Ентешлĕх уявне пухăннă

Ентешлĕх уявне пухăннă

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче  Комсомольски район çыннисен «Кĕтне» ентешлĕх уявĕ иртнĕ. Уява Каçал тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ  чылай ентеш  пуçтарăннă, чылайăшĕ çак кун инçе çула кĕскетсе килме те вăхăт тупнă.  Чăннипех те ентешлĕх уявĕ  пĕр-пĕрне курса савăнмалли, пĕрле пуçтарăнмалли кун.

Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ  Александр Осипов, депутатсен Пухăвĕн  председателĕ Светлана Грачева саламланă.  Вĕсем пурне те  çирĕп сывлăх,  телей, ăнăçу, тăнăçлăх суннă. Маттур та хастар ентешсене Хисеп грамотисемпе чысланă.

Пухăннисене культура ĕçченĕсем, артистсем юрă-ташăпа савăнтарнă. «Уяв», «Каçал», «Мишар»  халăх фольклор ансамблĕсем, «Островок» ташă ушкăнĕ, кадетсем, эстрада çăлтăрĕсем Светлана Печникова, Виктор Шамбулин,  Марина Волкова,  Сергей Просвирнов, Вячеслав Вахтеркин, «Отставник» ушкăн залра ларакансене тунсăхлама паман.  Илемлĕ юрăсем, хаваслă ташăсем  уява илем кӳнĕ. 

Хастар ентешсем: Ирина Лампасова, Валери Туркай уява илемлĕ ертсе пынă.

Ентешлĕх уявне килнисем Каçал тăрăхĕн хастар та маттур çыннисен алă ĕçĕсемпе, ӳкерчĕксен куравĕпе  туллин паллашнă, райпо хатĕрлекен продукцие тутанса пăхнă, хак панă.

Пĕрле пухăнса савăннине мĕн çиттĕр?!

А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *