Воскресенье, 28 апреля

Хăвăра та, юлташăрсене те упрăр

Хăвăра та, юлташăрсене те упрăр

Октябрĕн 19-мĕшĕнче районтан  Комсомольски  тата Елчĕк районĕсен яшĕсене  çар операцине чыслăн  ăсатрĕç.

«Кикак-кикак, хур кайăксем,  кайри мала ан тейĕр. Эпир тухса кайсассăн, ай, кайччăр та пĕтчĕр, ай, ан тейĕр», — чуна пырса тивмелле  янăрарĕ салтак юрри.  Çапла мобилизациленекенсем ялсенчен  салтак юрри шăрантарсах  çитрĕç района.

Ятарлă  çар операцине пурнăçлама каякансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов,  ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров,  çар комиссарĕ Сергей Данилов,  ЧР Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова салтаксене  çак йышпах  каялла тавр ăнма телейлĕ  çул,  çирĕп сывлăх  сунчĕç.  Сергий иерей,  Леонтий иерей,  Силуан иеромонах ар çынсене инçе  çула  пиллерĕç. 

Чăваш наци музейĕ  тата  Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе «Салтаксене сăмса тутри парнеле»  акципе килĕшӳллĕн мобилизацие лекнисем валли районти  хĕрарăмсем-аннесем сăмса тутри тĕрленĕ. Ахаль тутăр мар вăл.  Алă  ăстисем вĕсене синкертен хӳтĕлекен эрешсеме илемлетнĕ, чун  ăшшине хывнă.  Ĕлĕкех  салтака, вăрçа каякана хĕрсем сăмса тутри парнеленĕ, вăл чĕрĕ-сывă таврăнма пулăшасса ĕненнĕ.

Пысăк шурă автобус арçынсене вĕренĕве илсе кайрĕ. «Таврăнăр, эпир кĕтетпĕр»! — алă сулчĕç вĕсене  ăсатакансем.

 А.Мариян.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *