Суббота, 27 апреля

Эпир айккинче тăрса юлмастпăр!

Мобилизациленнисен пĕр ушкăнне, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен яшĕсене çак кунсенче районти культура çуртĕнчен çар чаçне ăсатрĕç.

Вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов,  ЧР  физкультурăпа спорт министр.  Василий Петров, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов,  çар комиссарĕ Сергей Данилов, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова каялла та çак йышпа таврăнма телейлĕ çул сунчĕç. Сергий иерей, Силуан иеромонах, Рафаил Минадиев имам хатып пил пачĕç.

— Паян çĕршыв салтаксемпе офицерсене  нацистсене хирĕç  кар тăма чĕнет. Раççейĕн чи хастар, паттăр арçыннисем  мирлĕ пурнăçа хӳтĕлеме тăраççĕ. Çак йышра пирĕн район яшĕсем те. Эпир сире  тăван тăрăхра Çĕнтерӳпе ырă-сывă кĕтетпĕр. Хăвăра упрăр, пĕр-пĕрне пулăшăр!, — палăртса каларĕ Александр Осипов.

Мобилизациленнисене тăван тăрăхран чăваш йăли-йĕркипе, юрă-ташăпа, тĕрленĕ илемлĕ сăмса тутрисем парнелесе ăсатрĕç.  Сăмса тутрисене ЧР Хĕрарăмсен канашĕ тата Чăваш наци музейĕн  пуçарăвĕпе, «Подари платок солдату» акципе килĕшӳллĕн районти тĕрĕ маçтăрĕсем, кил ăшшине упракан хĕрсемпе хĕрарăмсем, тĕрленĕ. Вĕсем салтаксене  вăй-хал парса тăрасса, йывăр самантра пулăшасса, тăван тăрăх пирки аса илтерессе шанса тăратпăрĕ.

Эпир, пурте, мобилизациленнĕ  яшсемпе мухтанатпăр! Вĕсем тăван тăрăха Çĕнтерӳпе таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. 

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *