Суббота, 20 апреля

Хĕрсем тĕрлеççĕ, эреш хыççăн эреш тăваççĕ

Хĕрсем тĕрлеççĕ, эреш хыççăн эреш тăваççĕ

«Чăваш тĕрри çыруллă», — тенĕ халăхра мĕн авалтан. Тĕрĕ пирĕн йăх-несĕлсемшĕн куç тулли илем çеç пулман, ун урлă халăхăн историйĕ çырăнса юлнă. Кашни эрешĕн — хăйĕн пĕлтерĕшĕ, тарăн шухăшĕ. Хĕрсем йĕппе çип тытма вĕренсенех эрешлеме пуçланă. ,лĕк тĕрĕ тĕрлеме пĕлмен хĕрупраçа качча илме те васкаман. Çавăнпах ĕнтĕ амăшĕсем, асламăшĕ-кукамăшĕсем хĕр пĕрчисене мĕн пĕчĕкрен ламран лама куçакан ăсталăхпа паллаштарнă, тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене сыхласа хăварма пулăшнă.

Çак йăла паянхи кун та упранса юлни савăнтарать. Чылай ашшĕ-амăшĕ хĕрсене  алла çиппе-йĕп тытма хăнăхтарать. Унпа пĕрлех шкулсенче ятарлă кружоксем ĕçлени, уроксем пулни те хĕрупраçа алă ĕç тума  хăнăхма пулăшать.

Акă, Шурут вăтам шкулĕнче пĕлӳ пухакан хĕр ачасем технологи урокĕсенче тĕрлеме, çыхма, çĕлеме вĕренеççĕ. Çак ĕçе вĕсене Людмила Шорникова   хăнăхтарать. Хĕр ачасем уроксенче чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ: мĕнле тĕрлемелле,  мĕнле çип кирлĕ, пусми тата еплерех пулмалла.  Людмила Шорникова алĕç ăсти тĕрĕ  вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. Вĕренекенсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçе хăнăхтарать.

Педагог пĕлтернĕ тăрăх,  вĕренекенсем кĕске вăхăт хушшинчех тĕрлеме хăнăхнă. Кăçал вĕсем Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ акципе килĕшӳллĕн ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли алă  тутрисем те чылай тĕрленĕ. Вĕсене районтан кайнă  арçынсене парнеленĕ.   Салтаксем валли хатĕрленĕ алă тутрисене чăваш эрешĕсемпе   илемлетнĕ. 

— Паянхи кун пирĕн хушăра чăн чăвашла тĕрлеме пĕлекенсем çав тери сахал. Çавна май чăваш халăхĕн çак пуянлăхне çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе 2020  çулта  ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чă- ваш тĕррин кунне çирĕплетрĕ.  Çакă çав тери пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Хамăр мĕн пĕлнине çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварасчĕ. Вĕсем те  куçа илĕртекен хитре эрешсем тĕрлеччĕр. Çак ăсталăх ăруран ăрăва куçса пытăр, — пĕлтерчĕ Людмила  Борисовна.

Шурут вăтм шкулĕнче пĕлӳ пухакан Женя Уразаева, Даша Мышкина, Настя Макова чăннипех тĕрлеме юратнине палăртрĕç. Вĕсем уроксенче çеç мар, пушă вăхăтра та  тĕрлеме лараççĕ. Килте те  алă ĕçĕпе кăсăкланаççĕ. Хĕр ачасем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем тĕрлеме çеç мар, ытти алă ĕçĕсене те хăнăхаççĕ. Унпа пĕрлех чăваш тĕррисене ӳкереççĕ,   вĕсем мĕне пĕлтернипе паллашаççĕ.

— Чăваш тĕрри тĕлĕнмелле хитре эрешсемпе пуян. Ăна  манса каяс марччĕ. Кашни хĕрупраçах тĕрлеме вĕренесчĕ, — теççĕ ачасем.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *