Татьяна Прокопьева: «Савăнатăп чăваш хĕрĕ пулнишĕн

Татьяна Прокопьева: «Савăнатăп чăваш хĕрĕ пулнишĕн

Республикăра кашни çулах «Раççей чăваш пики» конкурс йĕркелесси йăлана кĕнĕ.  Кăçал вăл декабрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар хулинче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Çак конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ  пикесен пултарулăхне  çеç мар,  вĕсем чăваш культурипе йăли-йĕркине, тăван чĕлхене лайăх пĕлнине шута илсе хакланă.  Комсомольски районĕн чысне «Раççей чăваш пики-2022» конкурсра Хирти Ĕнел  хĕрĕ Татьяна Прокопьева хӳтĕлерĕ. 

Татьяна   пурнăçра чăннипех те пултаруллă, маттур пулнине конкурссенчи  çитĕнӳсем çирĕплетеççĕ.  Вăл Нĕркеç вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра çеç вĕренет пулин те, нумай конкурс-фестивальте палăрма ĕлкĕрнĕ.  Хĕр  «Серебряный голос-2021»,  «Одаренные дети Чувашии»,  «Наследники Победы»,  «Цветы Чувашии»,  «Свет Рождества», «Сурские узоры», «Ача-пăча сасси»,  «Когда поют солдаты»,  «Не ради Славы и награды»,  «Живи,  Россия!» фестивальсене хутшăнса çĕнтерӳçĕсен йышне лекме пултарнă. Хĕр ача — юрă-ташăра çеç мар, вĕренӳре, обществăлла ĕçре хастар вĕренекенсенчен пĕри. Вăл — шкулăн маттур та пуçаруллă волонтерĕ.  Вĕренӳре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать. Шкулти пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Вăл концертсене, конкурссене ертсе пыма маçтăр. Унсăр пуçне юрлама та  ташлама ăста, пианинăпа выляма маттур. Ахальтен мар пултаруллă вĕренекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатки те. 

Вун-вун конкурса хутшăнни, сцена çинче хăйне тытма пĕлни ăна Раççей шайĕнче иртекен конкурса  хутшăнма хавхалантарнă.   Вăл тĕрлĕ тупăшусем витĕр тухса  21 пике хушшинче  хăйне чăннипех те çӳллĕ шайра кăтартма пултарчĕ.

— Татьяна, мĕнлерех кăмăл-туйăм парнелерĕ сана конкурс? — пуçларăм калаçăва.

—  Конкурса хутшăннă кашни пике чи  лайăххи ята тивĕç тесе шутлатăп. Сцена çине тухса хăвăнпа паллаштарни, пултарулăха кăтартни хăех çĕнтерӳ вĕт.  Конкурса хутшăнма  пултарнишĕн паллах савăнатăп. Унта хутшăниччен кашни кунах пултарулăха туптанă, хатĕрленнĕ,  кашни минутпа туллин усă курнă. Çĕр çывăрман каçсем те пайтах пулнă. Тĕплĕн хатĕрлентĕм конкурса. Эпĕ çеç мар,  аттепе анне, йăмăк, тете, тăвансем, вĕрентекенсем, юлташсем  яланах çумра пулчĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе савăнтарчĕç. Чи çывăх çыннăмсем  çумра пулни малтан мала утма хавхалантарчĕ. Сцена çинче те хумханмарăм, хамран мĕн килнине 100 проценчĕпех, тен, ытларах та турăм. Залра ларакансем те нумай хавхалантарчĕç.  Унпа пĕрлех мана пĕлекенсем, паллакансем «В Контакте» социаллă сетьре йĕркеленĕ сасăлава хастар хутшăнчĕç. Тавах вĕсене, — терĕ пике. 

Ĕмĕтсене пурнăçлама чиперккене мĕн пулăшать-ши тата? Пур çĕре те ĕлкĕрме ăçтан вăй çитерет-ши вăл?

Татьянăна мĕн пĕчĕкренех ашшĕпе амăшĕ, асламăшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ тĕрлĕ енлĕ аталантарнă. Çавăнпа та вăл тĕрлеме, çыхма, юрлама, ташлама, тутлă апат-çимĕç пĕçерме  ăста.  Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, конкурс валли пике йăхран йăха упранса юлнă рецептпа шăрттан тата чăкăт хатĕрленĕ. Жюри членĕсене юрă юрласа хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнланă.  

Ольга Вячеславовнăпа Григорий Анатольевич Прокопьевсем виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Çемьере икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнет. Вĕсем пурте маттур, ĕçре хастар, вĕренӳре — чи малтисем. Çакă пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕн паха воспитанийĕнчен килет пулĕ тесе шутлатăп. Туслă çемьере пур ĕçе те пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Прокопьевсем «Пурте — пĕриншĕн, пĕри — пуриншĕн!» каларăшпа пурăнаççĕ. Çемьере аслисем хисеплĕ вырăнта.

Конкурса хутшăннă кун  Таня пурнăçĕнче асра юлмалли самантсемпе  çырăнса юлчĕ тесе шутлатăп. Çак куна вăл тĕплĕн хатĕрленнĕ, хумханнă.  Таньăпа  çывăх çыннисем, тăванĕсем, юлташĕсем чăннипех те мухтанаççĕ. Эпир те вăл район чысне çӳллĕ шайра тытма пултарнăшăн хĕпĕртетпĕр. Таня пурнăçĕнче вара çĕнтерӳсем татах та пулччăр. Ăнăçу сана, пике!

Татьяна Прокопьева:

«Ĕмĕтсем — аслă, шухăшсем — çирĕп,  кăмăлăм — уçă.  Пысăк çитĕнӳсем патнелле çирĕп утăмсем тăватăп. Мăн асаттесен пилĕпе тĕрĕс çулпа  малашлăх патне туртăнатăп».

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *