Тĕрĕс апатланăр, ытларах хускану тăвăр

Тĕрĕс апатланăр, ытларах хускану тăвăр

Юн çаврăнăшĕ пăсăлни чылай чухне инфаркт тата инсульт пулнипе сасартăк вилесси патне илсе пыма пултарать е инвалида кăларать. Çавăнпа та холестерин шайне тата юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Пирус туртма пăрахмалла, ытларах хусканусем тума тăрăшмалла.

Тĕрĕс мар апатланни — чылай чир сăлтавĕ. Вăл е ку апат-çимĕçрен юнри холестерин çаврăнăшĕ мĕнле пуласси те, артерири пусăм виçи те нумай килеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх çăвĕ пур апат (консервăсем, сысна какайĕ, çуллă кайăк-кĕшĕк какайĕ, кăлпассисем, салă, фастфуд) сиенлĕ холестеринпа пуян пулнипе юн тымарĕсем çине ларса юлаççĕ. Çуллă аш-какай тата унран хатĕрленĕ продуктсене пулăпа, çăмартапа, çусăр какайпа улăштарма тăрăшмалла. Пăру, чăх, кăркка ашĕнчен мĕн те пулин хатĕрличчен вĕсем çинчи çăва тата тире сӳсе илме тăрăшăр. Апатра ытларах пулăран хатĕрленĕ çимĕçсемпе усă курма тăрăшăр. Эрнере икĕ хутчен пулă кунĕ тусан та аван. Кулленхи рациона сĕт тата унăн продукчĕсене кĕртĕр (кефир, сыр, йогурт). Пылак çиессине чакарăр. Улма-çырлаллă десертсене суйласа илме тăрăшăр. Апатра тăвар виçине чакарни те вырăнлă. Ăна тутă кĕртме тĕрлĕ курăксенчен хатĕрленĕ специсемпе, лимон сĕткенĕпе, ыхрапа усă курсан аванрах. Тăварпа, вăл çăкăрта тата ытти продуктсенче пулнине шута илсе, кунне пĕр чей кашăкĕнчен (5 грамм) ытлашши усă курма тăрăшмалла мар.

Организмшăн калипе тата магнипе пуян çимĕçсем томат, банан, апельсин, киви, кавăн, унсăр пуçне сĕт,  пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, уйрăмах сĕлĕ, мăйăр апатра пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунсерен рационра 400 грамм улма-çырла тата пахча çимĕç пулни организмри холестерин шайне чакарма тата ăна хирĕç тăма пултаракан клетчаткăсемпе пуянланма май парать. Эрех-сăра ĕçме чарăнни те паха.

Хусканусем ытларах туни сывлăх çăлкуçĕ пулнине пирĕн тăхăмсем те ăнланнă. Ирхи зарядка, скандинави утти, чупни, шывра ишни, велосипедпа ярăнни, йĕлтĕр çине тăни пурте организмшăн усăллă. Лифт вырăнне картлашкасем тăрăх хăпарма, ытларах çуран çӳреме тăрăшăр. Уçă сывлăшра васкамасăр ĕçлени те паха. Анчах та йывăр çĕклемсем йăтмалла мар, халтан кайиччен ан ĕçлĕр, кана-кана илĕр. Кăкăр тĕлĕнчен ыратни, сывлăш пӳлĕнни, сывлама йывăр пулни, хăвăрт вăй пĕтсе ларни — ĕçе чарса лартмалли сигнал.

Тухтăр çырса панă эмелсемпе препаратсене вăхăтра та кирлĕ виçепе ĕçĕр. Медицина учрежденийĕсенче сывлăха тăтăшах тĕрĕслеттерсе, организмри сахăр тата холестерин виçине тĕрĕслесех тăрăр. Артери пусăмĕ 140/90 виçерен иртрĕ пулсан тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшу чĕнĕр. 

В.ФЕДОРОВА,
врач-эндокринолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *