Пятница, 26 апреля

Публикации

Хавхаланупа тăрăшаççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ

Хавхаланупа тăрăшаççĕ, çитĕнӳсем тăваççĕ

Асанкасси сĕт-çу фермине тавралăха каç сĕмĕ çапсан çитрĕмĕр. Кунта ĕçсем пуçланнăччĕ ĕнтĕ. «Ферма ялтан чылай аякра вырнаçнă пирки ĕçлекенсене илсе çитерме тата каялла леçме  ятарлă транспорт уйăрнă. Çакă вĕсен вăйне те, вăхăтне те перекетлеме май парать», — пĕлтерчĕ «Асаново» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Э.О.Таркина выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пуçланă май. Вăлах ферма заведующийĕ те, ветеринар ĕçĕсене те пурнăçлать. Малтанах пăруламалли ĕнесем тата  чи пĕчĕк пăрусем тăракан витере пултăмăр. Кунта мăшăрсем, Галина Моисеевнăпа Вячеслав Валентинович Васильевсем тăрăшаççĕ. Эпир пынă чухне аталаннă пăрусен пĕр ушкăнне урама уçăлма кăларчĕç те урайне тислĕкрен тасатрĕç, пăрусем валли çăратнă шыв хатĕрлеме пуçларĕç. Ĕçе вăр-вар, çав вăхăтрах типтерлĕ тăваççĕ. Ĕçĕ ну
Черетлĕ лару иртнĕ

Черетлĕ лару иртнĕ

Иртнĕ эрнекун Комсомольски муниципаллă округăн депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева ертсе пынă. Пуху ĕçне район прокурорĕ О.В.Васильев хутшăннă. Унта депутатсем, тĕпрен илсен, Комсомольски районĕн администрацине тата ун йышне кĕрекен 12 ял тăрăхĕн администрацийĕсене пăрахăçлас ыйтăва пăхса тухнă, Комсомольски муниципаллă округ пирки калакан положение йышăннă. Пухура тата ытти ыйтусемпе те калаçнă, йышăнусем тунă. Г.Юрьев.
Коронавирусран асăрхан!

Коронавирусран асăрхан!

— Хĕллехи вăхăтра шăнса чирленĕ çынсен йышĕ  палăрмаллах ӳсет, коронавирус чирĕ  те «тĕлĕрмест». Çакна  юлашки вăхăтра чирлисен йышĕ ӳсни çирĕплетет, — пĕлтерчĕ  район администрацийĕнче тунтикунсерен иртекен канашлура район больницин тĕп врачĕ Инна Ефремова.  Инна Ивановна пĕлтернĕ тăрăх юлашки эрнере чирлĕ çынсенчен 262  анализ илнĕ, вĕсенчен 21-шĕ коронавируспа чирли паллă. Вĕсен йышĕнче — пĕр ача. — Грипп тата коронавирус  чирĕсенчен асăрханса прививка тутарни вырăнлă. Çавăнпа та  районта пурăнакансем тĕп больницăра кашни кунах прививка тутарма пултараççĕ, — пĕлтерчĕ тĕп тухтăр. Профилактика мерисене пăхăнма манмалла мар, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, тимлĕ пулмалла. А.МАРИЯН.

Пĕрле пуçтарăнса калаçни паха

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе районти тĕп библиотекăра «Ку тĕнчере эсĕ пĕччен мар» темăпа çавра сĕтел иртнĕ. Унта медицинăпа социаллă экспертиза тĕп бюровĕн 15-мĕш номерлĕ филиалĕн ертӳçи Валентина Васильева, 41-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ Людмила Васильева, РФ Пенси фончĕн клиент службин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Самарина, социаллă страховани фончĕн тĕп специалисчĕ Валентина Тихонова, халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Татьяна Смирнова, социаллă хӳтлĕх пайĕн специалисчĕ Нина Зайцева хутшăннă. Вĕсем хăйсен ведомствисенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, тĕлпулăва килнисен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Мероприятие ертсе пыракан Валентина Боровковăпа Светлана Григорьева пуçтарăннисене чир-чĕре парăнмасăр пурнăçра пысăк çитĕнӳсем тунă çынсем çинчен каласа панă, фильмсем к

Ял хуçалăхшĕн нихăш çул та çăмăл пулман

Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ теççĕ те, кĕр мăнтăрĕпе районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма район администрацийĕн (муниципаллă округăн) ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканне Р.Е.Басникова ыйтрăм. Вăл агрономи енĕпе ĕçленĕ май, калаçу ытларах уй-хир отраслĕ тавра пулчĕ пулин те, ял хуçалăхĕн ытти ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăтăмăр. — Радий Евгеньевич, кăçалхи çул çĕр ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмарĕ пулĕ? — Ял хуçалăхĕнче нихăçан та çăмăл пулман. Кăçал вара, чăнах та, хăйнеевĕрлĕхсемпе палăрса юлчĕ. Районти пур формăллă ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те çурхи ака-суха ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе çитнĕччĕ. Çителĕклĕ таран пахалăхлă вăрлăх пурччĕ, техника паркĕ те юсавлăччĕ, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсе

Пултаруллă ăстапа пуян пирĕн тăрăх

Пирĕн районта тĕрлĕ халăх туслă пурăнать.  Кашни наци  хăйĕн культурине, йăла-йĕркине упраса хăварса унпа çамрăксене паллаштарма тăрăшать.  Ахальтен мар  чăваш çĕрне  «Çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă,  çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» теççĕ. Чăваш тĕррин илемлĕхĕ, пуянлăхĕ ламран лама куçса  пырать. Йӳç Шăхаль ялĕнче чăваш тĕррисене тĕрлеме кăмăллакан, вĕсене  асамлăх паракан алă ăсти Людмила Степановна Козлова пурăнать.  Вĕсем патне кĕрсен  тĕрĕсен илемлĕхĕ куçа тыткăнлать, хăвна  юмах тĕнчине лекнĕ пекех туятăн. Маçтăр тĕрленĕ темĕн тĕрлĕ ӳкерчĕк — куç тулли илем. Сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем, сип-симĕс улăх-çарансем, ял сăнĕсем... мĕн чухлĕ ĕç упранать кил-çуртра?! Тĕрленĕ япаласем çеç илем кӳмеççĕ иккен çурта. Кунта чӳрече янаххисем çинче вĕтĕ шăрçаран тунă чечекс
Ырă ĕç валли пурнăçра яланах вырăн пур

Ырă ĕç валли пурнăçра яланах вырăн пур

Хăйĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр обществăна тӳлевсĕр пулăшакан кашни çын Волонтер кунне хăйĕн уявĕ тесе шутлама пултарать. Волонтер кунне, ăна тата Пĕтĕм тĕнчери доброволецсен кунĕ тесе те калаççĕ, Раççейре раштавăн 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Асăннă уява общественноçа волонтерлăх пек пысăк ĕçе — общество ырлăхĕшĕн тӳлевсĕр тăрăшассине — тимлĕх уйăрас тĕллевпе паллă кунсен календарьне кĕртнĕ. Уявăн историйĕ 1985 çултан пуçланнă. Ун чухне ООН Ассамблейи пĕтĕм тĕнчешĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ уяв — волонтер кунĕ — ирттересси пирки сĕнӳ тăратнă. Уявăн тĕнче шайĕнчи статус пур тата ăна нумай çĕршывра паллă тăваççĕ. Раççей доброволецсен кунне 2017 çулта саккунпа çирĕплетнĕ. Паянхи кун тĕлне пирĕн çĕршывра волонтерсен юхăмĕ сарăлса пырать,  нумай организаци йĕркеленнĕ. Çынсене пулăшас кă

Фестивале хутшăннă

Иртнĕ канмалли кунсенче  Шупашкар хулинче  Чăваш митрополийĕ 10 çул тултарнă тĕле республикăри  вырсарни шкулĕсен пысăк фестивалĕ иртрĕ.   Унта 12 районти  вырсарни шкулĕн коллективĕсем хутшăнчĕç. Çак пысăк мероприятирен районти «Вознесения  Господня» чиркӳ çумĕнчи вырсарни шкулĕн ачисем Вениамин Албутов, Тихон Алямшин, Виктория Шумилкина, Екатерина Говорова, Кристина Игнатьева, Дмитрий Иванов хутшăнчĕç, Ираида Спиридонова,   Ирина Лукина педагогсем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем фестивальте хастарлăхпа палăрса лауреат  ятне тивĕçрĕç. Педагогсемпе ачасем чиркӳ макетне алăпа ăсталаса хатĕрленĕ. Вăл (сăнӳкерчĕкре) чăннипех те илемлĕ,  хăйне евĕрлĕ пулса тухнă. О.Воронова.   

Тĕрлесен, çыхсассăн чунпа канатăн

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче  «Çĕр тата çынсем» халăх  музейĕнче «Вдохновение для души» курав уçăлчĕ.  Анне кунĕ умĕн йĕркеленĕ, йăлана кĕнĕ куравра алă ĕçĕсен  ăсталăхĕн  тĕрлĕ тĕсне алла илнĕ хĕрарăм-ăстаçăн, пултаруллă та маттур çыннăн, Екатерина Пермякован  ĕçĕсене курма пулать.  «Кăçалхи курава Комсомольски  ялĕнче кун çути курнă, кунтах пурăнакан Екатерина Пермякова ĕçĕсенчен йĕркелерĕмĕр. Курав залне алăпа тĕрленĕ, çыхнă  30  ытла ĕç тата тĕрлĕ техникăпа ăсталанă ĕçсене   вырнаçтартăмăр.  Чăн та,  суйласа илнĕ   тĕрĕсенче  мĕн чухлĕ асамлăх, ем-ешĕл тум тăхăннă уçланкă та,  кăн-кăвак чечексен пуххи те, тĕрлĕ ӳкерчĕксем чунри çепĕçлĕхе вăратаççĕ, алăпа тĕрлĕ тĕслĕ çиппе   çыхнă пуканесем, те
Чĕре ăшши панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă

Чĕре ăшши панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă

Шăпа, ăраскал... Кашни çыннăн тĕрлĕрен килсе тухать вăл.  Нĕркеç ялĕнче пурăнакан, çак кунсенче 85 çул тултарнă Лидия Зиноновна Котова хăйĕн иртнĕ кунĕсем пирки пĕрре те ӳпкелешмест. Савăнăçĕ те пулнă пулĕ, хурланса куççуль тăкма та тивнĕ-тĕр. Йывăрлăхсемпе чăрмавсене те пĕрре мар парăнтарнă ĕнтĕ. Кирек мĕнле пулсан та вĕсем хыçа юлнă халĕ. Паянхи кун кулянса лармасть Лидия аппа, майĕпен кăштăртатса çӳресе кил-çуртри ĕçсене пуçтарать. Сивĕ хĕл кунĕсенче ал ĕçĕпе аппаланса вăхăта ирттерет, çу кунĕсенче пахчари ĕçсемпе чунне йăпатать. Çемьери çичĕ ачаран чи асли пулнă вăл. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн яваплăха туйса  ӳсме тивнĕ. Ара, ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне вĕсене пăхма шанса хăварнă-çке ăна. Вĕсемшĕн вăл аппăшĕ çеç мар, çывăх юлташ та, тантăш та пулса ӳснĕ