Вторник, 30 апреля

Кадетсем — ҫӗнтерӳҫӗсем!

Кадетсем — ҫӗнтерӳҫӗсем!

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем ҫак кунсенче Мускавра иртнӗ «Смотр строя и песни. Марш Победителям!» конкурсра мала тухнӑ. Унта пурӗ 35 команда, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен пуҫтарӑннӑ 600-е яхӑн ача хутшӑннӑ.

Мероприятие РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, пирӗн хисеплӗ ентеш Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ. Вӑл ачасене ҫӗнтерӳ патне талпӑнма, хӑйсен пултарулӑхне туллин кӑтартса пама, ҫӗршывӑн историне яланах асра тытса чӑн-чӑн хӳтӗлевҫӗсем пулма суннӑ.

Стройпа юрӑ смотрӗнче ачасем тӗрлӗ строй приемӗсем кӑтартса, Калашников автоматне салатса пуҫтарса, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравласа тупӑшнӑ. Пирӗн кадетсем «Венский вальс» бал ташшипе конкурса уҫас чыса та тивӗҫнӗ.

Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн «Патриоты» команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑни палӑрнӑ.

Шкул директорӗ Евгений Савельев тата кадетсем Комсомольски муниципаллӑ округ администрацине, округ пуҫлӑхне Николай Раськина ҫак ҫулҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑшӑн, кадетсен наставникне Алексей Тихонова, класс ертӳҫине Екатерина Тихоновӑна, Татьяна Иванова хореографа конкурсра пысӑк ҫитӗнӳ тума пулӑшнӑшӑн чӗререн тав тӑваҫҫӗ, малашне те ҫамрӑк ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫре ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума сунаҫҫӗ.

Конкурс вӗҫленнӗ хыҫҫӑн  кадетсем Мускаври ВДНХри «Россия» выставка-форума та ҫитсе курнӑ. 75-мӗш павильонри ЧР  Спорт тата физкультура министерствин кунӗсенче пулнӑ мероприятисене те хутшӑннӑ. Мускаври 1476-мӗш шкулти музей-комплексра пулса унти экспонатсемпе паллашни те ачасен асӗнче нумайлӑха юлӗ.  Вӗренекенсем тӗп хуламӑртан тулли кӑмӑлпа  таврӑннӑ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *