Суббота, 20 апреля

Анне кунĕ ячĕпе — уяв

Анне кунĕ ячĕпе — уяв

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Анне кунĕ ячĕпе çемьесен уявĕ иртрĕ. Ăна çулсерех  районти Хĕрарăмсен канашĕ тата библиотека ĕçченĕсем пуçарнипе йĕркелеççĕ.

Анне кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уява районти  хисеплĕ те пултаруллă хĕрарăмсем, обществăлла ĕçре тăрăшуллă çемьесем килсе çитнĕ. Пухăннисене «Радуга» ача сачĕн воспитанникĕсем, районти искусствăсен шкулĕн вĕренекенĕсем (ертӳçисем О.Воронова, И.Спиридонова) савăнăçлă кăмăл парнелерĕç. Вĕсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, фортепианăпа кĕвĕсем вылярĕç.

Уявра  пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе те паллашма кăмăллă пулчĕ. Сăмахран,  ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ конкурссене хутшăнма вăхăт тупаççĕ.  Акă, Комсомольскинче пурăнакан Митюковсем, Александровкăри Потаповсем, Çĕнĕ Мăратри Петровсем   «А.С.Пушкин произведенийĕсене Раççейри тĕрлĕ чĕлхепе вулатпăр» Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса палăрнă. 

Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Такмаковсем, Александровкăри Потаповсем, Аслă Чурачăк ялĕнчи Крыловсем, Хурнайĕнчи  Горбуновсем, Комсомольскинчи Саитовсем  районти тĕп библиотека пулăшнипе «Расскажи мне, кукла сказку»  ыркăмăллăх проекчĕпе  килĕшӳллĕн килтех спектакльсем хатĕрлесе конкурса хутшăннă.    Уява пухăннисем шăпах Саитовсем хатĕрленĕ çемье спектакльне курса киленчĕç.   Кил ăшшине упракан асаннесем чăннипех те маттур. Вĕсем ĕçе те çӳреççĕ, килти ĕçсене те пурнăçлаççĕ,  ачисемпе пĕрле вăхăта усăллă ирттерме те пĕлеççĕ.

 Маттур пирĕн районта пурăнакан хĕрарăмсем. Вĕсем чă-ваш халăх йăли-йĕркине сума сăваççĕ, кил ăшшине упраççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Вăл çеç-и? Обществăлла ĕçе те хастар хутшăнаççĕ хаклă çыннăмăрсем. Тĕслĕхрен,  Татьяна Макарова (Аслă Чурачăк), Валентина Курицына (Тукай), Валентина Самаркина (Тăманлă Выçли), Валентина Хораськина (Комсомольски) юрра-ташша ăста, алă ĕçĕсенче маттур. Унпа пĕрлех вĕсем районта иртекен мероприятисенчен те айккинче юлмаççĕ. Кăçал вĕсем районта Раççей шайĕнче  йĕркеленĕ уявра  чăваш халăхĕн тумĕпе паллаштарнă. Вĕсене хĕрарăмсен çӳпçе-арчасенче типтерлĕ упраççĕ.   Тăрăшуллă та пултаруллисене районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова  ЧР Хĕрарăмсен канашĕн Тав хучĕсене парса чысларĕ. Малашне те маттур пулма сунчĕ.

Хисеплĕ те çывăх çыннăмăрсен пурнăçра   вăй-хал нихăçан та ан иксĕлтĕр,   сывлăхĕ çирĕп, кун-çулĕ  вăрăм пултăр.

А.Антонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *