Понедельник, 6 мая

Тĕрлесен, çыхсассăн чунпа канатăн

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче  «Çĕр тата çынсем» халăх  музейĕнче «Вдохновение для души» курав уçăлчĕ.  Анне кунĕ умĕн йĕркеленĕ, йăлана кĕнĕ куравра алă ĕçĕсен  ăсталăхĕн  тĕрлĕ тĕсне алла илнĕ хĕрарăм-ăстаçăн, пултаруллă та маттур çыннăн, Екатерина Пермякован  ĕçĕсене курма пулать.

 «Кăçалхи курава Комсомольски  ялĕнче кун çути курнă, кунтах пурăнакан Екатерина Пермякова ĕçĕсенчен йĕркелерĕмĕр. Курав залне алăпа тĕрленĕ, çыхнă  30  ытла ĕç тата тĕрлĕ техникăпа ăсталанă ĕçсене   вырнаçтартăмăр.  Чăн та,  суйласа илнĕ   тĕрĕсенче  мĕн чухлĕ асамлăх, ем-ешĕл тум тăхăннă уçланкă та,  кăн-кăвак чечексен пуххи те, тĕрлĕ ӳкерчĕксем чунри çепĕçлĕхе вăратаççĕ, алăпа тĕрлĕ тĕслĕ çиппе   çыхнă пуканесем, теттесем мĕн тери илемлĕ пулса тухнă, шăккалатран тунă чечексем тата тĕлĕнмелле хитре.    Хĕрарăм пурнăçланă алă ĕçĕсене  тинкеретĕн те, чăннипех те вĕсене пĕтĕм кăмăлтан, чунтан хатĕрленине туятăн.  Алă ĕçĕсем чуна илĕртеççĕ», — тесе пухăннисене  тĕрĕпе пуян тĕнчене ертсе кĕртрĕ  халăх музейĕн ертӳçи Алена Полякова. 

 Уяв умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов  алă ăстине, пухăннисене Анне кунĕпе,  курав уçăлнă ятпа саламларĕ. Районта чăннипех та маттур та пултаруллă хĕрарăмсем  пурăннине палăртса хăварчĕ. 

— Эсир ачасене  пурнăç парнелетĕр, кил-çурт ăшшине упратăр,  пушă вăхăтра тĕлĕнмелле хитре алă ĕçĕсем ăсталама вăхăт тупатăр. Маттур, — палăртрĕ вăл.  

Екатерина ĕçĕсем  чăннипех те  çыпăçуллă, çакна курава килнĕ хĕрарăмсемпе арçынсем те  çирĕплетрĕç.  Кашни ĕçе тинкерсе пăхма мĕн тери кăмăллă. Ĕçчен хĕрарăм пушă вăхăта ахаль ирттермест иккен,  алла йĕппе çип тытать те ĕçе пуçăнать.

Ăстаçă  каласа панă тăрăх, вăл тĕрлеме тата çыхма   мĕн ачаранах кăмăллать. Çак ĕçе ăна  асламăшĕпе амăшĕ пĕчĕккĕллех хăнăхтарса ӳстернĕ.  Пушă вăхăтра çемйипех алă ĕçĕпе аппаланнă. Паянхи кун та çак йăлана пăрахман Ивановсем: çĕлеççĕ, тĕрлеççĕ, çыхаççĕ.

— Тĕрлеме е çыхма тытăнсассăн, чунпа канатăп, вăхăт иртнине те сисместĕп. Кирек  мĕнле ĕçе алла илсен те, ăна  часрах вĕçлес  килет, — пĕлтерчĕ Екатерина Александровна.

Куравпа паллашма килнисем вара ăстаçăна пĕрер кун мастер-класс ирттерме сĕнчĕç.   Кашни хĕрарăм çĕннине алла илесшĕн, илемлĕ япала ăсталама хăнăхасшăн.

А.Мариян.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *