Суббота, 27 апреля

Паттăр ячĕпе иртнĕ

Украин ăри  çар операцине хутш ăнса пуç хунă М.З.Алеев ячĕпе  «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче баскетболла выляса турнир иртнĕ. Малтанах ăмăртăва хутшăнакансем паттăра асăнса пĕр минут шăп тăнă. Спортсменсене Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Р.М.Мансуров,  В.Н.Кокарев, «Кĕтне» ФСК директорĕн  çумĕ П.Ю.Порядков,  Марат Алеевăн ашшĕ Зуфар Разатдинович саламланă, тупăшусенче  ăнăçу суннă.

 Ăм ăрт ăва кӳршĕ районсенчи шкулсен командисем те хутшăннă, вăйăсем хĕрӳ иртнĕ. Чи нумай очко пу çтарса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди  çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Канаш хулинчи 7-мĕш вăтам шкулĕн  спортсменĕсем — иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă.  Çĕнтерӳçĕсем кубоксене, медальсене, дипломсене тивĕçнĕ.  Çав ăн пекех турнирăн чи лайăх спортсменĕсене те пал ăртнă.  Ăмăртăва йĕркелесе ирттерсе яма пулăшнăшăн В.Н.Кокарева, Д.Д.Рахматуллин предпринимателе тав сăмахĕ калатпăр.

В.Денисов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *