Воскресенье, 19 мая

Кăнтăрла та çĕрле – пулнă халăхпа пĕрле

Кăнтăрла та çĕрле – пулнă халăхпа пĕрле

Киров поселокĕнче пурăнакан Т.Д.Григорьева килĕнче ларатăп та, тӳрех стена çинчи ӳкерчĕксем куç тĕлне пулаççĕ. Вĕсен ытарайми илемĕпе киленнĕ май авторĕ пирки ыйтатăп. Укерчĕксене, искусствăн чăн-чăн произведенийĕсемех теме пулать, Тамара Денисовна хăй  ӳкернĕ иккен. Вăл  пултаруллă культорганизатор пулнине пĕлетĕп-ха, анчах та вăл ăста сăрăçă та, тĕрĕçĕ те, ал ĕç ăсти те пулнине илтмен.

Григорьевсем 2007 çулта культура ĕçченĕсен çемье династийĕсен республикăри конкурсне хутшăннă май (унта вĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă) йĕркеленĕ альбома алла илсен интересли татах та тупăнчĕ.

Тамара — Асанкасси хĕрĕ. Унăн кукашшĕ М.Ф.Салаев ялти ăста кĕслеçĕ пулнă. Амăшĕ те, А.М.Исаева юрлама юратнă. Пĕртăванĕсем, пиччĕшĕсем Василий, Александр, Николай пурте хуткупăспа хитре вылянă, илемлĕ ӳкерме те пултарнă. Пысăк юханшыв та пĕчĕк çăлкуçсенчен пуçланать тенешкел, йăхри пултаруллă çынсен ăсталăхĕ Тамара çине те витĕм кӳнĕ. Хĕр чухнех вăл ялти клубри мероприятисене хастар хутшăннă. Кӳршĕ ялсене юр аша-аша спектакль кăтартма кайнине халĕ те ăшă кулăпа аса илет вăл. Лаша çинче декорацисем пулнă, артистсем çуран утнă. Халтан кайнă пулин те сцена çине тухсан пĕтĕм ывăнни çухалнă, вăй хутшăннă.

Шкул пĕтерсен хĕр Шупашкарти суту-илӳ техникумне вĕренме кĕнĕ. Анчах та шăпа ăна ку енĕпе нумаях ĕçлеме     пӳрмен. Культура, илемлĕх тĕнчине туртăнни çĕнтернĕ. Киров поселокĕн каччипе, Вячеслав Григорьевпа çемье чăмăртанă хыççăн Тамара Денисовнăн пĕтĕм пурнăçĕ çак тăрăхпа çыхăнать. 1965 çулта вăл Киров поселокĕнчи клубра ĕçлеме пуçлать. Вăл вăхăтра культура «вучахĕ» йывăç çуртра вырнаçнă пулнă, унта пысăк мероприяти ирттерсен халăха вырнаçтарма та хĕн килнĕ. Апла пулсан та Т.Григорьева пысăк пуçарулăхпа ĕçе тытăнать. Хăшĕ-пĕри клубра е культура çуртĕн-че ĕçлесен юрлама-ташлама пĕлни çителĕклĕ тесе шутлать пулĕ. Тамара Денисовна шучĕпе халăхăн пушă вăхăтне усăллă ирттерес тесен çынсене хăйсене те культура мероприятийĕсене хутшăнтармалла. Ялсенче пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсене спектакльсем, концертсем лартма, уявсем ирттерме явăçтармалла.  35 çул ытла культура ĕçĕнче тăрăшса  Т.Григорьева çак чăнлăха тĕп вырăна хунă. Ĕçлеме пуçласанах, Асанкассинче спектакльсем лартнине аса илсе пулĕ, поселокра драмкружок йĕркелет. Халăх ялти артистсен пултарулăхне курма йышлăн пуçтарăнни хавхалантарать ăна. «Пĕр спектакле сцена çине кăларнă хыççăн теприне хатĕрленме пуçлаттăмăр. Эпĕ вăл е ку роле ялта кам ăнăçлăрах выляма пултарассине малтанах палăртма тăрăшаттăм. Анчах та çыннисемпе калаçса татăлма йывăрччĕ. Хăшĕ-пĕри вăтаннипе-ши, аванмарланнипе-ши спектакле хутшăнасшăн марччĕ. Вĕсемпе темиçе хутчен те калаçма, тепĕр чухне ӳкĕтлеме те тиветчĕ. Хам ĕçленĕ вăхăтра миçе пьеса   сцена çине кăларнине шутласа та пĕтерейместĕп. Уйрăмах Л.Родионовăн «Мĕншĕн куртăм-ши   сана?»    спектакль    асрах.

Унпа эпир районти конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр, хамăр тăрăхри çеç мар, Канаш районĕнчи ялсене çитсе те кăтартрăмăр», — аса илет халĕ Тамара Денисовна. Декорацисене те артистсем хăйсемех хатĕрленĕ. Кунта вара Т.Григорьеван    ӳкерме пултарас ăсталăх пулни пысăк вырăн йышăннă.

Халăх йăли-йĕркине манăçма парас мар, çитĕнекен ăру валли упраса хăварас тĕлĕшпе те клуб заведующийĕ чылай ĕçленĕ. Çулсеренех Питравра чăваш халăх тумне тăхăннă ватти-вĕтти вăййа тухнă. Поселокра Тамара Денисовна пуçарăвĕпе Çамрăксен  кунне ирттересси те йăлана кĕнĕ. Спорт ăмăртăвĕсене аслă ӳсĕмри çынсем те хутшăннă. Вăл ĕçленĕ çулсенче йĕркеленĕ пур мероприятисене асăнса та пĕтереймĕн. Уй-хирти хĕрӳ вăхăтсенче тăтăшах çĕр ĕçченĕсем патне тухса çӳренĕ, юрă-ташăпа савăнтарнă.

1985 çулта Киров поселокĕнче çĕнĕ клуб çуртне туса пĕтерсе хута янă. Çакă культура ĕçченĕсемшĕн те, халăхшăн та пысăк парне пулнă. Художество пултарулăх коллективне репетицисем ирттерме те, кружоксене ĕçлеме те условисем лайăхланнă. Тамара Денисовнăн тепĕр пархатарлă шухăш çуралать. Поселок историне кăтартса паракан музей тăвас ыйтупа ĕçлеме пуçлать. Халăхран пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн экспонатсем пуçтарма тытăнать.  Музей валли уйрăм вырăн пулманни чăрмав кăларса тăратать. Т.Григорьева пуçарнипе ял халăхĕпе пĕрле пуçтарăнса клуб çумне хушма пӳлĕм туса лартма май килет. Халĕ Киров поселокĕнчи клуб, клуб-музей шутланать. Унта кăçал пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ, çурта хăтлăлăх кĕртнĕ.  

Тамара Денисовнăна, хастарлăхĕпе пуçарулăхне кура, темиçе хутчен те Александровка ял Совечĕн депутатне суйланă. Вăл 1982 тата 1987 çулсенче районта «Професси енчен чи лайăххи» ята тивĕçнĕ. 1990 çулта культура ĕçĕнче нумай çул вăй хунăшăн тата унти пысăк çитĕнӳсемшĕн  Т.Д.Григорьевăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Паян та, тивĕçлĕ канăва кайнăранпа чылай çул иртсен те, Тамара Денисовна поселокăн культурăри пурнăçĕпе интересленсех тăрать. Кăнтăрла та, çĕрле те халăх хушшинче пулнă та, халĕ те чĕнсен, пулăшу ыйтсан, турткаланса тăмасть. Пĕр-пĕр мероприяти ирттерме пулăшма яланах хатĕр пĕтĕм пурнăçне çынсен культурăлла канăвне интереслĕ тăвассине халалланă ветеран. Çĕршыв, республика, район пурнăçĕпе те интересленсе тăрать. «Каçал ен» («Октябрь ялавĕ») хаçата ĕмĕрĕпех вуласа тăнă, унпа çыхăну тытнă та, паян та район «хыпарçи» килессе чăтăмсăррăн кĕтет.

Çак кунсенче Тамара Денисовна 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ăна саламласа малашне те культура пурнăçне мĕн пултарнă таран хутшăнма, пурнăçпа тан утма çирĕп сывлăх, вăй-хал сунатпăр.

 Районта ун пек хăйсен ĕçне юратса, чун-чĕререн парăнса тăвакансем пулсан ял çыннисен канăвĕ, культурăлла пурнăçĕ татах та илемленĕ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *