Понедельник, 6 мая

Яваплӑха туйса ӗҫленӗ

Яваплӑха туйса ӗҫленӗ

Кашни ҫынах ҫут тӗнчене килсен малтан выляса-чупса ӳсет. Ҫитӗнсе ҫитсен ҫемье ҫавӑрать, кӑмӑла каякан ӗҫ тупать, пурнӑҫра телейлӗ пулма ӑнтӑлать.

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зоя ача чухне пурнӑҫне суту-илӳпе ҫыхӑнтарасси пирки шутламан та пулӗ. Ялти нумай ача пекех лавкалла вылянӑ, паллах. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн мал ӗмӗтлӗ хӗр Шупашкарта бухгалтерсем хатӗрлекен кӗске вӑхӑтлӑх курсӗнче вӗренет. Ун хыҫҫӑн Комсомольски райповӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Пӗлӗвне малалла ӳстерес тӗллевпе вӑл кооператив техникумне куҫӑн мар майпа вӗренме кӗрет. Вӑл вӑхӑтра тӗп бухгалтер пулса А.В.Левина ӗҫленӗ. Райпо коллективне В.А.Мурзаев ертсе пынӑ. Вӑл вӑхӑтра потребительсен районти обществин кантурӗ хальхи хозмаг вырӑнӗнче пулнӑ, склачӗсем те унтах вырнаҫнӑ.

Малтанхи вӑхӑтра Зоя Коротина ахаль бухгалтерта тӑрӑшнӑ. Аслисенчен нумай вӗренсе пынӑ. Зоя Алексеевна райпон тӗп бухгалтерӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ С.Ф.Кокоревӑна ырӑпа асӑнать. Светлана Федоровна ӑна нумай сӗнӳ-канашпа пулӑшса пынӑ.

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ. З.Коротинан та ӑсталӑхӗ ӳснӗ. Зоя Алексеевна коллектив туслӑ пулнине палӑртать. Пӗр-пӗрне ӑнланса, килӗштерсе, пулӑшса ӗҫленӗ. Вӑл ҫулсенче районта суту-илӳ точкисем ӳссех пынӑ. Райпо та аталаннӑ, пурлӑх никӗсне палӑрмаллах ҫирӗплетнӗ. 1980—90 ҫулсенче Комсомольски райповӗ республика, Раҫҫей шайӗнче те палӑрса тӑнӑ. Вӗсем хастар ӗҫшӗн темиҫе хутчен те куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялава илме тивӗҫ пулнӑ. Тӗп бухгалтер ҫумӗ пулнӑмай Зоя Алексеевнӑн ӗҫ яваплӑхӗ те ӳссе пынӑ. Тепӗр чухне ӗҫ хыҫҫӑн е канмалли кунсенче те кантурта тӑрӑшма тивнӗ. Ҫӑкӑр заводӗнче рабочисем ҫитменнипе ӗҫ хыҫҫӑн ҫӑкӑр пӗҫерме кайнисем те пулнӑ. Никам та уншӑн кӑмӑлсӑр пулман. Мӗн хушнине вӑхӑтра тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. З.Коротина хатӗрлев кантурӗнчи выльӑхсем валли йывӑҫ тураттисем (веткорм) хатӗрлеме кайнине, сиплӗ курӑксем пуҫтарнине асӑнать. Тӗп ӗҫсӗр пуҫне обществӑлла ӗҫсене те кӑмӑлтан хутшӑннӑ.

Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ. Комсомольски каччипе пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе тӑрӑшса ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ.  Виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, вӗсене ура ҫине тӑратса тӳрӗ ҫул ҫине кӑларнӑ. Аслӑывӑлӗ шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫлесе полковник званине тивӗҫнӗ, вӑтам хӗрӗ те полици органӗнче ӗҫлет, кӗҫӗн хӗрӗ пӗр больницӑн юрисчӗ. Ашшӗ-амӑшӗ яланах ачисене кирлӗ сӗнӳ-канашсемпе пулӑшса пынӑ. Вӗсен шухӑшӗсене ӑнланма тӑрӑшнӑ. Коротинсем халӗ 7 мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ.

Суту-илӳ системинче нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн З.Коротинӑна 1997 ҫулта «ЧР потребкоопераци ветеранӗ», 2003 ҫулта  «РФ Потребкооперацийӗн ветеранӗ» хисеплӗ ятсене панӑ. Унсӑр пуҫне «За вклад в развитии потребкооперации России» ордена, «180 лет потребкооперации Российской Федерации», «100 лет профсоюзам России» тата ытти медальсене, «40 лет безупречной работы потребкооперации» паллӑна тата нумай-нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе килӗштерсе чылай ҫул пурӑннӑшӑн 2013 ҫулта вӗсене «За любовь и верность» медаль парса чыс тунӑ.

Паянхи кун та Зоя Алексеевна ӗҫсӗр лармасть. Ӑна потребительсен обществин ревизи комиссийӗн председательне суйланӑ. Райпо пурнӑҫӗпе интересленсе тӑрать, ӗҫченӗсемпе те час-часах тӗл пулма тӑрӑшать.

Зоя Алексеевна Пӗтӗм тӗнчери Коопераци кунӗ ячӗпе суту-илӳ ветеранӗсене, пайщиксене, райпо ӗҫченӗсене ӑшшӑн саламлать, ӗҫре тата пурнӑҫра ӑнӑҫусем сунать. Хӑй те ҫирӗп сывлӑхлӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пултӑр, лайӑххи яланах юнашар ҫӳретӗр.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *