Понедельник, 6 мая

Ырă ĕç валли пурнăçра яланах вырăн пур

Ырă ĕç валли пурнăçра яланах вырăн пур

Хăйĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр обществăна тӳлевсĕр пулăшакан кашни çын Волонтер кунне хăйĕн уявĕ тесе шутлама пултарать. Волонтер кунне, ăна тата Пĕтĕм тĕнчери доброволецсен кунĕ тесе те калаççĕ, Раççейре раштавăн 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Асăннă уява общественноçа волонтерлăх пек пысăк ĕçе — общество ырлăхĕшĕн тӳлевсĕр тăрăшассине — тимлĕх уйăрас тĕллевпе паллă кунсен календарьне кĕртнĕ.

Уявăн историйĕ 1985 çултан пуçланнă. Ун чухне ООН Ассамблейи пĕтĕм тĕнчешĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ уяв — волонтер кунĕ — ирттересси пирки сĕнӳ тăратнă. Уявăн тĕнче шайĕнчи статус пур тата ăна нумай çĕршывра паллă тăваççĕ.

Раççей доброволецсен кунне 2017 çулта саккунпа çирĕплетнĕ. Паянхи кун тĕлне пирĕн çĕршывра волонтерсен юхăмĕ сарăлса пырать,  нумай организаци йĕркеленнĕ. Çынсене пулăшас кăмăл пулсан, кирек кам та унта кĕрсе ырă ĕçе хутшăнма пултарать.

Хастар çынсем общество пурнăçĕн пур сферине те пысăк тӳпе хываççĕ: ватăсене пулăшаççĕ, çухалса кайнă çынсене шыраççĕ, экологие тимлĕх   уйăраççĕ, чĕрчунсене хӳтĕлеççĕ… Çавăн пекех вĕсем истори еткерлĕхне сыхлама тăрăшаççĕ, спорт мероприятийĕсенчен те айккинче юлмаççĕ. Кашни шкултах, вăл шутра районта та, «Ырă ĕç» проект пурнăçланать. Шкулта вĕренекен ачасем ветерансем патне çитсе вĕсене кил-çуртра пулăшаççĕ.

Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн вара çĕршывĕпех волонтерсем пулса тăтăмăр тесен те йăнăш мар, ватти-вĕтти пĕр чăмăра пĕрлешрĕ. Хăйсен ирĕкĕпе салтаксене пулăшас текенсем йышлă пулни пирĕн çынсем вăрçă тути-масине тӳсекенсене пултарнă таран пулăшма чун-чĕререн ăнтăлнине аван çирĕплетет. Республикăри «Пĕрле» фонд ку енĕпе хастар ĕçленине палăртас килет. Çак ĕçе районсенче те йĕркеленĕ. Телеграмри «ZOV ПОБЕДЫ», «Своих не бросаем Комсомольское»  чатсем  те пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсем ырă кăмăллă çынсем панă япаласене пуçтарса Чăваш Енрен мобилизаципе кайнисем патне çитерсе парассишĕн тăрăшаççĕ. Укçа-тенкĕ куçаракан та йышлă. Унпа çапăçура çав тери кирлĕ квадрокоптерсемпе тепловизорсем, радиостанцисем, шлемсемпе бронежилетсем, ăшă тумтир, гигиена япалисем, апат-çимĕç, медикаментсем тата ыттине  туянса ăсатаççĕ. Çĕршыв хăрушсăрлăхĕшĕн ятарлă çар операцинче кĕрешекен арçынсене тăван кĕтесрен çитнĕ япаласем  чун ăшши, лайăх кăмăл парнелеççĕ.

Çапла, ырă ĕç валли пурнăçра яланах вырăн пур. Хĕç-пăшалсăр «салтаксем» — волонтерсем питĕ кирлĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Чун хушнипе тăвакан пĕтĕм ĕç вара усăллă çеç мар, сăваплă та. Çын нушине ăнланса яланах пулăшу алли тăсса пама тăрăшасчĕ.                                   

Л.ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *