Вторник, 30 апреля

Программа пуян пулчӗ, тӗрлӗ темӑсене хускатрӗ

Программа пуян пулчӗ, тӗрлӗ темӑсене хускатрӗ

85 ҫул. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ Комсомольски районне (халӗ округ) туса хунӑранпа. Юбилея халалласа округӑн кашни территори уйрӑмӗ смотр-конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартать. Апрелӗн 4-мӗшӗнче ун пек  мероприяти Чӗчкен территори уйрӑмӗнчи Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнче те иртрӗ.

Сакӑрвун пилӗк ҫул хушшинче районта пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсем те, ӗҫ хатӗрӗсем те, тумтир те палӑрмаллах улшӑннӑ.  Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче ҫеҫ хӗрарӑмсем  кӗнчеле арласа ҫип тӑватчӗҫ. Паян вӑл ӳкерчӗке сайра курма пулать. Шкул ачисемшӗн тӗлӗнтермӗш те пулӗ. Пир тӗртнине вара аслӑрах ӳсӗмрисем ҫеҫ ас тӑваҫҫӗ. Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнчи фойере  ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсенчен выставка йӗркеленипе ҫеҫ ҫырлахман, Галина Ефремова кӗнчелепе ҫип арланине, Клавдия Варламова пир тӗртмелли станокпа мӗнле ӗҫленине те кӑтартса пачӗҫ. Паянхи кун лавккасенче тем тӗрлӗ пусма-тавар та, ҫип те  туянма май пур чухне никам та вӑл ӗҫсемпе аппаланмасть, паллах. Анчах та ку пирӗн истори, иртнӗ пурнӑҫ. Хамӑрӑн несӗлсем ҫавӑн пек ӗҫ хатӗрӗсемпе тӑрӑшса  паянхи куна ҫывӑхлатнӑ. «Ӗнерхи  кунсӑр паянхи ҫук», тетпӗр пулсан ҫитӗнекен ӑрӑвӑн хӑйсен  историне пӗлмеллех.

Фойери  ял пурнӑҫне, историне сӑнласа паракан выставкӑсем, вырӑнти ӑстаҫӑсен ал ӗҫӗсен, ачасен ӳкерчӗкӗсен куравӗсем умӗнче те уява килнисем чылайччен чарӑнса тӑчӗҫ. Кӑҫал Раҫҫейре Ҫемье, Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ  курассин ҫулталӑкӗсем пулнӑ май,  вӗсене халалланӑ стендсем  те вырнаҫтарнӑ.

Истори тенӗрен, Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗ  Ю.Г.Лукиянов хӑйӗн сӑмахӗнче ялсен иртнӗ пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр интереслӗ фактсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Района туса хурсанах Комсомольски ялӗсӗр пуҫне Аслӑ Чурачӑкра ҫеҫ вӑтам шкулсем пулнӑ. Унта 18 ялтан вӗренме ҫӳренӗ. 1941 ҫулта, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул пӗрремӗш вӗренекенсем вӑтам пӗлӳ илнӗ аттестатпа тухнӑ.

1952 ҫулсенче «Игенче» тата «Заветы Ильича» хуҫалӑхсем пӗр колхоза пӗрлешнӗ, чӑвашсемпе тутарсем пӗрле тӑрӑшса ӗҫлеме пуҫланӑ.  Паянхи кун та вӗсем пӗр «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Малалла Юрий Геннадьевич  ялсен инфраструктурине лайӑхлатас, тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуҫтарӑннисене саламларӗ, пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗ, Чӗчкен ялӗнчи 95 ҫулхи ӗҫ ветеранне Г.Фахуртдиновӑна юбилей медалӗ пачӗ.

Чӗчкен территори уйрӑмӗнче икӗ халӑх ҫыннисем килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ пысӑк концертра та чӑваш, тутар, вырӑс юррисем шӑранчӗҫ.

Ӑна пӗрлештернӗ хор уҫрӗ. Малалла «Илем», «Дуслык» пултарулӑх коллективӗсем, ачасен «Тевет» фольклор ансамблӗсем сцена ҫине тухрӗҫ. Чӗчкен тӗп шкулӗн вӗрентекенӗсем куракансене савӑк юрӑ парнелерӗҫ. Р.Мирзетзянова, Еленӑпа Сергей Просвирновсем, Д.Лукиянов шӑрантарнӑ юрӑсене те залра ларакансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ.

Людмила Григорьева вуланӑ «Ан йӗр, аннеҫӗм» юрӑ чылай ҫынна куҫҫуллентерчӗ. Ятарлӑ ҫар операцине халалланӑ номере пуҫтарӑннисем ура ҫинче тӑрса пӑхрӗҫ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи учительсем  паллӑ юрӑсенчен хатӗрленӗ попурри пурне те иртнӗ вӑхӑта тавӑрчӗ. Е.Еремеева хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене вуларӗ.  Концерт программи пуян  пулчӗ, тӗрлӗ темӑсене хускатрӗ.

Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗ Ю.Лукиянов пурне те тав турӗ, куракансем ыйтнипе пӗр ҫаврӑм чӑваш ташши ташласа пачӗ. Концерта Сергей Просвирновпа Татьяна Макарова илемлӗ ертсе пычӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *