Воскресенье, 28 апреля

Ачасем хастар, спортпа туслă

Ачасем хастар, спортпа туслă

Çĕнĕ Мăрат вăтам  шкулĕнче кашни çулах «РДШ  вăйĕ» ăмăрту иртет.  Ăмăрту кĕркунне тата çуркунне пулать.  Шкулти пĕтĕм класс ачи хастаррăн хутшăнать унта.  Турник  çинче туртăнса ăмăртма вара ятарласах хатĕрленеççĕ.  Нумайăшĕн килĕсенче те турник пур ĕнтĕ.  Иртнĕ çулта Сергей Иванов чемпион  пулнă.

Кăçал та  ăмăрту иртрĕ.  Хальхинче чемпион ятне Сергей шăллĕ Миша çĕнсе илчĕ.

Чи вăйлă классем хăшĕсем пулнине пĕлтерер, пĕрремĕш вырăн — 10-мĕш класс,  иккĕмĕш вырăн — 3-мĕш класс,  виççĕмĕш вырăнта вара — 11-мĕшсем.

Шкулти чемпионсем — Миша Иванов,  Милана Соловьева,  Татьяна Чубукова.  Константин Моторин,  Софья Григорьева — иккĕмĕш,  виççĕмĕш вырăнта — Дмитрий Кондратьев,  Дарина Ильина.

Шкулта вĕренекенсем  4352 балл пухрĕç,  вăтамран кашни ача — 61,3 балл.

Çак ачасем чăн-чăн маттурсем пулчĕç.  Малашне те çакăн пекех хастар пулмалла. Вăйлă тăрăшса пĕрремĕш вырăн йышăнма, баллсем нумайрах пуçтарма сунатăп пурне те.  Чи кирли вара çĕнтерни мар,  сывлăх пултăр пурин те!

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *