Ачасемпе тĕл пулнă

Ачасемпе тĕл пулнă

Çак кунсенче  РФ Пенси фончĕн  районти  клиент службин уйрăмĕн специалисчĕсем  «Единая Россия» партин районти çамрăк гвардеецĕсем тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем валли  финанс пĕлĕвĕн урокĕ йĕркеленĕ.

Шкул ачисем  пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашнă, граждансен пулас пенсийĕ мĕнле пулассине те шутласа пăхнă. Çавăн пекех вĕренекенсем «Школьникам о пенсии» вĕренӳ ресурсĕпе те кăсăкланса паллашнă.  Кунта ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав нумай. Мĕншĕн СНИЛС кирлĕ,  пенси виçи мĕнрен килет тата ытти нумай  ыйту çине хуравланă специалистсем. 

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *