Суббота, 20 апреля

Ял старости те, юратнă анне, асанне-кукамай та

Тин çунă юр çийĕн çĕнĕ  йĕр хăварса йĕлтĕрпе малалла шуса кайрĕ хĕрарăм. Чун-чĕри хăпартланупа тулчĕ: çанталăк тӳлек, сывлăш уçă… Çĕнĕ Кипеç ялĕнче пурăнакан Галина Ивановна Новикова пушăрах вăхăт тупăнсанах йĕлтĕр çине тăма тăрăшать. Ĕмĕрĕпех спортпа туслă пулнăскерĕн чун-чĕри халĕ те хусканусем ыйтать.

Пĕчĕккĕ чухнех ашшĕ ăна валли йĕлтĕр ăсталаса панăччĕ те, унпа мĕн чухлĕ тăвайккинчен ярăнман-ши? Пĕр      касра ытларах арçын ачасем пулнипе вăл вĕсем хушшинче ӳснĕ, час-часах вĕсемпе тупăшма тăрăшнă. Лавккаран çĕнĕ йĕлтĕр туянса парсан унпа шкулта, районта иртекен ăмăртусене те пĕрре мар хутшăннă. Спорта юратса ӳснĕскер пулас профессине те вăл енĕпе çыхăнтарнă. Галина Ивановна нумай çул Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче тăрăшнă. Ачасене спорта явăçтарнипе пĕрлех хăй те час-часах тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăннă. Çавăнпа та пулĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕр вырăнта ларса тăраймасть вăл. Яланах халăх хушшинче пулма тăрăшать.

Пултарулăхне, тăван ял пурнăçĕшĕн тăрăшнине кура ăна халăх староста пулма суйланă. 2009 çултанпах вăл çак  ĕçре.

Ял ватăлса пыни чунтанах пăшăрхантарать ăна. Вырăнта ĕç пулманнипе çамрăксем инçете ĕçлеме çӳреççĕ е хулара тĕпленме тăрăшаççĕ. Ача сахалланнипе ялти шкул та хупăннă. Ялта çынсен йышĕ те чакса пырать. Çапах та ял пурăнать-ха. Апла пулсан тăван тăрăх илемĕпе тирпейлĕхĕшĕн тăрăшмалла тесе шутлать. Шутлать çеç мар, ку енĕпе  тăрăшать те. Халăха явăçтарса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлать. Масара тирпей-илем кĕртес ĕçе халăх туслăн хутшăннине палăртать вăл. Ял урамĕсенчи йывăçсем çӳллĕ ӳссе кайнипе электролинисене лекни те пăшăрхантарать. Халăх хушшинче тăтăшах пулнă май вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлсе тăрать староста. Вĕсене хумхантаракан ыйтусене влаç органĕсене çитерме тăрăшать. Май пуррисене халăхпа пĕрле канашласа,  ĕçлесе татса пама майсем шырать.  Г.Новикова ял музейĕн ĕçне те йĕркелесе пырать. Ăна çĕнĕ экспонатсемпе, документсемпе пуянлатать. Ялти ватăсенчен халăх юррисене, аса илĕвĕсене çырса илет. Музее килекенсене чăвашсем ĕлĕк усă курнă пир тĕртмелли тата йăлара усă курмалли хатĕр-хĕтĕрсемпе, эрешсемпе, тумтирсемпе хаваспах паллаштарать. Унта кĕрсен Галина Николаевнăна тепĕр чухне ачалăхне лекнĕнех туйăнать. Музейри чылай япалапа унăн ĕçлеме, кулленхи пурнăçĕнче усă курма тивнĕ. Амăшĕпе асламăшĕ пир тĕртме, çыхма, çĕлеме, тĕрĕ тĕрлеме вĕрентни паянхи кун та асĕнче. Çав ал ăсталăхне пĕлни ăна хăйĕн кулленхи пурнăçĕнче чылай пулăшу панă. Пӳрт-çурта газпа хутса ăшăтнă май паянхи ачасем кăмака умĕнче усă куракан хатĕр-хĕтĕр çинчен пĕлмеççĕ те. Г.Новикова музейре вĕсене кăтартса мĕн тума кирлине ăнлантарса парать. Районта иртнĕ кăçалхи Акатуй уявĕнче вăл  кăмакара капăртма мĕнле пĕçернине те кăтартнăччĕ. Ачасене музейре чăвашсен ĕлĕкхи тумĕсем çинчен те нумай каласа парать. Сăмахран, сурпан мĕнле сырмаллине пĕлекенсем те ялта çукпа пĕрех. Амăшĕ пĕчĕк чухне вĕрентсе каланисем паянхи кун та унăн асĕнчен тухмаççĕ.

Халăх хушшинче сăпайлă пулма каланисем, пӳрте  кĕнĕ чухне алăк урати çине пусма хушманни, çынсен пӳртне кĕрсен тĕк лармалли çинчен асăрхаттарнисем нихăçан та манăçмĕç. Хăйĕн ачисене те Галина Ивановна пĕрле вылянă чухне сиксе тухакан хирĕçӳсемпе тавлашусем пирки килте евитлесе пама хушман, мирлĕ татса пама сĕннĕ. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ асанне-кукамай икĕ мăнукĕпе савăнать, виççĕмĕшĕ кĕç-вĕç хутшăнасса кĕтет. Ачисене воспитани панă чухне амăшĕ хăйне вĕрентсе каланă сăмахсене яланах асра тытнă, вĕсене ачисене те халалланă.

Ватăсенчен халăх юррисене çырса илет терĕмĕр те, вĕсем ан манăçччăрă тесе тимлет. Юрра-ташша ăстасскер вырăнти художество пултаруллăх коллективне те çӳрет.

Галина Ивановнăн ялта тумалли палăртнă ĕçĕсем чылай-ха. Ял-йышпа канашласа, çиччĕ виçсе пĕрре касса хăйсем пурăнакан вырăн илемлĕ те хитре пултăр, унта тирпейлĕх хуçалантăр тесе чуне парса тăрăшать ял старости, юратнă анне, ăшпиллĕ асанне-кукамай.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *