Понедельник, 6 мая

Фестивале хутшăннă

Иртнĕ канмалли кунсенче  Шупашкар хулинче  Чăваш митрополийĕ 10 çул тултарнă тĕле республикăри  вырсарни шкулĕсен пысăк фестивалĕ иртрĕ.  

Унта 12 районти  вырсарни шкулĕн коллективĕсем хутшăнчĕç. Çак пысăк мероприятирен районти «Вознесения  Господня» чиркӳ çумĕнчи вырсарни шкулĕн ачисем Вениамин Албутов, Тихон Алямшин, Виктория Шумилкина, Екатерина Говорова, Кристина Игнатьева, Дмитрий Иванов хутшăнчĕç, Ираида Спиридонова,   Ирина Лукина педагогсем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем фестивальте хастарлăхпа палăрса лауреат  ятне тивĕçрĕç.

Педагогсемпе ачасем чиркӳ макетне алăпа ăсталаса хатĕрленĕ. Вăл (сăнӳкерчĕкре) чăннипех те илемлĕ,  хăйне евĕрлĕ пулса тухнă.

О.Воронова.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *