Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ

Шурут культура ҫуртӗнче апрелӗн 18-мӗшӗнче Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс иртрӗ.

Мероприятие килекенсене фойере йӗркеленӗ выставка-стендсем, куравсем кӗтсе илчӗҫ. Ку тӑрӑхри Шурут, Шурут-Нурӑс, Тутар Шурут, Йӳҫ Шӑхаль, Юнтапа ялӗсенче пурӑнакансен ӗҫӗ-хӗлне, пурнӑҫне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксемпе, документсемпе ҫынсем хапӑлласах паллашрӗҫ. Кӑҫал Раҫҫейре Ҫемье, Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсем пулнӑ май ҫав тематикӑпа йӗркеленӗ куравсем те илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Ҫамрӑксем ӗлӗкхи  ӗҫ хатӗрӗсемпе япаласене уйрӑмах интересленсе пӑхрӗҫ.

Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов савӑнӑҫлӑ уява уҫнӑ май кӗскен ялсен историйӗ, вӗсен аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Юлашки ҫулсенче халӑх вӑйӗпе тата патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл малашнехи тӗллевсене те палӑртрӗ. Ялсен обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакансене  Хисеп грамотисем парса чысларӗ.

Сцена ҫине тухнӑ вырӑнти артистсем ку тӑрӑхра чӑннипех те юрра-ташша ӑста ҫынсем пурӑннине туллин кӑтартса пачӗҫ. Вӗсем вӑхӑтӗнче вӑй парса ӗҫлеме те, пушӑ вӑхӑтра чун каниччен канма та пултарнине ҫирӗплетрӗҫ. Шурут вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, Шурут тата Йӳҫ Шӑхаль ялӗсенчи культура ҫурчӗсем, Тутар-Шурут клубӗ ҫумӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсемпе  ансамбльсем куракансене хаваслӑ юрӑсем парнелерӗҫ. Тӗрлӗ тематикӑллӑ, тӗрлӗ жанрсемпе номерсем пулчӗҫ. Вӗсене залра ларакансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ, алӑ ҫупса хавхалантарса пычӗҫ.

Мероприяти пурин кӑмӑлне те кайрӗ, ҫынсене хаваслӑ туйӑм парнелерӗ.

Галина Симакова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *