Публикации

Ачасемпе тĕл пулнă

Ачасемпе тĕл пулнă

Çак кунсенче  РФ Пенси фончĕн  районти  клиент службин уйрăмĕн специалисчĕсем  «Единая Россия» партин районти çамрăк гвардеецĕсем тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем валли  финанс пĕлĕвĕн урокĕ йĕркеленĕ. Шкул ачисем  пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашнă, граждансен пулас пенсийĕ мĕнле пулассине те шутласа пăхнă. Çавăн пекех вĕренекенсем «Школьникам о пенсии» вĕренӳ ресурсĕпе те кăсăкланса паллашнă.  Кунта ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав нумай. Мĕншĕн СНИЛС кирлĕ,  пенси виçи мĕнрен килет тата ытти нумай  ыйту çине хуравланă специалистсем.  Н.КАЛАШНИКОВА.
Тĕрĕс апатланăр, ытларах хускану тăвăр

Тĕрĕс апатланăр, ытларах хускану тăвăр

Юн çаврăнăшĕ пăсăлни чылай чухне инфаркт тата инсульт пулнипе сасартăк вилесси патне илсе пыма пултарать е инвалида кăларать. Çавăнпа та холестерин шайне тата юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Пирус туртма пăрахмалла, ытларах хусканусем тума тăрăшмалла. Тĕрĕс мар апатланни — чылай чир сăлтавĕ. Вăл е ку апат-çимĕçрен юнри холестерин çаврăнăшĕ мĕнле пуласси те, артерири пусăм виçи те нумай килеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх çăвĕ пур апат (консервăсем, сысна какайĕ, çуллă кайăк-кĕшĕк какайĕ, кăлпассисем, салă, фастфуд) сиенлĕ холестеринпа пуян пулнипе юн тымарĕсем çине ларса юлаççĕ. Çуллă аш-какай тата унран хатĕрленĕ продуктсене пулăпа, çăмартапа, çусăр какайпа улăштарма тăрăшмалла. Пăру, чăх, кăркка ашĕнчен мĕн те пулин хатĕрличчен вĕсем çинчи çăва тата тире сӳсе илме тăрăшăр. Апатра ытларах пулăран х
Татьяна Прокопьева: «Савăнатăп чăваш хĕрĕ пулнишĕн

Татьяна Прокопьева: «Савăнатăп чăваш хĕрĕ пулнишĕн

Республикăра кашни çулах «Раççей чăваш пики» конкурс йĕркелесси йăлана кĕнĕ.  Кăçал вăл декабрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Çак конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ  пикесен пултарулăхне  çеç мар,  вĕсем чăваш культурипе йăли-йĕркине, тăван чĕлхене лайăх пĕлнине шута илсе хакланă.  Комсомольски районĕн чысне «Раççей чăваш пики-2022» конкурсра Хирти Ĕнел  хĕрĕ Татьяна Прокопьева хӳтĕлерĕ.  Татьяна   пурнăçра чăннипех те пултаруллă, маттур пулнине конкурссенчи  çитĕнӳсем çирĕплетеççĕ.  Вăл Нĕркеç вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра çеç вĕренет пулин те, нумай конкурс-фестивальте палăрма ĕлкĕрнĕ.  Хĕр  «Серебряный голос-2021»,  «Одаренные дети Чувашии»,  «Наследники Победы»,  «Цветы Чувашии»,  «Свет Рождества», «Сурские узоры», «Ача-пăча сасси»
Алла паспорт илчĕç

Алла паспорт илчĕç

Декабрĕн 12-мĕшĕнче,  Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче  кадет класĕнче пĕлӳ пухакансене Раççей гражданинĕн паспорчĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Мероприятие районти тĕп библиотекăра  йĕркелерĕç.  Вĕренекенсене паспорта алла илнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митюков,  миграци пункчĕн начальникĕ  Арина Галкина, тĕп библиотека директорĕ, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова, ЗАГС уйрăмĕн заведующийĕ Ольга Федотова  саламларĕç, Раççей Федерацийĕн чăн-чăн гражданинĕ пулма сунчĕç.  
Волейболра иккĕмĕш

Волейболра иккĕмĕш

Иртнĕ шăматкун, декабрĕн 10-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнче патшалăхăн влаç органĕсенче тăрăшакансем хушшинче XX-мĕш   Спартакиадăн финалĕ иртнĕ. Ĕçченсем  çулталăк тăршшĕпе спорт вăййин 13 тĕсĕнче тупăшнă.  Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» Фск-ра йĕркеленĕ тупăшусенче влаç органĕсен ĕçченĕсем ишсе, волейбол выляса, дартс вăййинче тупăшнă.  Комсомольски район команди ăмăртусенче хастарлăхпа палăрнă. Ĕçченсем республика шайĕнчи  волейбол турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, канат туртса  — пĕрремĕш.
Ăсталăха туптаççĕ, пĕлĕве тарăнлатаççĕ

Ăсталăха туптаççĕ, пĕлĕве тарăнлатаççĕ

Ачасене шкулсенчи вĕренӳ программине кĕртнĕ предметсемпе пĕлӳ панисĕр пуçне, тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшас енĕпе цифра тата гуманитари профиллĕ «Точка роста» центр пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăна 2020 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче уçрĕç те унтанпа вăл ăнăçлă ĕçлесе пырать. Центрта тăрăшакансем ĕç тухăçлăхне  ӳстерес тĕллевпе квалификацие ӳстерекен курссенче вĕренчĕç. Кабинетсене хăтлăлатса илемлетнĕ, хамăрăн центрăн эмблемине те хатĕрленĕ. Унăн авторĕ — информатика вĕрентекенĕ Л.Н.Глинкина. Ачасене хушма пĕлӳ парас енĕпе 2—11-мĕш  классенчи 100 ытла вĕренекен валли 6 программа хатĕрленĕ. Вĕсемпе усă курса «Точка роста» центр чылай социаллă-культурăллă мероприяти йĕркелесе ирттерчĕ. Вĕсенче вĕренекенсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен оборудованисемпе усă кур
Наградăпа саламланă

Наградăпа саламланă

Тукай ялĕн каччи,  Алексей Галкин ефрейтор çар тивĕçне  пурнăçласа палăрнăшăн патшалăх наградине, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Декабрĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ  А.Н.Осипов паттăрлăх кăтартнă  салтака савăнăçлă лару-тăрура саламланă, медальпе чысланă.  Александр Николаевич  Алексее  хăюлăх кăтартнăшăн  тав тунă.  Тĕл пулăва Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн специалисчĕсем,  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕсенче вĕренекенĕсем хутшăннă.
Кăнтăрла та çĕрле – пулнă халăхпа пĕрле

Кăнтăрла та çĕрле – пулнă халăхпа пĕрле

Киров поселокĕнче пурăнакан Т.Д.Григорьева килĕнче ларатăп та, тӳрех стена çинчи ӳкерчĕксем куç тĕлне пулаççĕ. Вĕсен ытарайми илемĕпе киленнĕ май авторĕ пирки ыйтатăп. Укерчĕксене, искусствăн чăн-чăн произведенийĕсемех теме пулать, Тамара Денисовна хăй  ӳкернĕ иккен. Вăл  пултаруллă культорганизатор пулнине пĕлетĕп-ха, анчах та вăл ăста сăрăçă та, тĕрĕçĕ те, ал ĕç ăсти те пулнине илтмен. Григорьевсем 2007 çулта культура ĕçченĕсен çемье династийĕсен республикăри конкурсне хутшăннă май (унта вĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă) йĕркеленĕ альбома алла илсен интересли татах та тупăнчĕ. Тамара — Асанкасси хĕрĕ. Унăн кукашшĕ М.Ф.Салаев ялти ăста кĕслеçĕ пулнă. Амăшĕ те, А.М.Исаева юрлама юратнă. Пĕртăванĕсем, пиччĕшĕсем Василий, Александр, Николай пурте хуткупăспа хитре вылянă, илемлĕ ӳкерме те п

Поэтпа  тĕл пулнă

Районти тĕп библиотекăра чăваш халăх поэчĕпе В.Туркайпа тĕлпулу иртнĕ. Унта Хырай ,нел тата Нĕркеç вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем, вулавçăсем  поэтăн сăввисене вуланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн депутачĕ,  Чăваш гуманитари институчĕн директорĕ П.Краснов, Чăваш Республикин архитекторсен союзĕн ертӳçи С.Лукиянов, районти тĕп библиотека директорĕ И.Ядрова  чăваш литературипе культурине аталантарас енĕпе сăвăç пархатарлă ĕçсем тунине палăртнă. 

Çут тĕнче Аннерен пуçланать

Районти искусство шкулĕнче Аннесен ячĕпе йĕркеленĕ уяв  çак ятпа иртрĕ.  И.Спиридонова, О.Воронова преподавательсен воспитанникĕсем чи çывăх çынсене илемлĕ юрăсем парнелерĕç, кĕвĕсем каласа савăнтарчĕç. Пухăннисене искусство шкулĕн директорĕн çумĕ Г. Перьев ăшшăн саламларĕ, ĕçре, пурнăçра ăнăçу тата телей сунчĕ. Уяв программине Е.Ефремова тата В.Албутов ертсе пычĕç.  Вĕсем залра ларакансене илемлĕ презентаципе паллаштарчĕç, аннесем çинчен каласа пачĕç. Вĕренекенсем пултаруллă, çакна вĕсен ӳсĕмĕсем çирĕплетеççĕ. Вĕсем конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ, çакна вĕсен ӳсĕмĕсем çирĕплетеççĕ. Вĕсем конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ, çĕнтерӳçĕсен йышне те лекеççĕ. И.Спиридонова.