Понедельник, 6 мая

Ял хуçалăхшĕн нихăш çул та çăмăл пулман

Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ теççĕ те, кĕр мăнтăрĕпе районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма район администрацийĕн (муниципаллă округăн) ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканне Р.Е.Басникова ыйтрăм. Вăл агрономи енĕпе ĕçленĕ май, калаçу ытларах уй-хир отраслĕ тавра пулчĕ пулин те, ял хуçалăхĕн ытти ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăтăмăр.

— Радий Евгеньевич, кăçалхи çул çĕр ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмарĕ пулĕ?

— Ял хуçалăхĕнче нихăçан та çăмăл пулман. Кăçал вара, чăнах та, хăйнеевĕрлĕхсемпе палăрса юлчĕ. Районти пур формăллă ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те çурхи ака-суха ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленсе çитнĕччĕ. Çителĕклĕ таран пахалăхлă вăрлăх пурччĕ, техника паркĕ те юсавлăччĕ, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем те, удобренисем те çителĕклĕччĕ. Хуçалăхсем те акана пысăк хавхаланупа пуçларĕç. Анчах та тăтăшах çумăр çуса тăни ака ĕçĕсене вăраха ячĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине ăнланса хуçалăхсенчи çĕр ĕçченĕсем кашни меллĕ самантпах туллин усă курнине палăртса хăварас килет. Темĕнле йывăр пулсан та мĕн палăртнине кая юлмасăр акса-лартса хăварма пултартăмăр. Калчасем те аван шăтса тухрĕç. Анчах та июль уйăхĕн виççĕмĕш декадинчен пуçласа август вĕçĕчченех шăрăх çанталăк тăчĕ. Çумăрсем пулманни ӳсентăрансене кирлĕ пек аталанма май памарĕ. Çакă, паллах, тухăç çине те пысăк витĕм кӳчĕ. Çавăнпа та район тыр-пул тухăçĕпе республикăн вăтам кăтартăвне те çитеймерĕ. Анчах та хуçалăхсем маларахри типĕ çулсемпе танлаштарсан пĕлтĕр 1,5 хут ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса кĕртме пултарчĕç. Кĕркунне йĕпе-сапаллă пулчĕ. Мĕн çитĕнтернине пуçтарса кĕртес енĕпе пысăк чăрмав кăларса тăратрĕ. Çакă продукци тухăçĕ, пахалăхĕ çине те витĕм кӳчĕ, тăкаксем те ытларах пулчĕç.

— Çĕр ĕçченĕсен кăçалхи кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăрар-ха.

— Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх ĕçченĕсем çуркунне пурĕ 23445,9 гектар çине уй-хир культурисем акса-лартса хăварчĕç. Вĕсенчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем 13866 гектар çинче çитĕнтернĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 30 центнерпа танлашрĕ. Çав вăхăтрах «Слава картофелю» агрофирмăра, «Родина» ОООра, «Рассвет» ЯХПКра, Белкинăн фермер хуçалăхĕнче ку кăтарту 35 центнер е ытларах та пулчĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче  50 центнер е ытларах та тухăç панă лаптăксем те пулчĕç. Çакă агротехника ĕçĕсемпе çанталăк витĕмĕнчен те килчĕ ĕнтĕ. Типĕ çанталăка пулах чылай çĕрте республикăн вăтам кăтартăвĕнчен сахалрах тухăç илчĕç.

Районти сакăр хуçалăхра 739 гектар çинче çĕрулми туса илчĕç. Ăна пуçтарса кĕртес енĕпе кăçал кĕркунне уйрăмах йывăр килчĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ чухне малта пыракан технологипе анлăн усă курни, шăварса тăрассине йĕркелени «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсене, Н.Самаринăн фермер хуçалăхне кашни гектартан 300 центнер е ытларах та тухăç илме май пачĕ. «Комсомольские овощи» агрофирма, В.Михайловăн, Г.Прокопьевăн, М.Котоман фермер хуçалăхĕсем пурĕ 93,7 гектар çинче пахча çимĕç çитĕнтерчĕç. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 546 центнерпа танлашрĕ. Районти 6 хуçалăхра 1310 гектар çинче хĕвелçаврăнăш туса илчĕç. Çавăн пекех рапс, куккурус тата ытти культурăсем çитĕнтерекенсем те пулчĕç.

Юлашки типĕ çу кунĕсенче ӳсентăрансене шăварнин усси пысăк пулнине «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсен, Самаринăн фермер хуçалăхĕн тĕслĕхĕсем туллин çирĕплетсе параççĕ. Çавăнпа та ытти хуçалăхсен те çак енĕпе ĕçсене йĕркелесси çинчен шутласа пăхмаллах.

— Çĕртен илнипе çеç мар, ăна памалла та…

— Ку чăнлăхран пăрăнма çук. Çĕр пулăхлăхне ӳстересси пирки кашни çĕр ĕçченĕн шутламалла. Фосфор тата известь çăнăхĕ сапни çĕр ĕçĕн тухăçлăхне 30 процент таран ӳстерме май парать. Ку енĕпе патшалăх та пулăшса пырать. Федераллă программа ку енĕпе тунă тăкаксен 90 процентне саплаштарать. Йӳçек çĕрсене пĕлтĕр известь паман, «Искра» колхоз 65 гектар, «Асаново» 55 гектар фосфор çăнăхĕ сапнă. Çĕрпе ĕçлекен ытти хуçалăхсене те патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма ыйтас килет. Районти тăпрана 100 проценчĕпех агротехника тĕрĕслевĕ ирттернĕ.

Районти хуçалăхсем кăçал çĕр айне 2946 тонна минераллă  удобрени  хывса хăварнă. Кунсăр пуçне хирсене 20400 тонна тислĕк кăларнă. Çавăн пекех 17575 гектар çине пестицидсем сапнă. Шел пулин те, минераллă удобренисемпе усă курман е сахал усă куракан хуçалăхсем те пур-ха.

— Ӳсентăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.

— Апатсăр продукци пулмасть, паллах. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем кашни условнăй выльăх пуçне 37 апат единици чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ.  Ку кирлĕ вăтам виçерен чылай пысăкрах. Хуçалăхсем 7900 тонна утă, 15700 тонна сенаж, 30700 тонна тырă силосĕ янтăлама пултарчĕç. Çавăн пекех сĕт-çу фермисенче тутлăхлă япаласемпе пуян ытти апатпа та туллин усă кураççĕ.

Районти хуçалăхсенче 15 пин ытла пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. «Восток», «Рассвет», «Слава», «Дубовка», «Пайгас» ЯХПКсем çак выльăх шутне   ӳстерме пултарчĕç. Пирĕн районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем республика шайĕнче те япăх мар. Йывăрлăхсем чылай пулин те кăтартусем аван. «Асаново», «Рассвет», «Родина», «Слава», «Восток» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илмелли çĕнĕ çул-йĕрсемпе туллин усă кураççĕ.

— Уй-хирти, фермăсенчи пĕтĕм ĕç, тĕпрен илсен, техникăпа çыхăннă. Районта машинăпа трактор паркне çĕнетес тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех-ши?

— Техника ĕмĕрĕ тетпĕр те, унсăрăн ял хуçалăхĕнче пĕр ĕç тума та çук. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 211,7 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туянчĕç. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 2,7 хут ытларах. Хуçалăхсем тĕрлĕ маркăллă 13 трактор, тырă пуçтармалли 7, выльăх апачĕ хатĕрлемелли 2 комбайн, 4 сеялка тата ытти агрегатсем туяннă. Чăваш Республикин Правительствине техникăпа оборудовани туянннă чухне пулăшнăшăн тата «Россельхозбанк» АОна, «Сбербанк» ПАОна нумай вăхăтлăх инвестици кредичĕсемпе тивĕçтернĕшĕн тав тăвас килет. Халĕ «Росагролизинг» АО лайăх условисемпе техникăпа оборудовани туянма сĕнет.

— Инвестици проекчĕсем тенĕрен, пирĕн районта ку енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçланă?

— Кăçал районта 26,1 миллион тенкĕлĕх  инвестициллĕ ултă проектпа ĕçленĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра 4200 тонна çĕрулми упрама тата 9600 тонна тирпейлеме май паракан хранилище тунă. З.М.Сафиуллин фермер хуçалăхĕнче 55 пуç ĕне вырнаçмалăх çемье ферми тăвас ĕçсем пыраççĕ. Кунсăр пуçне ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен вăйĕсемпе производство объекчĕсене юсас, çĕнĕрен тăвас ĕçсене те пурнăçлаççĕ.

— Хальхи вăхăтра патшалăх хăй тĕллĕн ĕçлес текенсене курăмлă пулăшу сĕнет.

— Районта вăл пулăшупа усă куракансем пур. Акă, икĕ çынна ĕне туяннă тăкакĕсене 139 пин тенкĕлĕх саплаштарнă. Ун пек шухăшлисем татах та пур. Анчах та, шел пулин те, çак пулăшупа усă куракансем хальлĕхе сахалăн-ха. Районта ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытакансем те, пахча çимĕç çитĕнтерекенсем те сахал мар. Вĕсене пĕр шикленсе тăмасăрах хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленсе патшалăх паракан пулăшусемпе усă курма сĕнетĕп.

— Ял хуçалăхĕ аталантăр тесен пĕр вырăнта тăмалла мар, пурнăçпа пĕр тан утмалла…

Çапла. Çакна тума пурнăç хăех ыйтать. Ăна ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисенчен чылайăшĕ лайăх ăнланать.

Ю.Гаврилов калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *