Вторник, 30 апреля

Халӑх юррисем янранӑ

Халӑх юррисем янранӑ

Апрелӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче халӑх творчествин «Салют Победы» тата ачасемпе ҫамрӑксен халӑх творчествин «Черчен чечексем» конкурс-фестивалӗсем пулса иртнӗ.

Ламран-лама куҫса пынӑ халӑх юрри-ташши, йӑли-йӗрки  малашне пачах та ан ҫухалтӑр, унӑн илемне пулас ӑру та курма пултартӑр тесе округри культура ӗҫченӗсем чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Халӑха тӗрлӗ мероприятие явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ фестивальсене те ҫав тӗллевпех йӗркеленӗ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор творчестви», «Инструментсен творчестви» тата «Хореографи» номинацисемпе хакланӑ.

Яланхи пекех Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн «Островок» хореографи ансамблӗ, Аслӑ Чурачӑк филиалӗнчи «Тевет» ача-пӑча фольклор ансамблӗ сцена ҫинче хӑйӗн илемӗпе савӑнтарнӑ. Вӗсен ертӳҫисем Т.Е.Иванова, Т.В.Макаровапа С.А.Просвирнов ачасенчен пултаруллӑ коллективсем хатӗрленӗ. Юлия Сапожникова, Александр Филиппов, Святослав Киселев, Самира Тукаева, Варвара Николаева, Виктория Кириллова, курай музыка инструменчӗпе вылякансен «Гурай» ансамблӗ сцена ҫине тухсан куракансем хавассӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.

Конкурс-фестивальте палӑрнисем кӑҫалхи июнӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртекен «Черчен чечексем»   конкурсӑн тӗп пайне хутшӑнаҫҫӗ, унта хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *