Уявпа саламланӑ

Уявпа саламланӑ

Иртнӗ эрнере кооператорсем хӑйсен профессионаллӑ уявне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа райпора савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртнӗ. Ӑна потребительсен совечӗн председателӗ Светлана Грачева уҫнӑ. Вӑл кӗскен округри кооператорсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки чарӑнса тӑнӑ.  Райпо правленийӗ округра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене  тивӗҫтерес тӗлӗшпе чылай ӗҫлет. Магазинсемпе обществӑлла апатлану предприятийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттерет. Клиентсене вӗсенче хӑйсене хӑтлӑ туйччӑр тесе тӑрӑшать. Таварсен ассортименчӗпе пахалӑхӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать. Председатель суту-илӳ ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне республика шайӗнчи лайӑх кӑтартусем туллин ҫирӗплетнине палӑртнӑ, уяв ячӗпе саламласа кооператорсене малашне те ӑнӑҫусем суннӑ. Муниципаллӑ округ администрацийӗ ячӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова саламланӑ.

Ӗҫре пултарулӑхпа хастарлӑхпа палӑрса тӑнисене тӗрлӗ шайри наградӑсем парса чысланӑ. Чӑвашпотребсоюзӑн Хисеп грамотине «Комбинат питания» ООО кассирӗ Н.Н. Ядрова тивӗҫнӗ. «Торговый дом» ОООри аптека заведующине О.Г.Александровӑна, «Комбинат питания» ООО директорне М.Н.Федотовӑна «Чӑваш Республикин потребкоопераци ветеранӗ» хисеплӗ ятсем панӑ. «Торговый дом» ООО уйрӑмӗн заведующине Т.В.Венедиктовӑна «Потребительсен кооперацийӗн ветеранӗ» хисеплӗ паллӑ панӑ. «Торговый дом» ООО сутуҫи Т.А.Степанова вара РФ Центросоюз Хисеп грамотине илме тивӗҫ пулнӑ.  Уяв кунӗнче Светлана Николаевна И.Н.Павлова, В.Н.Давыдов, Е.В.Яндрова, С.В.Дьяконова, И.Г.Смирнова, Н.Д.Демина, Л.В.Гаврилова, А.К.Амерханова, Н.Н.Ядрова, М.В.Коновалова ӗҫченсене Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсемпе наградӑланӑ, вӑй-хал, ҫирӗп сывлӑх суннӑ.

Районти потребительсен обществи малашне те хӑй умне лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫласа пырас тесе тӑрӑшӗ. Ҫакна тума унӑн пурлӑхпа техника бази те ҫирӗп, пултаруллӑ та ӗҫчен ҫыннисем те пур.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *