Вторник, 30 апреля

Тирпей-илем хамӑршӑн

Тирпей-илем хамӑршӑн

Хаклӑ ял ҫыннисем, депутатсем, тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ предприятисен, организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, уйрӑм предпринимательсем, ҫӗр участокӗсен хуҫисем тата арендаторсем!

Эпир пурте тирпей-илем кӗртес енӗпе тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫланнине курса тӑратпӑр. Анчах та эсир, Комсомольски ялӗнче пурӑнакансем, ӑнлануллӑ пулмасан, хӑвӑр картишсем, магазинсем тата ытти харпӑрлӑх объекчӗсем ҫывӑхӗнче тасатас тата тирпейлес енӗпе мерӑсем йышӑнмасан администраци тӑрӑшни нимӗн патне те илсе пымасть. Хамӑрсӑр пуҫне пирӗн урамсене никам та тасатса памасть.

Ял ҫыннисем ку енӗпе тимлеме тӑрӑшни курӑнать, вӗсене ҫакӑншӑн пысӑк тав. Комсомольски ялӗнче пурӑнакансене территори уйрӑмӗн администрацийӗ тавралӑха тирпей-илем кӗртес енӗпе йӗркелекен ӗҫсене активлӑн хутшӑнма, субботнике тухма, урамсене кирлӗ мар япаласенчен тасатма, ҫуртсен мал енӗсене, картасене тата кил ҫывӑхӗнчи территорисене йӗркене кӗртме ыйтатӑп. Аса илтеретӗп: кил-ҫурт ҫывӑхӗнче урама строительство ҫӳп-ҫапне, йывӑҫ турачӗсене, типнӗ ҫулҫа купалама, выльӑх каяшне пурте усӑ куракан вырӑна кӑларма юрамасть.

Пур харпӑрлӑх формиллӗ организацисемпе предприятисен, обществӑлла организацисен ертӳҫисене хӑйсен территорийӗсене тирпей-илем кӗртме сӗннӗ. Эпир кашниех тӑван яла лайӑхрах тума тӑрӑшни ырӑ тӗслӗх пултӑр. Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ пирӗн ачасемпе мӑнуксем таса та илемлӗ  ялта  пурӑнӗҫ.

Эпир предприятисен, организацисен тата ял ҫыннисен пур пуҫарӑвне те ырласа йышӑнатпӑр. Халӑх патне масар таврашне тирпейлесси пирки уйрӑм ыйту. Хӑш чухне тӑванӗсем тахҫанах килсе ҫӳремен вилтӑприсем ҫине ҫӳп-ҫап купаласа хураҫҫӗ. Кун пек туни вырӑнсӑр, илемсӗр. Ҫӳп-ҫап хума ятарлӑ контейнер площадки пур. Ҫывӑх ҫынсем канлӗх тупнӑ вырӑна тирпейлесе пӑхса тӑрасси — кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ.

Кашниех ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене хутшӑнма — кил таврашӗнчи территорие тирпейлеме, ҫӳп-ҫапран тасатма пултарать. Чи пысӑк ыйту — йытӑсемпе килти выльӑха правилӑсене пӑхӑнса усрасси. Унсӑрӑн вӗсем ҫынсене ҫыртма, картасене ҫӗмӗрме пултараҫҫӗ. Пирӗнтен кашниех вӗсенчен шар курма пултарать. Ҫавӑнпа пӗр-пӗрне хисеплеме вӗренер. Пирӗн муниципаллӑ пӗрлешӳ тата та тасарах, хӑтлӑрах пултӑрччӗ.

Юрий Митюков,

Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *