Вторник, 30 апреля

Пуян экспозицисем кӗтӗҫ

Пуян экспозицисем кӗтӗҫ

Мускаври ВДНХри «Россия» выставка-форумра отрасльсен кунӗсен шучӗпе апрелӗн 2-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт министерствин кунӗсене уҫнӑ. В.Петров министр халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес, спорта явӑҫтарас тӗлӗшпе регионта пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Площадкӑна илем кӳрекенни «Легенды спорта  Чувашии» республикӑри музейра упранакан спортӑн хӑйнеевӗр трофейӗсем, кубокӗсем, медалӗсем, чапа тухнӑ спортсменсен спорт экипировкисем пулӗҫ.

Спорт министерствин кашни кунӗнчех интерактивлӑ спорт ӑмӑртӑвӗсем, квизсем, конкурссем йӗркелӗҫ. Унта «Спортивная Чувашия» темӑпа призсем выляса илме май пулӗ.  Спорта юратакансем хӑйсен вӑйне силомерпа виҫме, виртуаллӑ  «Бокс» тата «Кӗрешӳ» рингӗнче кӗрешме те пултарӗҫ.

Кунсеренех выставка хӑнисен фиджитал-турнира та хутшӑнма май пулӗ. ЧР Физкультурӑпа спорт министерствин кунӗсем апрелӗн 21-мӗшӗччен пырӗҫ. Кашни кунах мӗнле те пулсан спорт  енне халаллӗҫ. Апрелӗн 13-мӗшӗ — бокс тата ГТО, 14-мӗшӗ — мӑшӑр кӗрешӳ, 16-мӗшӗ — футбол тата велосипед  спорчӗ, 17-мӗшӗ — биатлон тата йӗлтӗр спорчӗ, 18-мӗшӗ — шахмат, 19—20-мӗшӗсем — ача-пӑча спорт канӑвӗ, спорт туризмӗ тата сквош, 21-мӗшӗ —спорт аэробикин кунӗсем тесе палӑртнӑ.

Апрелӗн 2—12-мӗшӗсенче выставка-форумра  ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви те хӑйӗн кунӗсене ирттерет.

Чӑваш кӗнеке издательстви, МИХсен редакцийӗсем, цифра вӗрентӗвӗн центрӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ.  Халӑхсем хушшинчи ача-пӑча кӗнекин эрнинче Чӑваш кӗнеке издательстви ҫитнисене хӑйсен продукцине кӑтартнӑ та ӗнтӗ.

Выставка-форума килекенсене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштаракан экспозицисем кӗтсе илӗҫ. Кӑмӑл пуррисем юмахсенчи сӑнарсене сӑрласа илемлетме пултарӗҫ. Мифсенчи геройсемпе паллашма, Шупашкарти тата республикӑри паллӑ вырӑнсене виртуаллӑ майпа ҫитсе курма та май пулӗ.

Унта «Хыпар», Вӑрнар, Шупашкар районӗсен «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ»,  «Тӑван ен» хаҫачӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *