Вторник, 30 апреля

Ӗҫлеме те, савӑнма та пултараҫҫӗ

Ӗҫлеме те, савӑнма та пултараҫҫӗ

Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа кашни территори  уйрӑмӗнчех «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс иртет. Апрелӗн 2-мӗшӗнче вӑл  Элпуҫ территори уйрӑмӗнче пулчӗ.

Малтанах ял ҫыннисем С.А.Алиуллов ячӗллӗ ялти музейра пулса курчӗҫ. Кунта вырӑнти ӑста ҫынсен алӑ ӗҫӗсен куравӗпе, тӗрлӗ вӑхӑтри  сӑнӳкерчӗксен выставкипе, экспонатсемпе паллашма май пулчӗ.  Музейра ҫак тӑрӑхри ялсен ӗлӗкхи пурнӑҫне, йӑли-йӗркине, ӗҫӗ-хӗлне кӑтартса паракан япаласем чылай. 

Савӑнӑҫлӑ пай пуҫланас умӗн  территори уйрӑмӗн  начальникӗ Р.Ф.Асеинов Элпуҫ тӑрӑхӗнчи ялсен историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, вырӑнти инфраструктурӑна аталантарас тӗлӗшпе юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ пулнӑ май тата район 85 ҫул тултарнӑ  ятпа нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене, Хирти Явӑшри Плешковсене, Элпуҫӗнчи Орловсене, Хирти Выҫли ялӗнчи Яковлевсене «Комсомольски районне — 85 ҫул» юбилей медалӗсем парса чысларӗ. Ҫак наградӑнах иртнӗ суйлавра  тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн Н.Г.Ильин тивӗҫрӗ, С.Ф.Халитовӑна, Н.А.Павловӑна, Г.В.Григорьевӑна, Н.В.Куропаткинӑна, Л.В.Носовӑна Тав хучӗсем пачӗ.

Вырӑнти культура ӗҫченӗсем  халӑх умне пысӑк концертпа тухрӗҫ. Территори уйрӑмӗн ӗҫченӗсем, Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем сцена ҫинчен хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. «Шуҫӑм» вокал ансамблӗн, уйрӑм юрӑҫӑсен пултарулӑхне те куракансем алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Ҫак кун мероприятине килнисенчен никам та тунсӑхласа лармарӗ. Ку тӑрӑхра икӗ  халӑх ывӑл-хӗрӗ нумай ҫул туслӑн  килӗштерсе пурӑннӑ май  сцена ҫинче чӑваш, тутар, вырӑс юррисемпе ташшисем  пулчӗҫ. Ҫак тӑрӑхри халӑх ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлнине туллин кӑтартса пачӗ.

Лариса Носова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *