Вӑрмана кӗме чараҫҫӗ

Вӑрмана кӗме чараҫҫӗ

Кӑҫалхи ҫуркуннеренпех ҫанталӑк шӑрӑх мар пулин те, типӗ тӑрать. Ҫавна май пушар хӑрушлӑхӗ пысӑк. Чӑваш Республикинчи вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗ пысӑк пулнӑ пирки 2023 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен   вӑрмансене граждансене, автотранспорта кӗме вӑхӑтлӑха чарнӑ. Ҫавӑн пекех унта культурӑпа массӑллӑ мероприятисем ирттерме те юрамасть. Вӑрмансене сыхлассине тивӗҫтерес тӗллевпе, пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫулсемпе ҫеҫ ҫӳреме тата вӑрман ӗҫченӗсене кӗме чару ҫук. Ҫак тапхӑрта кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап, йывӑҫ тураттисене, каснӑ юлашкийӗсене ҫунтарма, пушар тухас хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫсен мӗнпур тӗсӗсене ирттерме чараҫҫӗ.

«Вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес тӗллевпе вӑхӑтлӑх мерисем вӑя кӗрӗҫ% асӑрхаттару аншлагӗсем вырнаҫтараҫҫӗ, вӑрман ҫулӗсене шлагбаумсемпе хупласа хураҫҫӗ тата пӗрлехи патрульсем йӗркелеҫҫӗ. Пур граждана та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнма чӗнсе калатӑп», — тесе палӑртнӑ Чӑ-ваш Республикин  ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ Эмир Бедертдинов.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине тата пушара хирӗҫле ятарлӑ режима пӑхӑнманнисене пысӑк штрафсем кӗтеҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ граждансене 40—50 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене — 60—90 пин, юридици сӑпачӗсене — 600 пинрен пуҫласа 1 млн тенкӗ таран административлӑ штраф пама пултараҫҫӗ.

Вӑрманта вут-ҫулӑм тухнине курсан Пӗрлехи ҫӑлав службин (112) номерӗпе, вӑрман хуралӗн тӳрӗ линийӗпе (8-800-100-94-00) е ЧР«Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗн диспетчер службин телефонӗпе 8(8352)40-24-00 шӑнкӑравламалла.

Александр КОНДРАТЬЕВ,

ЧР «Вӑрман хуралӗ» ХУ Йӗпреҫ лесничествин лесничийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *