Понедельник, 6 мая

Пĕрле пуçтарăнса калаçни паха

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе районти тĕп библиотекăра «Ку тĕнчере эсĕ пĕччен мар» темăпа çавра сĕтел иртнĕ.

Унта медицинăпа социаллă экспертиза тĕп бюровĕн 15-мĕш номерлĕ филиалĕн ертӳçи Валентина Васильева, 41-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ Людмила Васильева, РФ Пенси фончĕн клиент службин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Самарина, социаллă страховани фончĕн тĕп специалисчĕ Валентина Тихонова, халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Татьяна Смирнова, социаллă хӳтлĕх пайĕн специалисчĕ Нина Зайцева хутшăннă. Вĕсем хăйсен ведомствисенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, тĕлпулăва килнисен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Мероприятие ертсе пыракан Валентина Боровковăпа Светлана Григорьева пуçтарăннисене чир-чĕре парăнмасăр пурнăçра пысăк çитĕнӳсем тунă çынсем çинчен каласа панă, фильмсем кăтартнă.

Пирĕн районта пурăнакан сусăр çынсем хушшинче те йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усманнисем сахал мар. Чир-чĕре пăхмасăр вĕсем малаллах ăнтăлаççĕ, пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ. Акă, Алексей  Гаврилов  «Поверить в себя» ятпа ирттернĕ республикăри фотоконкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл хăйĕн сăнӳкерчĕкĕсенче районти инвалидсен пурнăçне туллин уçса панă.

Тĕлпулу ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ, сусăр çынсем унта хăйсемшĕн усăллине нумай пĕлнĕ. Пĕр-пĕринпе курса калаçни, куллен хумхантаракан ыйтусене  сӳтсе явни паха.

Сусăрсене пулăшас тесе патшалăх та, обществăлла организацисем те чылай тăрăшаççĕ. Вĕсен пулăшăвĕнчен пахараххи юнашар пурăнакансен ыркăмăллăхĕ. Ăшă сăмах темĕнле эмелрен те хаклăрах тесе ахальтен каламан   ĕнтĕ.

Г.Юрьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *