Усӑллӑ та интереслӗ иртрӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни ҫулах март уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫейри библиотекӑсенче ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнекин эрни иртет. Пӗрремӗш хут ҫак мероприяти 1943 ҫулта, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра пулнӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та аслисем ачасем валли уяв туса пама мехел ҫитернӗ. Вӗсем ҫак кунсем пӗчӗккисен асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр асра юлччӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Комсомольскинчи ача-пӑча библиотекинче ҫак эрне кӑҫал мартӑн 18—22-мӗшӗсенче иртрӗ. Малтанхи кун «В кругу любимых книг» мероприятире ачасем вӑйӑ программине хаваспах хутшӑнчӗҫ, пуҫватмӑшсен хуравӗсене шырарӗҫ, юратнӑ юмахӗсене аса илчӗҫ. Шӑпӑрлансем патне Баба Яга та хӑнана килчӗ. Вӑл пӗчӗккисене юмах ячӗсене  пӑтраштарса кӑткӑс ыйтусем пачӗ. Ачасем вӑл халапсене вуланӑ та, юмахри сӑнарсене ҫухатнӑ япалисене тупма ҫӑмӑллӑнах пулӑшса пычӗҫ.

«Радуга» ача садӗнчи «Восходящие звездочки» театр кружокӗнчи ҫамрӑк артистсем «Заюшкина избушка» юмах тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировка кӑтартрӗҫ. «Рябинушка» ача садӗнчи «Теремок» хатӗрлев ушкӑнӗнчи ачасем И.Яковлевӑн юмахӗ тӑрӑх чӑвашла  инсценировка хатӗрленӗ.

Ачасен юратнӑ писателӗн С.Я.Маршакӑн хайлавӗсене библиотекӑна ҫӳрекенсем аван пӗлеҫҫӗ. «Колосок» ача садӗнчи шӑпӑрлансем библиотекӑна «Усатый полосатый» кӗнеке презентацийӗпе ҫитнӗ. Мероприятире чаплӑ поэт биографийӗпе паллашрӗҫ, произведенийӗсене аса илчӗҫ.

Мартӑн 20—21-мӗшӗсенче Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсемпе «Знатоки природы» экологи викторини ирттертӗмӗр. Шкул ачисем тискер тата килти  чӗрчунсем, ӳсентӑрансемпе кӑмпасем пирки ыйтусем ҫине хуравсем шырарӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ «станцисенче» чарӑнса тӑрса конкурссене хутшӑнчӗҫ. Ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе, экологипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравларӗҫ. «Хӗрлӗ кӗнеке» пирки чарӑнса тӑнӑ май унта кӗртнӗ чӗрчунсемпе ӳсентӑрансене аса илчӗҫ.

Эрнен юлашки кунӗнче Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн преподавателӗ Надежда Абдюшева ачасемпе рисовани урокӗ ирттерчӗ. Пӗчӗккисем хапӑлласах чӗрӗп чӗппине ӳкерчӗҫ: малтан урисене, унтан сӑмсипе куҫӗсене… Юлашкинчен вара йӗпписене. Кашнинех чӗрӗп чӗппи хӑйнеевӗр пулса тухрӗ. Кӑҫал Чӑваш Республикинче экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май эрнелӗхре ҫак тематикӑна тӑтӑшах хускатма тӑрӑшрӑмӑр. Хальхинче те чӗрӗпсем пирки анлӑ калаҫу пулчӗ. Юлашкинчен «Ежик в тумане» мультфильм пӑхрӗҫ.

Ача-пӑча кӗнекин эрни иртнӗ вӑхӑтра «Знакомтесь, новые книги», «В гостях у сказки», «Усатый и полосатый и очень обоятельный», «В экологию через книгу», «Колючие наши друзья» кӗнеке выставкисем йӗркеленӗ. Эрнелӗх «Читает семья — читает страна» девизпа иртрӗ. Ҫак вӑхӑтра вулакансен йышне 47 ача хутшӑнчӗ. Мероприятире 176 ача пулса курнӑ.

Пирӗн библиотекӑра малалла та интереслӗ мероприятисем иртӗҫ. Унта ачасем хаваспах хутшӑнас кӑмӑллӑ.

                          Елена Прокопьева,

Ирина Крылова,

                 библиотекарьсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *