Вторник, 30 апреля

Ҫӗнӗ кӗнекене хакларӗҫ

Ҫӗнӗ кӗнекене хакларӗҫ

Юлашки вӑхӑтра районти тӗп библиотекӑра вырӑнти авторсен кӗнекисене презентацилесси ырӑ йӑлана кӗчӗ.

Акӑ, иртнӗ эрнекун  та кунта ҫакӑн пек мероприяти иртрӗ. Вӑл Вена  Бахматован «Тӗнче  асамлӑ та илемлӗччӗ» кӗнеки тӑрӑх пулчӗ. Кунта авторӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем, унпа юнашар пурӑннӑ, ӗҫленӗ ҫынсем пулчӗҫ.

Вена Игнатьевна Бахматова (Руссакова) 1935 ҫулхи  февралӗн 7-мӗшӗнче Хырай Ӗнелӗнче  ҫуралнӑ. Шкулта, Ҫӗрпӳри культурӑпа  ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ,  библиотекарь  профессине  алла илнӗ.

Вена шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах район хаҫачӗпе ҫирӗп ҫыхӑну тытнӑ. Унта тӗрлӗ темӑсемпе корреспонденцисем ҫырнӑ.

Тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ: 1954—1962 ҫулсенче Кивӗ Сӗнтӗрти библиотекӑра тӑрӑшнӑ, «Правда» колхозра  комсомол организацине ертсе пынӑ, Александровкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкулта пионервожатӑй пулнӑ. Утмӑлмӗш ҫулсенче шӑпа ӑна Иркутск облаҫне илсе ҫитернӗ, анчах тӑван ен хӑй патнех туртнӑ. Кайран вӑл Ленин ячӗллӗ колхозри  хӗрлӗ кӗтесӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. «Комсомольский» совхозра производство гимнастикин  инструктор-методисчӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сӑвӑсемпе калавсем,  статьясем ҫырнӑ. Ывӑлӗсене те тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Мӑшӑрӗ вӗсенчен ҫамрӑклах  уйрӑлса кайнӑ.

Вена Бахматова, шел пулин те, пурӑннӑ вӑхӑтра  хӑйӗн произведенийӗсене пухса кӗнеке кӑларайман. Ку ӗҫ валли вӑхӑчӗ те, укҫи-тенки те ҫитмен. Чун-чӗри ыйтнипе ҫырнӑ та ҫырнӑ.

Кӗҫӗн ывӑлӗ, темӗн пекех амӑшне  пулӑшасшӑн пулнӑ. Шел пулин те, вӑл вӑхӑтра  май пулман. Амӑшӗ вилсен 20 ҫултан Володя унӑн  ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вена Игнатьевнӑн хайлавӗсен кӗнекине кӑларнӑ. Ывӑлӗ амӑшне асра тытса чӗрӗ палӑк лартнӑ. Ку, паллах,  питех те пысӑк парне.

В.Бахматован аппӑшӗ — 92 ҫулти Рева Игнатьевна  йӑмӑкӗн сӑввисене чун-чӗрене тыткӑнламалла вуларӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗн ҫумӗ, ачасене чылай ҫул вырӑс чӗлхине вӗрентекен Елена Свинина, Анат Тимӗрчкассинчи учитель-пенсионер Анна Ежергина, В.Бахматовӑпа  пӗрле ӗҫленӗ Василий Пундяков, Александр Тихонов, Галина Жукова, Кивӗ Сӗнтӗрти тӑванӗ Галина Петрова, Николай Ларионов, Зинаида Соловьева журналист-ветеран тата ыттисем те пултаруллӑ хӗрарӑм ячӗпе ӑшӑ та ырӑ сӑмахсем каларӗҫ, унӑн сӑввисене вуларӗҫ. Владимир Алексеевич библиотекӑна тата презентацие хутшӑнакансене  амӑшӗн «Тӗнче асамлӑ та илемлӗччӗ» кӗнекине парнелерӗ, ҫут тӗнчери чи хаклӑ ҫынни пирки нумай ӑшӑ сӑмах каларӗ, сӑввисене, хӑй ҫинчен ҫырнӑ калава вуларӗ.

Кивӗ Сӗнтӗрте ҫуралса ӳснӗ Виктор Шамбулин  юрӑҫ ҫак мероприятие хутшӑннисене илемлӗ  юрӑсемпе савӑнтарчӗ.

Презентаци ҫӳллӗ шайра, чылайлӑха асра  юлмалла  иртрӗ. Ҫут тӗнчере аннерен хакли никам та ҫуккине  тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

Ҫак мероприятие Валентина Боровковӑпа Вера Горбунова библиотекарьсем йӗркелесе ертсе пычӗҫ.

Валентина Боровкова, Зинаида Соловьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *