кополухин мала тухнă. «
Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!

Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!

Пĕтĕм халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче районти вулавăшсенче чылай мероприяти иртнĕ.   Библиотекарьсем ачасемпе, вулакансемпе тĕл пулнă. Вĕсем вулакансем валли уяв историйĕпе паллаштаракан кĕнекесен тĕрлĕ  выставкисем  йĕркеленĕ, унпа пĕрлех кĕнеке тусĕсемпе пĕрле тĕлпулусем, викторинăсем,  конкурссем  ирттернĕ. Акă, тĕп библиотекăра кĕнеке тусĕсем валли «Когда мы вместе, мы едины» кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Патриотизм сехечĕ те кăсăклă иртрĕ, викторина ыйтăвĕсем çине те ачасем хаваспах хуравларĕç. Тĕслĕхрен, вĕренекенсем Урмаел ял вулавăшĕнче «Козьма Минин и Дмитрий Пожарский» кино-урок пăхнă. Кĕнеке тусĕсем Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн историйĕпе туллин паллашнă. Унпа пĕрле вĕсем фильм пăхса Раççей тăрăх  виртуаллă çулçӳреве кайнă.    Çавăн пекех Çĕ
Ташăра та маттур, юрăра та сатур

Ташăра та маттур, юрăра та сатур

Пирĕн районта пурăнакансем ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та маттур. Çакна вĕсем тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсенче те аван çирĕплетсе параççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнлаççĕ. Октябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çурчĕн сцени çинче районти искусствăсен çурчĕн Аслă Чурачăкри уйрăмне çӳрекенсен «Тевет» фольклор  ансамблĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартсан, залра ларакансем ачасене алă çупса йышăннă. Вĕсене тăван халăх йăли-йĕркине упраса сыхласа хăварма Т.В.Макарова преподавательпе С.А.Просвирнов концертмейстер вĕрентеççĕ. Ансамбль ачасен тата çамрăксен «Дерзай, твори!» наци творчествин республикăри конкурсĕнче «Народный и национальный вокал» номинацире  I степеньлĕ лауреачĕ пулса тăнă. Çак ансамбле çӳрекен Сергей Лукиянов уйрăм юрăçăсем хушшинче пĕрремĕш вырăн
Аттесен кунĕпе юрă-кĕвĕ

Аттесен кунĕпе юрă-кĕвĕ

 Çак кунсенче районти культура  çуртĕнче Атте кунне паллă  турĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Грачева, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн  районти председателĕ Инна Ядрова саламларĕç.  Хисеплĕ, маттур аттесене  çирĕп    сывлăх, тулли телей, ăнăçу сунчĕç. Кулленхи тата обществăлла ĕçре ырми-канми тăрăшакан  маттур ар çынсене Александр  Осипов   çак кун Хисеп грамотисемпе  чысларĕ. Нĕркеç культура çурчĕн заведующийĕ Михаил Кузнецов,  «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн артисчĕ Юрий Тихонов, В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕн артисчĕ Виталий Хораськин район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Культура ĕçченĕсем пухăннисене савăк  юрă-кĕвĕ парнелерĕç.

Кĕнекесем парнелерĕç

Октябрĕн 24-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунĕ. Ку уяв ахальтен  çуралман. Унăн тĕллевĕ — общественноçа шкул библиотекисем  çине тимлĕх уйăрма, вĕсене  çителĕклĕ таран кирлĕ кĕнекесемпе тивĕçтерме хистесси.  Çавăнпа та   çак кун ыркăмăллăх акцийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те вăл  çулсеренех иртет.  Çакă шкул библиотекине тĕнче классикĕсен, ача-пăча  çырав çисен илемлĕ литературипе, справочниксемпе, энциклопедисемпе, наука кĕнекисемпе пуянланма пулăшать. Уяв умĕн, акă, пĕртăван Майоровасем, Александрăпа Елизавета, библиотекăна кĕнекесем илсе килчĕç. Вĕсем ӳкерчĕксемлĕ 28 литература изданийĕ парнелерĕç. Маттур хĕр ачасене чĕререн тав тăватпăр. Вĕсен парнисемпе библиотекăна  çӳрекенсем хапăлласах п

Салтаксене – парне

Чăваш наци музейĕ тата  республикăри Хĕрар ăмсен канашĕ сентябрь уйăхĕнче «Салтаксене сăмса тутри парнеле» акци пуçарчĕ.  Асăннă акцие пирĕн районта пурăнакансем те хастар хутш ăнса вун-вун сăмса тутри тĕрлерĕç.  Акă, «Çĕр тата  çынсем» халăх музейĕн заведующийĕ Алена Полякова пу çарнипе маттур аннесем, асаннесем  çак пархатарлă ĕçе хутшăнчĕç. Вера Макарова, Валентина Хораськина,  Галина Быкова  синкертен хӳтĕлекен эрешсемпе сăмса тутрисем тĕрлерĕç. Хĕрарăмсем чун  ăшшине хывнă алă тутрисене мобилизациленекен кашни ар çынна парнелеççĕ. Алă тутрисем салтаксене хĕн-хуртан упраччăр, хӳтĕлесе пыччăр. (Хамăр инф.).