Уявпа саламланӑ
Иртнӗ эрнере кооператорсем хӑйсен профессионаллӑ уявне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа райпора савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртнӗ. Ӑна потребительсен совечӗн председателӗ Светлана Грачева уҫнӑ. Вӑл кӗскен округри кооператорсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки чарӑнса тӑнӑ. Райпо правленийӗ округра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе чылай ӗҫлет. Магазинсемпе обществӑлла апатлану предприятийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттерет. Клиентсене вӗсенче хӑйсене хӑтлӑ туйччӑр тесе тӑрӑшать. Таварсен ассортименчӗпе пахалӑхӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать. Председатель суту-илӳ ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне республика шайӗнчи лайӑх кӑтартусем туллин ҫирӗплетнине палӑртнӑ, уяв ячӗпе саламласа кооператорсене малашне те ӑнӑҫусем суннӑ. Муниципаллӑ округ администрацийӗ ячӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова салам