Пятница, 19 апреля

Аттесен кунĕпе юрă-кĕвĕ

Аттесен кунĕпе юрă-кĕвĕ

 Çак кунсенче районти культура  çуртĕнче Атте кунне паллă  турĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Грачева, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн  районти председателĕ Инна Ядрова саламларĕç.  Хисеплĕ, маттур аттесене  çирĕп    сывлăх, тулли телей, ăнăçу сунчĕç.

Кулленхи тата обществăлла ĕçре ырми-канми тăрăшакан  маттур ар çынсене Александр  Осипов   çак кун Хисеп грамотисемпе  чысларĕ. Нĕркеç культура çурчĕн заведующийĕ Михаил Кузнецов,  «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн артисчĕ Юрий Тихонов, В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕн артисчĕ Виталий Хораськин район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Культура ĕçченĕсем пухăннисене савăк  юрă-кĕвĕ парнелерĕç.

А.ЕФРЕМОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *