Культура

Кĕнекесем парнелерĕç

Октябрĕн 24-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунĕ. Ку уяв ахальтен  çуралман. Унăн тĕллевĕ — общественноçа шкул библиотекисем  çине тимлĕх уйăрма, вĕсене  çителĕклĕ таран кирлĕ кĕнекесемпе тивĕçтерме хистесси.  Çавăнпа та   çак кун ыркăмăллăх акцийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те вăл  çулсеренех иртет.  Çакă шкул библиотекине тĕнче классикĕсен, ача-пăча  çырав çисен илемлĕ литературипе, справочниксемпе, энциклопедисемпе, наука кĕнекисемпе пуянланма пулăшать. Уяв умĕн, акă, пĕртăван Майоровасем, Александрăпа Елизавета, библиотекăна кĕнекесем илсе килчĕç. Вĕсем ӳкерчĕксемлĕ 28 литература изданийĕ парнелерĕç. Маттур хĕр ачасене чĕререн тав тăватпăр. Вĕсен парнисемпе библиотекăна  çӳрекенсем хапăлласах п

Салтаксене – парне

Чăваш наци музейĕ тата  республикăри Хĕрар ăмсен канашĕ сентябрь уйăхĕнче «Салтаксене сăмса тутри парнеле» акци пуçарчĕ.  Асăннă акцие пирĕн районта пурăнакансем те хастар хутш ăнса вун-вун сăмса тутри тĕрлерĕç.  Акă, «Çĕр тата  çынсем» халăх музейĕн заведующийĕ Алена Полякова пу çарнипе маттур аннесем, асаннесем  çак пархатарлă ĕçе хутшăнчĕç. Вера Макарова, Валентина Хораськина,  Галина Быкова  синкертен хӳтĕлекен эрешсемпе сăмса тутрисем тĕрлерĕç. Хĕрарăмсем чун  ăшшине хывнă алă тутрисене мобилизациленекен кашни ар çынна парнелеççĕ. Алă тутрисем салтаксене хĕн-хуртан упраччăр, хӳтĕлесе пыччăр. (Хамăр инф.).    

Ĕçченлĕх хисепре ялан

2022 çул — Чăваш Енĕн паллă çыннисен çулталăкĕ. Пирĕн Кайнлăк ял тăрăхĕнче хисеплĕ те сумлă çынсем нумай. Вĕсем тĕрлĕ сферăра ĕçлесе патшалăхăн сумлă наградисене илме тивĕçлĕ пулнă. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Германович Кузьмин пуçарнипе тата тăрăшнипе ял хуçалăхĕнче палăрнă çынсене халалласа «Ял хуçалăхĕнче ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ» стенд йĕркелерĕмĕр. Çак стенда кĕнĕ çынсем — пурте орден илме тивĕçлĕ пулнисем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.  Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, анчах та вĕсен пархатарлă ĕçĕ нихăçан та манăçмасть. Нумаях пулмасть ял халăхĕ, хисеплĕ çынсем çак стенда уçма  пуçтарăнчĕç. Уява пынисене пурне те Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Германович саламларĕ, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Олимпиада Васильевна Михайлова, Георгий Анисимович Хораськи
Библиотека хăтлăланĕ, анлă çулпа утĕ

Библиотека хăтлăланĕ, анлă çулпа утĕ

Раççей Федерацийĕн Культура министерстви 2023 çулта «Культура» наци проекчĕ шучĕпе библиотекăсене модернизацилес енĕпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çак тĕллевпе федераллă бюджетран 1 миллиард та 530 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Конкурс çĕнтерӳçисен йышĕнче пирĕн районти «Централизациленĕ библиотека системи» муниципаллă бюджет учрежденийĕ пурри савăнтарать. Вĕсем федераци бюджечĕ уйăракан 10 миллион тенке тивĕçнĕ. Библиотекăна модернизацилени  ăна малашне аталанма анлă çулсем уçса парать. «Культура» наци проекчĕпе районти тĕп библиотека этнобиблиотека пулса тăмалла. Çакă ку тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрне нацисем хушшинче мероприятисем ирттерни, калаçусем йĕркелени урлă таччăнрах пĕр-пĕрин культурипе çывăхланма, тĕплĕнрех паллашма май памалла. Чи малтанах библиотека анлăшне у

Куракансене юрă-ташăпа савăнтарать

Ачасен, çамрăксен тата аслă ăрури халăхсен пултарулăхне туллин аталантарма Кĕçĕн Çĕрпӳел ялĕнчи культура çуртĕнче тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ.  Çапла  культура еткерĕн йăли-йĕркисем   ăруран ăрăва куçаççĕ  кăна мар, ĕмĕр тăршшĕпех упранса юлаççĕ. Кĕçĕн Çĕрпӳел культура çурчĕн «Илем» фольклор ансамблĕнче шăпах çапла пулса иртет те.  Ансамбль ертӳçи — Альбина Ивановна Любимова. Ансамбль ял çыннисене хăйĕн хитре юррисемпе савăнтарма юратать.  Чăваш фольклор ансамблĕ   «Илем» 20 çул  ытла итлекенсен чĕрисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнлать. Ансамбль районти нумай наци уявĕсемпе фестивальсене,  «Питрав», «Акатуй», «Туслăх кĕперĕ» тата ытти фестивальсене хутшăнать.  «Илем» — район территорийĕнче чăваш культурин йăли-йĕркине  упракан 

Паха тĕллев — астăвăма упрасси

Август уйăхĕнче пирĕн хаçатăн 60-мĕш çулсенчи   штатра тăман корреспонденчĕ, ентеш Александр Борисович Сугоров профессилле журналист пулса тăнăранпа 50 çул çитрĕ. Кам-ха вăл паянхи кун? Çакна пире Коми Республикинче пурăнакан библиотекарĕн Елена Тыринан статйи уçса парать. Александр Сугоров — Коми Республикинчи Сыктывдин районĕнчи Выльгорт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, журналист, çыравçă, Сыктывдин районĕн историне тăрăшуллăн упраса хăварма ăнтăлакан таврапĕлӳçĕ. Таврапĕлӳçе вĕренме çук, таврапĕлӳ вăл — чун туртăмĕ, историлле астă- вăма сыхласа хăварассипе çыхăннă обществăлла ĕç. Александр Борисовича манăн пулас ăрусем валли пирĕн пин-пин ентешĕн пурнăçĕ çинчен астăвăма упраса хăваракан хăй ирĕкĕпе ĕçлекен таврапĕлӳçĕ теес килет. Çав çынсем çинчен вăл хăйĕн кĕнекисенче çырнă. Вĕсем

Çĕнĕ клуб халăха пĕрлештерĕ

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле Тукай ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хăпартас енĕпе ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕсленĕ. Культура çуртне «Культурăна тата туризма аталантарасси» программăн «Клуб евĕр муниципаллă учрежденисене тăвасси (реконструкцилесси)» çумпрограммипе килĕшӳллĕн тăваççĕ. Строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе «Геолог» ОООн директорĕн çумĕ Павел Елисеев паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, шалти ĕçсен пысăк пайне тунă та ĕнтĕ, кĕçех чӳречесем тата алăксем вырнаçтарса лартма пикенĕç. «Культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçĕ пирки калас пулсан, паянхи кун халăхăн шухăш-кăмăл тата ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчи сывлăхне упрас, пурнăç пахалăхне ӳстерес тесе нумай ĕçленине палăртмалла. Ялти культура çурчĕ çынсен о

Выставка уçăлчĕ

Августăн 25-мĕшĕнче учительсен конференцийĕ умĕн «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче Геннадий Николаевич Петровăн «Ялти учителĕн тата унăн вĕренекенĕсен пурнăçĕ- пе ĕçĕсем» выставка уçăлчĕ. Пур экспонат та Хырхĕрри тĕп шкулĕн физика учителĕн пурнăçĕпе пултарулăхне туллин уçса параççĕ. Геннадий Николаевич Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Аслă Чурачăкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физика учителĕн профессине алла илнĕ. Хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă учитель кашни ачапа пĕр чĕлхе тупса физика, астрономи, технологи предмечĕсене юратма вĕрентет. Алли унăн чăннипех те ылтăн. Вăл мĕн кăна ăсталамасть-ши!? Унăн ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашас текенсене музея çитсе курма  сĕнетпĕр. А.МАТРОСОВА.      

«Çăлтăрлă çулла» фестиваль-конкурс иртрĕ

Августăн 18-мĕшĕнче культурăпа кану паркĕнче районсем хушшинчи «Çăлтăрлă çулла» вокал фестиваль-конкурс иртрĕ. Çакна çамрăксен йышĕнче пултаруллисене палăртас, эстрада жанрне упракансене тупас, çитĕнекен ăру валли аталанма мелсем туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Вокал фестиваль-конкурс (эстрада, академи, халăх, джаз), соло тата ансамбль (дуэт, трио, квартет тата ытти те) номинацисемпе пулнă. Хутшăнакансене çак категорисемпе пăхса хакланă: 1-мĕшĕнче 14—19 çултисем, 2-мĕшĕнче 20—30 çултисем, 3-мĕшĕнче 31—45 çултисем, 4-мĕшĕнче 46 тата аслăрах çултисем, профессионал, мастер тата вĕренекен. Конкурса хутшăнма пурĕ 24 çын заявка панă. Вĕсем Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата ытти районсенчен. Пултаруллă хастарсене «Эстрада артисчĕсен союзĕн» председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ

Пулă тытрĕç, ăсталăх кăтартрĕç, канашларĕç…

Пысăк океан та пĕчĕк юханшывсенчен пуçтарăнать. Кирек хăш пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пуçламăш çăлкуçĕ те пĕр тĕллевлĕ çынсем пурринчен килет. Çак шухăшсем палăрчĕç Пĕтĕм тĕнчери Океан вăййисем шучĕпе йĕркеленĕ «Мир на крючке — Рыба мира» фестивальте. Вăл августăн 12—13-мĕшĕсенче пирĕн районта пулса иртрĕ. Малтанхи кун  Янкасси ялĕ çумĕнчи Çирĕкле кӳлĕ çывăхĕнче пулăçăсен ăмăртăвĕ пуçланнипе фестиваль старт илчĕ. Ăна салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, фестивале пуçарса яраканĕ А.Трухачев, «Тав» агрокомпанисен генеральнăй директорĕ А.Капитонов уçрĕç. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ пулăçăсен 21 команди ирхинеччен пулă тытас енĕпе ăмăртрĕ. Кашниех вăлтисене пысăкрах пулă çаклатас  тĕллевпе шыва ячĕ пулин те ăнăçу пурне те савăнтармарĕ. Тепĕр кунне ирхине мĕн тытнине в