Мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ

Мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ

Кӑҫал  Республика кунӗн  тӗп мероприятийӗсем Шупашкар хулинче тата Тӑвай муниципаллӑ округӗнче иртӗҫ.

Вӗсен йышӗнче  ӗҫлӗ тата пултарулӑхри ҫыхӑнусене анлӑлатса пымалли мероприяти чылай: Шупашкарти экономика форумӗ, регионсем хушшинчи «Регионсем — чикӗсӗр килӗштерсе ӗҫлесси» курав,   Пӗтӗм Раҫҫейри декораципе ӳнер ӑстисен «Руҫ ӑстисем» XXII конкурсӗ, архитектурӑпа урбанистика форумӗ, агроволонтерсен «Ялта чи лайӑххисем» слечӗ, фейерверксен фестивалӗ, республикӑри чи лайӑх ял хуҫалӑх предприятийӗсен «Агро-100» клубӗн презентацийӗ тата ытти те.

Йӑлана кӗнӗ «Сабантуй» тата «Акатуй» уявӗсем те иртӗҫ. Мускавра июлӗн 6-мӗшӗнче чӑвашсен тӗп уявӗ «Акатуй» пулать. Культурӑпа спорт, ҫавӑн пекех Ҫемье ҫулталӑкӗ тата Экологи культурипе ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк шайӗнчи мероприятисене пӑхса хӑварнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем»  халӑх пултарулӑхӗн  XXXII фестивалӗ, баскетбол, волейбол енӗпе Чӑваш Республикин чемпионачӗ иртӗ. «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗн, республикӑри «Спорт ҫемйи», Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа ГТО спорт комплексӗн республикӑри фестивалӗ, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн кубокӗшӗн лашасемпе чупса ӑмӑртассин, автомобиль спорчӗ енӗпе Чӑваш Республикин чемпионачӗсем, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем — Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» экофестиваль иртесси те паллӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ, общество инфраструктурин объекчӗсене уҫма палӑртнӑ: «Атӑл» стадион,  пысӑк фермӑсем,  Тӑвайра халӑх таврапӗлӳ музейне тата Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн хирурги корпусне тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫӗҫ. Импорта улӑштаракан полимер продукцийӗн производствине хута ярӗҫ. «Элкон» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑн импорта улӑштаракан системине серипе туса кӑларакан цех уҫма та плана кӗртнӗ.

Уяв умӗн ялсемпе хуласене тирпей-илем кӗртмелли анлӑ ӗҫсем палӑртса хӑварнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *