Культура

Кадетсем — ҫӗнтерӳҫӗсем!

Кадетсем — ҫӗнтерӳҫӗсем!

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем ҫак кунсенче Мускавра иртнӗ «Смотр строя и песни. Марш Победителям!» конкурсра мала тухнӑ. Унта пурӗ 35 команда, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен пуҫтарӑннӑ 600-е яхӑн ача хутшӑннӑ. Мероприятие РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, пирӗн хисеплӗ ентеш Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ. Вӑл ачасене ҫӗнтерӳ патне талпӑнма, хӑйсен пултарулӑхне туллин кӑтартса пама, ҫӗршывӑн историне яланах асра тытса чӑн-чӑн хӳтӗлевҫӗсем пулма суннӑ. Стройпа юрӑ смотрӗнче ачасем тӗрлӗ строй приемӗсем кӑтартса, Калашников автоматне салатса пуҫтарса, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравласа тупӑшнӑ. Пирӗн кадетсем «Венский вальс» бал ташшипе конкурса уҫас чыса та тивӗҫнӗ. Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн «Па
Халӑх юррисем янранӑ

Халӑх юррисем янранӑ

Апрелӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче халӑх творчествин «Салют Победы» тата ачасемпе ҫамрӑксен халӑх творчествин «Черчен чечексем» конкурс-фестивалӗсем пулса иртнӗ. Ламран-лама куҫса пынӑ халӑх юрри-ташши, йӑли-йӗрки  малашне пачах та ан ҫухалтӑр, унӑн илемне пулас ӑру та курма пултартӑр тесе округри культура ӗҫченӗсем чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Халӑха тӗрлӗ мероприятие явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ фестивальсене те ҫав тӗллевпех йӗркеленӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор творчестви», «Инструментсен творчестви» тата «Хореографи» номинацисемпе хакланӑ. Яланхи пекех Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн «Островок» хореографи ансамблӗ, Аслӑ Чурачӑк филиалӗнчи «Тевет» ача-пӑча фольклор ансамблӗ сцена ҫинче хӑйӗн илемӗпе савӑнтарнӑ. Вӗсен е
Программа пуян пулчӗ, тӗрлӗ темӑсене хускатрӗ

Программа пуян пулчӗ, тӗрлӗ темӑсене хускатрӗ

85 ҫул. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ Комсомольски районне (халӗ округ) туса хунӑранпа. Юбилея халалласа округӑн кашни территори уйрӑмӗ смотр-конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартать. Апрелӗн 4-мӗшӗнче ун пек  мероприяти Чӗчкен территори уйрӑмӗнчи Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнче те иртрӗ. Сакӑрвун пилӗк ҫул хушшинче районта пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсем те, ӗҫ хатӗрӗсем те, тумтир те палӑрмаллах улшӑннӑ.  Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче ҫеҫ хӗрарӑмсем  кӗнчеле арласа ҫип тӑватчӗҫ. Паян вӑл ӳкерчӗке сайра курма пулать. Шкул ачисемшӗн тӗлӗнтермӗш те пулӗ. Пир тӗртнине вара аслӑрах ӳсӗмрисем ҫеҫ ас тӑваҫҫӗ. Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнчи фойере  ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсенчен выставка йӗркеленипе ҫеҫ ҫырлахман, Галина Ефремова кӗнчелепе ҫип арланине, Клавдия Варламова пир тӗртмелли станокпа мӗнле
Ӗҫлеме те, савӑнма та пултараҫҫӗ

Ӗҫлеме те, савӑнма та пултараҫҫӗ

Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа кашни территори  уйрӑмӗнчех «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс иртет. Апрелӗн 2-мӗшӗнче вӑл  Элпуҫ территори уйрӑмӗнче пулчӗ. Малтанах ял ҫыннисем С.А.Алиуллов ячӗллӗ ялти музейра пулса курчӗҫ. Кунта вырӑнти ӑста ҫынсен алӑ ӗҫӗсен куравӗпе, тӗрлӗ вӑхӑтри  сӑнӳкерчӗксен выставкипе, экспонатсемпе паллашма май пулчӗ.  Музейра ҫак тӑрӑхри ялсен ӗлӗкхи пурнӑҫне, йӑли-йӗркине, ӗҫӗ-хӗлне кӑтартса паракан япаласем чылай.  Савӑнӑҫлӑ пай пуҫланас умӗн  территори уйрӑмӗн  начальникӗ Р.Ф.Асеинов Элпуҫ тӑрӑхӗнчи ялсен историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, вырӑнти инфраструктурӑна аталантарас тӗлӗшпе юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ п
Пуян экспозицисем кӗтӗҫ

Пуян экспозицисем кӗтӗҫ

Мускаври ВДНХри «Россия» выставка-форумра отрасльсен кунӗсен шучӗпе апрелӗн 2-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт министерствин кунӗсене уҫнӑ. В.Петров министр халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес, спорта явӑҫтарас тӗлӗшпе регионта пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Площадкӑна илем кӳрекенни «Легенды спорта  Чувашии» республикӑри музейра упранакан спортӑн хӑйнеевӗр трофейӗсем, кубокӗсем, медалӗсем, чапа тухнӑ спортсменсен спорт экипировкисем пулӗҫ. Спорт министерствин кашни кунӗнчех интерактивлӑ спорт ӑмӑртӑвӗсем, квизсем, конкурссем йӗркелӗҫ. Унта «Спортивная Чувашия» темӑпа призсем выляса илме май пулӗ.  Спорта юратакансем хӑйсен вӑйне силомерпа виҫме, виртуаллӑ  «Бокс» тата «Кӗрешӳ» рингӗнче кӗрешме те пултарӗҫ. Кунсеренех выставка хӑнисен фиджитал-турнира та
Тирпей-илем хамӑршӑн

Тирпей-илем хамӑршӑн

Хаклӑ ял ҫыннисем, депутатсем, тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ предприятисен, организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, уйрӑм предпринимательсем, ҫӗр участокӗсен хуҫисем тата арендаторсем! Эпир пурте тирпей-илем кӗртес енӗпе тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫланнине курса тӑратпӑр. Анчах та эсир, Комсомольски ялӗнче пурӑнакансем, ӑнлануллӑ пулмасан, хӑвӑр картишсем, магазинсем тата ытти харпӑрлӑх объекчӗсем ҫывӑхӗнче тасатас тата тирпейлес енӗпе мерӑсем йышӑнмасан администраци тӑрӑшни нимӗн патне те илсе пымасть. Хамӑрсӑр пуҫне пирӗн урамсене никам та тасатса памасть. Ял ҫыннисем ку енӗпе тимлеме тӑрӑшни курӑнать, вӗсене ҫакӑншӑн пысӑк тав. Комсомольски ялӗнче пурӑнакансене территори уйрӑмӗн администрацийӗ тавралӑха тирпей-илем кӗртес енӗпе йӗркелекен ӗҫсене активлӑн хутшӑнма, субботнике тухма, урамсене кирл
Ҫӗнӗ кӗнекене хакларӗҫ

Ҫӗнӗ кӗнекене хакларӗҫ

Юлашки вӑхӑтра районти тӗп библиотекӑра вырӑнти авторсен кӗнекисене презентацилесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Акӑ, иртнӗ эрнекун  та кунта ҫакӑн пек мероприяти иртрӗ. Вӑл Вена  Бахматован «Тӗнче  асамлӑ та илемлӗччӗ» кӗнеки тӑрӑх пулчӗ. Кунта авторӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем, унпа юнашар пурӑннӑ, ӗҫленӗ ҫынсем пулчӗҫ. Вена Игнатьевна Бахматова (Руссакова) 1935 ҫулхи  февралӗн 7-мӗшӗнче Хырай Ӗнелӗнче  ҫуралнӑ. Шкулта, Ҫӗрпӳри культурӑпа  ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ,  библиотекарь  профессине  алла илнӗ. Вена шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах район хаҫачӗпе ҫирӗп ҫыхӑну тытнӑ. Унта тӗрлӗ темӑсемпе корреспонденцисем ҫырнӑ. Тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ: 1954—1962 ҫулсенче Кивӗ Сӗнтӗрти библиотекӑра тӑрӑшнӑ, «Правда» колхозра  комсомол организацине ертсе пынӑ, Александровкӑри 8 ҫул вӗ
Театр вӑл – уйрӑм тӗнче

Театр вӑл – уйрӑм тӗнче

Мартӑн 27-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчере Театр кунне уявлаҫҫӗ. Театр — мӗн авалтан пыракан искусство. Апла пулин те, вӑл халь те хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман. Спектакльсем пӑхнӑ чухне чылайӑшӗ сцена ҫине тухма ӗмӗтленет пулӗ. Халӑх театрӗсене хутшӑнни ялсенче пурӑнакансене те артист пек пулса курма, куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма май парать. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунне халалласа «Театральная рампа» конкурс-фестиваль ирттернӗ. Унта ялсенчи культура ҫурчӗсен тата вӗренӳ учрежденийӗсен театр коллективӗсем хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Чи малтанах сцена ҫине В.Х.Зайцева ячӗллӗ халӑх театрӗн ҫамрӑксен «Спутник» театр студийӗн хастарӗсем тухнӑ. Вӗсем «Репка» сценка лартса куракансене хаваслантарнӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн «Ова
Мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ

Мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ

Кӑҫал  Республика кунӗн  тӗп мероприятийӗсем Шупашкар хулинче тата Тӑвай муниципаллӑ округӗнче иртӗҫ. Вӗсен йышӗнче  ӗҫлӗ тата пултарулӑхри ҫыхӑнусене анлӑлатса пымалли мероприяти чылай: Шупашкарти экономика форумӗ, регионсем хушшинчи «Регионсем — чикӗсӗр килӗштерсе ӗҫлесси» курав,   Пӗтӗм Раҫҫейри декораципе ӳнер ӑстисен «Руҫ ӑстисем» XXII конкурсӗ, архитектурӑпа урбанистика форумӗ, агроволонтерсен «Ялта чи лайӑххисем» слечӗ, фейерверксен фестивалӗ, республикӑри чи лайӑх ял хуҫалӑх предприятийӗсен «Агро-100» клубӗн презентацийӗ тата ытти те. Йӑлана кӗнӗ «Сабантуй» тата «Акатуй» уявӗсем те иртӗҫ. Мускавра июлӗн 6-мӗшӗнче чӑвашсен тӗп уявӗ «Акатуй» пулать. Культурӑпа спорт, ҫавӑн пекех Ҫемье ҫулталӑкӗ тата Экологи культурипе ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк шай

Усӑллӑ та интереслӗ иртрӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни ҫулах март уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫейри библиотекӑсенче ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнекин эрни иртет. Пӗрремӗш хут ҫак мероприяти 1943 ҫулта, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра пулнӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та аслисем ачасем валли уяв туса пама мехел ҫитернӗ. Вӗсем ҫак кунсем пӗчӗккисен асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр асра юлччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Комсомольскинчи ача-пӑча библиотекинче ҫак эрне кӑҫал мартӑн 18—22-мӗшӗсенче иртрӗ. Малтанхи кун «В кругу любимых книг» мероприятире ачасем вӑйӑ программине хаваспах хутшӑнчӗҫ, пуҫватмӑшсен хуравӗсене шырарӗҫ, юратнӑ юмахӗсене аса илчӗҫ. Шӑпӑрлансем патне Баба Яга та хӑнана килчӗ. Вӑл пӗчӗккисене юмах ячӗсене  пӑтраштарса кӑткӑс ыйтусем пачӗ. Ачасем вӑл халапсене вуланӑ та, юмахри сӑнарсене ҫухатнӑ япалисене тупма ҫӑмӑллӑнах пулӑшса пы