Çут тĕнче Аннерен пуçланать

Районти искусство шкулĕнче Аннесен ячĕпе йĕркеленĕ уяв  çак ятпа иртрĕ.  И.Спиридонова, О.Воронова преподавательсен воспитанникĕсем чи çывăх çынсене илемлĕ юрăсем парнелерĕç, кĕвĕсем каласа савăнтарчĕç. Пухăннисене искусство шкулĕн директорĕн çумĕ Г. Перьев ăшшăн саламларĕ, ĕçре, пурнăçра ăнăçу тата телей сунчĕ.

Уяв программине Е.Ефремова тата В.Албутов ертсе пычĕç.  Вĕсем залра ларакансене илемлĕ презентаципе паллаштарчĕç, аннесем çинчен каласа пачĕç.

Вĕренекенсем пултаруллă, çакна вĕсен ӳсĕмĕсем çирĕплетеççĕ. Вĕсем конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ, çакна вĕсен ӳсĕмĕсем çирĕплетеççĕ. Вĕсем конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ, çĕнтерӳçĕсен йышне те лекеççĕ.

И.Спиридонова. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *