Воскресенье, 28 апреля

Хирсем пушанаççĕ

Çанталăк йĕпе-сапаллă тăни уй-хирсенчи ĕçсене чылай чăрмав кӳрет. Апла пулин те çĕр ĕçченĕсем уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Нумаях пулмасть уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашма ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пирĕн района килсе кайнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле вĕсем «Слава картофелю» агрофирмăна çитсе курнă, унăн генеральнăй директорĕпе Хасият Идиатуллинпа, çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Асăннă агрофирма районта чи пысăк лаптăк çинче çĕрулми çитĕнтернĕ. Йывăрпа пулин те, хирсем пушансах пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем кашни кунпа туллин усă курса çитĕнтернĕ пурлăха пуçтарса кĕртеççĕ.

Октябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 1260 гектар çинчен куккурус пуçтарса илнĕ, унран 25753 тонна силос хывнăĕ 165 гектар лаптăкран 153 тонна рапс пухса кĕртнĕ. 5946 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Ку енĕпе «Луч» (850 гектар), «Урожай» (765 гектар), «Родина» (700 гектар), «Восток» (680 гектар) хуçалăхсен кăтартăвĕсем пысăкрах.

Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсем, тĕпрен илсен, çĕрулми уйĕнче тăрăшаççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 578 гектар çинчен кăларса илнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 297 центнерпа танлашать. «Комсомольские овощи» агрофирмăра 9,3 гектар кишĕр кăларнă.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *