Понедельник, 29 апреля

Чĕре ăшши панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă

Чĕре ăшши панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă

Шăпа, ăраскал… Кашни çыннăн тĕрлĕрен килсе тухать вăл.  Нĕркеç ялĕнче пурăнакан, çак кунсенче 85 çул тултарнă Лидия Зиноновна Котова хăйĕн иртнĕ кунĕсем пирки пĕрре те ӳпкелешмест. Савăнăçĕ те пулнă пулĕ, хурланса куççуль тăкма та тивнĕ-тĕр. Йывăрлăхсемпе чăрмавсене те пĕрре мар парăнтарнă ĕнтĕ. Кирек мĕнле пулсан та вĕсем хыçа юлнă халĕ. Паянхи кун кулянса лармасть Лидия аппа, майĕпен кăштăртатса çӳресе кил-çуртри ĕçсене пуçтарать. Сивĕ хĕл кунĕсенче ал ĕçĕпе аппаланса вăхăта ирттерет, çу кунĕсенче пахчари ĕçсемпе чунне йăпатать.

Çемьери çичĕ ачаран чи асли пулнă вăл. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкренех шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн яваплăха туйса  ӳсме тивнĕ. Ара, ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне вĕсене пăхма шанса хăварнă-çке ăна. Вĕсемшĕн вăл аппăшĕ çеç мар, çывăх юлташ та, тантăш та пулса ӳснĕ.

Çамрăк хĕр шкул пĕтерсен колхозăн Янкассинчи чăх-чĕп ферминче ĕçлеме пуçлать. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе типтерлĕ, вăхăтра тума хăнăхнăскер, пултарулăхпа палăрса тăрать. 1965 çултан пуçласа Лидия Зиноновна шкулта техничкăра ĕçлеме пуçлать. Вăл тăрăшнă çулсенче çăмăлах пулман. Пур ĕçе те алă вăйĕпе тумалла пулнă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшать Л.Котова кунта. Хăйне шаннă ĕçе яланах типтерлĕ пурнăçланипе палăрса тăрать. Кирек ăçта ĕçлесен те тăрăшуллă пулнăшăн ăна Хисеп грамотисемпе пĕрре мар чысланă.

Шăпа терĕмĕр те, Лидия Зиноновнăна  çемьеллĕ пулма пӳрмен. Анчах та вăл хăйĕн пурнăçĕнче пархатарлă та сăваплă утăм тунă. 1989 çулта унăн йăмăкĕ Мария вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Унăн виçĕ хĕрĕ хăр тăлăха тăрса юлнă. Вĕсене ача çуртне яма килĕшмен Лидия аппа. Çав вăхăтра вăл тĕп килте, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăннă та, тăлăхсене хăй хӳттине илнĕ. Хĕрсенчен асли — 17-ре, вăталăххи — 15-ре, кĕçĕнни  6 çулта анчах пулнă. Илнĕ çеç мар, вĕсене амăшĕн ăшши парас тесе чунтан тăрăшнă. Хĕрсене хăйĕн ачисем пек юратса    пăхнă. Пăхнă çеç мар, вĕсем тăлăххине ан туйччăр тесе чунтан-вартан тимленĕ. Çепĕçлĕх, ачашлăх туйăмĕпе пĕрлех вĕсенчен çирĕп ыйтнă та. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме, тирпейлĕхе, сăпайлăха тата çыннăн паха ытти ырă енĕсене вĕрентсе ӳстернĕ. Шкулта ĕçленĕ пулсан та колхозра пай илнĕ. Унта вăл хĕрсемпе пĕрле тăрăшнă. Чи малтанах вĕсем ĕç çумне çыпçăнса ӳсчĕр, ӳркенсе ан тăччăр тесе тимленĕ. Хĕллехи кунсене Лида аппăшĕ чĕнтĕр йĕппи тытма хăнăхтарнине, çĕлеме, тĕрлеме вĕрентнине паянхи кун та вăл çитĕнтернĕ хĕрсем ырăпа аса илеççĕ. Аппăшĕ панă ăсталăха ача чухне вăйă вырăнне хурса йышăннă пулсан, ӳссен пурнăçра мĕн тери кирлĕ пулнине ăнланса чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ. Хĕрсен шкул пĕтерсен малалла вĕренес туртăмĕ пулнине курсан вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Тепĕр чухне пысăк мул вырăнне вĕрентсе калани, кирлĕ сĕнӳсемпе канашсем пани тем пек паха. Лида аппа вара хĕрсене хавхалантарсах тăнă.

Паянхи кун Лидия Зиноновна пĕчченех пурăнать, сакăр  теçетке урлă каçнă пулсан та кил-çуртри ĕçсене хăех тăвать. Çулла пахчана тухать. Ĕмĕрĕпех ĕçре ирттернĕскерĕн, ватлăх кунĕсенче алă усса ларас килмест. Кунта вăл тĕрлĕ пахчаçимĕç туса илет. Чечексене питĕ юратать. Темĕн тĕрли те пур вĕсем унăн. Илемĕпе киленнĕ май калаçать те вĕсемпе. Ара, чĕрĕ чунсем-çке, хăйсене юратса пăхнине вĕсем те кăмăллаççĕ. Хăй пăхса çитĕнтернĕ хĕрĕсем çемйисемпе тăтăшах ун патĕнче пулма тăрăшаççĕ. Вĕсем килсен чунтанах савăнать ватă çын. Хаклă çыннисем çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнишĕн, кашниех пурнăçра хăй вырăнне тупма пултарнишĕн чунтанах хĕпĕртет вăл. Хĕпĕртемесĕр, çакăншăн тăрăшман-и вăл?

Лидия Зиноновнăна юбилей ячĕпе саламласа пурнăçра чи кирлине — сывлăх — сунатпăр. Вăл çирĕп пултăр, вăй-халăр ан чактăр. Эсир çитĕнтернĕ ачасем сире нумай çул пурăнма  хавхалантарса пыччăр.

Ю.Гаврилов. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *